Комментировать

25 Мая, 2016

ТĂМ ПАШАЛУ ХУРСАН ЛАЙĂХ

Чавса, чĕркуççи сыпписем ыратнине тăм пашалу хуни ирттерет. Ăна эмел курăкĕсен шĕвекне хушса хатĕрлемелле.

Хупах тымарĕпе, сар çип утипе /зверобой/, шурă армутипе /полынь горькая/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕпе, хурăн çулçипе /алă айĕнче хăшĕ пуррипе/ усă курма юрать. Шĕвек питĕ çăра пулмалла: 1 стакан шыв пуçне 2 апат кашăкĕ чĕрĕ е типĕ чĕртавар илмелле.

Унтан вĕретсе хатĕрленĕ курăк шĕвекне кăштах сивĕтмелле те тăмпа çăра чуста пуличчен çăрмалла. Пашалусем йăваласа сыпăсем çине хумалла, çăм шарфпа çыхса тăм хытиччен тытмалла. Илсен сыппа çуллă крем е тип çу сĕрмелле. Ыратни, шыçни иртичченех сипленмелле.

Тăм — çут çанталăкăн тĕлĕнмелле усăллă сорбенчĕ. Кăваккипе тата саррипе щит евĕрлĕ пар, сыпăсем чирлесен усă кураççĕ. Шурри ÿт чирĕсенчен сиплет, тĕртĕмсенчи юн çаврăнăшне лайăхлатать. Сăмах май, тăм пашалусемпе организма пĕтĕмĕшле тасатма пулать. Рецепчĕ çакăн пек.

Эмел курăкĕн типĕ чечекне, типĕ армутине, типĕ шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ пĕр виçепе илсе çăнăх пуличчен вĕтетмелле. 2 апат кашăкĕ тăма тата 1 апат кашăкĕ çак çăнăха шывпа чуста пуличчен çăрмалла. Çурмалла уйăрмалла, икĕ пашалу хатĕрлемелле. Вĕсене ура тĕпĕсен варрине хумалла, пленкăпа чĕркемелле, бинтламалла. Компреса пĕр сехет тытмалла.

Курăксемпе тăм хутăшĕ ура тĕпĕ варринчи биологи тĕлĕшĕнчен хастар пăнчăсене ырă витĕм кÿрет, организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатать.

Тасату процедурин сиплĕхне вăйлатма çак кун кĕтмел /брусника/ шĕвекĕ ĕçсен аван. 2 чей кашăкĕ типĕ çулçа 1 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Шĕвеке ăшăлла пĕчĕк сыпкăмсемпе кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.