ÇУТĂ КĔРЕН ШĔВЕКПЕ
Марганцовка шĕвекĕ микробсене, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать. Унăн тасатакан витĕмне палăртас тесен ансат опыт ирттерме пулать. Пĕр стакана — таса, тепĕр стакана вараланчăк шыв ямалла. Иккĕшне те марганцовкăн кĕрен шĕвекне хушмалла. Таса шывра вăл кĕренех юлать, вараланчăк шывра тĕссĕрленет, шыва çутатать.
Ĕçмелле мар!
Тахçан марганцовка шĕвекне ĕçсе сипленесси йăлара пулнă, Анчах ăна ĕçни сиенлĕ! Унпа тулаш сиплевре кăна усă курмалла. Порошока тĕксĕм тĕслĕ савăтра упрамалла, çутăра кали перманганачĕ арканать, тĕссĕрленет. Шĕвек хатĕрленĕ чухне унăн кристалĕсене шыва пĕрерĕн ямалла. Малтан пĕр кристаликĕ ирĕлессе кĕтмелле, унтан тин теприне хушмалла.
Трофика язви
Ура лаппи трофика язвипе сиенленсен марганцовкăн çутă кĕрен шĕвекне хатĕрлемелле. Çак шĕвеке кунне пĕрре 20 минута урасене чиксе лармалла. Унтан календулăн аптека настойкипе /50 миллилитр — çур литр шыва/ тепĕр тĕрлĕ ванна тумалла. Язва урара çÿлерех вырнаçнă пулсан марльăна марганцовка шĕвекĕнче лачкасах йĕпетмелле те сиенленнĕ тĕле хумалла. 20 минут тытмалла. Сиплев вăрăма пырать.
Тонзиллит, фарингит
Çăвара марганцовкăн çутă кĕрен шĕвекĕпе кунне икĕ-виçĕ хут чÿхемелле. Курс — шыçни иртиччен.
Стоматит
Çăварти кĕсенсем çине марганцовкăн çутă кĕрен шĕвекĕнче йĕпетнĕ мамăк тампонсем хумалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Уретрит
Шăк çулĕсем шыçсан ирхине тата каçхине марганцовкăн çутă кĕрен шĕвекĕпе чÿхенмелле. Курс — сываличчен.
Шута илме!
Марганцовка кристалĕсем шывра тÿрех ирĕлмеççĕ. Çавăнпа савăт тĕпĕнче ирĕлмен кристалсем юласран асăрханмалла.
Вĕсем ÿте лексен, асăрхамасăр çăтсан питĕ хытă пĕçертсе яма пултараççĕ. Çавăн пекех типĕ кали перманганатне ытти япаларан /глицеринран, кальципе алюмини хатĕрсенчен/ уйрăм упрамалла. Пĕр-пĕринпе хутăшсан вĕсем çулăмланма, сирпĕнме пултараççĕ.