КИЛĔШНИНЕ СУЙЛАСА
Дерматит /ÿт шыçни/ аптратсан çак фиторецептсенчен пĕрне суйласа сипленме пултаратăр. Вĕсемпе аллерги çук пулсан усă курма юрать.
Шăши кикенекĕ
Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ шăши кикенекне /череда трехраздельная// тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.
Хаяр ути
Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ хаяр утине /шалфей лекарственный/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — сываличчен.
Кăвак хăмла çырли
Кăвак хăмла çырлин /ежевика сизая/ 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.
Вĕлтрен
1 апат кашăкĕ типĕ вĕлтрене порошок пуличчен вĕтетмелле. Çак порошока 1 чей кашăкĕ апат тăварĕпе тата чĕрĕ çăмарта саррипе хутăштармалла. Маçа холодильникре упрамалла. Ăна сиенленнĕ ÿте виçĕ кун сĕрсе сипленмелле.
Сар çип ути
Вĕтетнĕ типĕ 1-2 апат кашăкĕ сар çип утине /зверобой продырявленный/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кăмпапа сиенленнĕ ÿт çине кунне темиçе хут çак шĕвекре йĕпетнĕ пусма татăкĕ хумалла. Курс — ÿт лайăхланиччен.
Кукша пуç
Пĕр ывăç кукша пуç курăкне /одуванчик/ аш арманĕпе авăртмалла. Пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Ăна шывпа çурмалла хутăштармалла. Вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сивĕниччен лартмалла. Шĕвеке малтанхи 2-3 кун ирхи тата кăнтăрлахи апатсемччен 20 минут маларах — 1-ер апат кашăкĕ, малашнехи кунсенче 3-4-шар апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 1,5 уйăх.
Шăнăр курăкĕ
Шăнăр курăкĕн /подорожник/ 4-5 чĕрĕ çулçине аш арманĕпе авăртмалла. Стаканăн пĕрре-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шурă иçĕм эрехне ямалла. Холодильникре виçĕ кун таран упрама юрать. Шĕвекпе сиенленнĕ ÿте кунне 2 хут сăтăрмалла. Курс — 2 эрне.
Шур çырли
Чĕрĕ шур çырлин /клюква/ сĕткенне 50 миллилитр илсе 200 грамм вазелинпа хутăштармалла. Маçа сиенленнĕ ÿте кунне 2 хут сĕрмелле. Курс — кĕçĕтни, пÿрленни иртиччен.