Комментировать

24 Мая, 2016

Писательсемпе влаç хушшине камсем савăл çапасшăн?

Пăтăрмах пуласса шухăшлама та пултарайман

Ака уйăхĕ. Мускав. Хусан вокзалĕ. Мана, Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕн съездне хутшăнма килнĕскере, çĕршыв тĕп хули çурхи ăшă та хĕвеллĕ кунпа кĕтсе илчĕ. Метрона анса Баррикаднăй станцине çур сехетренех çитрĕм. Халĕ Поварская урамри 52-мĕш çурта тупмалла: çавăнта вырнаçнă Писательсен пĕрлĕхĕ. <...>

<...> 9 сехет те 20 минутсенче çанталăк улшăнчĕ — хĕвел пĕлĕтсен хыçне пытанчĕ, вĕтĕ çумăр вĕтĕртетме тытăнчĕ. Тĕп корпус çывăхĕнче «Следственный комитет» тесе çырнă икĕ автомашина, алăк умĕнче виçĕ полицейски тăнине асăрхарăм. «Кур-ха, съезд лайăх ирттĕр, унăн ĕçне никам та ан чăрмантартăр тесе право хуралĕн ĕçченĕсене те чĕнсе илнĕ», — хĕпĕртÿллĕн шухăшларĕ ăсăм-пуçăм. Çитсенех тумитленине сасăлантартăм, вĕçĕнче «тавтапуç» сăмахпа та усă куртăм. Пакунлисем пĕр-пĕрне кăн-н пăхрĕç те ахăлтатсах ячĕç. «Мĕншĕн кулатăр?» — терĕм ăнланмасăр. Тĕреклĕ хул-çурăмлă сержант уçăмлатрĕ: «Съезд пулмасть. Сирĕн çурта арестлеме килнĕ. Тĕрĕсрех — сирĕн организацин докуменчĕсене арестлеççĕ».

Мĕн илтни ăссăрла илтĕннĕрен кусем шÿтлеç пулĕ терĕм, айккинелле пăрăнма авăрлантăм. Çак самантра алăк уçăлчĕ. Шалтан хура шăлаварлă, хăмăр курткăллă вăтам çулсенчи арçын тухрĕ. «Никама та ан кĕртĕр, никама та ан кăларăр», — команда пачĕ çирĕп сассипе. Лешсем пуçĕсене сĕлтсен каялла кĕчĕ.

«Илтрĕн-и? — ыйтрĕ тĕреклĕ хул-çурăмлиех. Эпĕ ним калама та аптранăран хăех хуравларĕ: — Эпир шÿтлеместпĕр. Эпир влаç хушнине пурнăçлатпăр». <...>

<...> Ĕнтĕ ытти писательсем те ушкăнăн-ушкăнăн килме тытăнчĕç. Право хуралĕн çыннисем, автомашинăсем çурта мĕншĕн хуптĕрлесе тăнине пĕлсен шавласа, пăлханса кайрĕç.

«Çурта туртса илме памастпăр, писательсене нимсĕр тăратса хăвармастпăр! Айтăр вăйпа хирсе уçатпăр! Съезда кунтах ирттеретпĕр!» — хыттăн кăшкăрса пакунлисене хĕстерме тытăнчĕç. «Союзăн адвокачĕ килчĕ. Малтан вăл кĕрсе калаçтăр-ха. Ĕлкĕретпĕр штурмлама», — тенисем илтĕнчĕç те — çĕр çынран та иртнĕ ушкăн кăштах лăпланчĕ, ик еннелле сирĕлсе адвокат валли çул турĕç.

Полицейскисем хальхинче пÿлмерĕç, алăка шаккама ирĕк пачĕç. Шалтан сас-хура пулманран иккĕн-виççĕн тÿнклеттерме пикенчĕç. Тепĕр вунпилĕк минутран тин, çурăмпа çаврăнса лаша тапнă пек тапма тытăнсан, пысăк алăк уçăлчĕ.

«Мĕншĕн çĕмрĕлетĕр?! Камăн ирĕкĕпе çапла алхасатăр?!» — тухнă-тухманах сассине хăпартрĕ хăмăр курткăллă арçын. «Звонока чарнин ирĕкĕпе, çавăнпа алхасатпăр!» — унăн сăмахĕпех патлаттарчĕç писательсем. Вĕсем пĕр-пĕрне пÿлсех çурта мĕншĕн кĕртменнине пĕлесшĕн пулчĕç. Лешĕ итлесе тăмарĕ, тĕссĕр куçĕпе сиввĕн мăчлаттарса сержантсене ÿпкелерĕ: «Эсир мĕн йăнккаса тăратăр, алăк çывăхне яратăр?!»

«Союзăн адвокачĕ килчĕ. Ăна кĕме юрать пулĕ терĕмĕр, — хуравларĕç сержантсем. — Акă вăл».

Тĕссĕр куç адвоката тинкерчĕ. Хатĕр докуменчĕсене сăмахламасăр тĕрĕслерĕ. Вара тин шала кĕме ирĕк пачĕ. Кĕрес умĕн полицейскисене хытарса хăварчĕ: «Хушнине çирĕп пăхăнăр. Йĕркелĕхе йĕркере тытăр».

Следовательсем çук суяна шыраççĕ

Вĕтĕр-вĕтĕр тумламсем шĕпĕртетме чарăнмарĕç: çÿхе пальтона витĕр йĕпетеççĕ, çÿхе пушмака лачкам ислетеççĕ. Çумăр айĕнче тăма кăмăллах мар пулин те çыравçăсен пĕрлĕхĕ çирĕппи куçкĕрет — пĕр çын та саланмарĕ. Ăнланманлăх лару-тăрăвне кăштах та пулин уçăмлатас, çĕнĕ хыпарсем пурри-çуккине пĕлес тĕллевпе съезда йĕркелесе ирттерессишĕн яваплă Марина Фомичева тавра пуçтарăнчĕç. «Хальлĕхе çакна кăна пĕлме май килчĕ, — терĕ М.Фомичева кĕсье телефонĕпе черетлĕ калаçăвне вĕçленĕ хыççăн. — Иван Переверзин председатель шалта, пĕрлĕхĕн тĕп бухгалтерĕ те унтах. Следстви комитечĕн сотрудникĕсем финанспа ытти ĕç-хĕл хутне тĕрĕслеççĕ-тишкереççĕ. Кам е камсем хушнă — каламаççĕ».

Ку ĕçе мĕншĕн паян, съезд пулмалли кун, пуçарнă? Çакна Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕн пресс-службин ертÿçи Александр Анусин та хуравлаймарĕ: «Ĕнер те, виçĕмкун та йĕркеллехчĕ. Пăтăрмах сикĕнсе тухасса никам та кĕтмен, шухăшлама та пултарайман. Ют çĕршыври союзсенчен çирĕм çичĕ делегат килчĕ — Германирен, Афганистанран, Турцирен, Казахстанран, Украинăран, Грузирен, Молдовăран, Белоруссирен, Балтика республикисенчен... Çавăн пекех — пирĕн пĕрлĕхе кĕрекен Раççейри союзсенчен утмăла яхăн делегатпа представитель. Ĕнер Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн спикерĕнчен Валентина Матвиенкăран телеграмма илтĕмĕр. Съезда пысăк шайра ирттерме, пĕтĕм тĕнчери патшалăхсенче вырăс литературине, культурине малашне те анлă сарма сире, писательсене, хăват, телей, ăнăçу сунать. Эппин, çĕршыв влаçĕсем пире шанаççĕ, эпир кирлĕлĕхне ĕненеççĕ. Çавăнпа та съезда ирттеретпĕрех, провокаторсем хыççăн кайса Раççее тĕнче умĕнче намăс кăтартмастпăрах».

Пресс-секретарь шухăшĕпе пурте килĕшрĕç, шавласа кайрĕç — «çумăр айĕнче-и е урăх çĕрте — хамăрăн тĕллеврен чакмастпăр!» Çуртра хупăннă следовательсем илтчĕр тесе хыттăн кăшкăрма тытăнчĕç: «Намăс! Намăс! Провокаторсем, писательсен çуртĕнчен тасалăр!» <...>

Ухтарма кам ирĕк пани те

паллă мар

Кăнтăрла иртни икĕ сехетсенче адвокатпа Переверзин çуртран тухрĕç. Кĕпĕрленсе тăракансенчен кăшт уйрăлса вунă-вунпилĕк минут канашларĕç. <...>

Адвокат кайрĕ. Переверзин писательсем патне пычĕ. «Следовательсем каçхи тăватă сехетсĕр те çурта пушатасшăн мар. Айтăр столовăйне, унта пуçлăпăр съезда, — усадьбăн пĕр корпусĕ еннелле пуçне сĕлтрĕ председатель. — Çавăнта каласа кăтартăп иртенпех тăсăлакан пăтранăва».

Çумăр айĕнче тăрса ывăннă халăх Иван Иванович хыççăн кĕпĕр-р хускалчĕ. Анчах тăватă-пилĕк утăмран ытла каяймарăмăр — «Россия» телеканал журналисчĕсем килчĕç.

Чарăнтăмăр. Çурт умне каялла таврăнтăмăр. Иван Иванович тележурналистсен ыйтăвĕсене хуравлама тытăнчĕ:

«Паян ирхине, тăхăр сехетре, Рыжков хушаматлă следователь шăнкăравларĕ. Пирĕн организацие ухтарупа килнине пĕлтерчĕ. Эпĕ ĕçе килнĕ çĕре çурт умĕнче писательсем пуçтарăнма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Вĕсене шала кĕртмеççĕ. Следстви комитечĕн представителĕсем ухтару ирттерме ирĕк паракан ятарлă йышăнăва та, хăйсен удостоверенийĕсене те кăтартмарĕç. Вĕсен шучĕпе, «паллă мар» темле çынсем çак çурта харпăрлăха илес тĕллевпе Мускав арбитраж сучĕн йышăнăвне 2002 çулта хăйсене кирлĕ пек улăштарнă имĕш. Сире пĕлме: ун чухне организацин ĕçтăвком председателĕ эпĕ мар, Сергей Михалков писатель пулнă. Унăн заместителĕ — Арсений Ларионов... Çыравçăсен пĕрлĕхне халĕ Раççейри тăватă организаци тата ют çĕршывсенчи 27 союз кĕреççĕ. Çавăн пекех Раççей регионĕсен утмăла яхăн союзĕ те пирĕн йышрах. Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕн центрне — штаб-хваттерне — ярса илессишĕн оппозиционерсем пĕрре кăна мар ĕнтĕ пăтăрмах туртса кăлараççĕ. «Пиллĕкмĕш колонна» писательсене çĕршывăн хальхи влаçне хирĕç тăратасшăн. Паянхи скандала та çак тĕллевпех йĕркелени куçкĕрет. Вĕсем тĕрлĕ çĕршывран, Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ çыравçăсене хăйсен черетлĕ съездне ирттерме чăрмантарса Владимир Владимирович Путина тĕнче умĕнче япăх кăтартасшăн. Çурта шăп та лăп паян арестлеме килни тем тесен те ăнсăртран пулса тухнă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть».

Паллă тата уçăмлă: хамăрăн правасене хÿтĕлес, сиктерсе кăларнă çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе иккĕн-виççĕн мар, ушкăнпа ĕçлени ăнăçу кÿрет. Çакна писательсем, уйрăмах Мускав çыравçисем, лайăх ăнланнине туйса илтĕм. Вĕсем массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнура пулнăран съезд ирттерме хăйсен çуртне кĕртменнине, урамра, çумăр айĕнче тăнине радиостанцисен /«Эхо Москвы», «Радио России».../ тÿрĕ эфирĕсенче пĕлтерчĕç. Умлăн-хыçлăн килекен телеканалсене интервьюсем пачĕç. Шăв-шавлă ĕç-пуçра депутатсем те айккинче юлмарĕç, хăйсен шухăшĕсене уçăмлатрĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Потапов «тĕплĕ хатĕрленсе йĕркеленĕ провокаци ку» терĕ. Тĕлĕнмелле те: полицейскисем ăна та, кирек ăçта та кĕме право пурскере, çурта кĕрсе следовательсемпе курнăçма ирĕк памарĕç.

Съезд столовăйĕнче пуçланчĕ,

столовăйĕнчех вĕçленчĕ

Съезда столовăйĕнче ирттерме çапах та май килчĕ. Делегатсене регистрацилерĕç, президиум, секретарь, шутлав комиссийĕн членĕсене суйларĕç, кун йĕркинчи ыйтусене çирĕплетрĕç.

Иван Переверзин председатель доклад турĕ: иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. Тухса калаçакансем ĕçтăвком ĕçне ырласа хакларĕç, отчетлă доклада хăйсен шухăшĕ-тĕллевĕсемпе пуянлатрĕç. Союз çурчĕ тавра пулса иртекен пăтăрмаха вара пурте сивлерĕç. Лару-тăрăва тишкерсе хак пама, саккун картинче тăнăçлантарма патшалăх влаçĕсене, право органĕсене Чĕнсе калани йышăнчĕç. Штаб-хваттер ыйтăвĕ çивĕчленсех çитсен ăна хÿтĕлеме Мускавра пурăнакан писательсенчен ятарлă ушкăн йĕркелерĕç.

«Çак çурта-усадьбăна пире, çыравçăсене, çĕр çул каяллах панă. Ăна куç хывакансем, хăйсен харпăрлăхĕ тăвассишĕн хăрăнакансем пĕрре кăна мар пулнă. «Укçа миххисем» — олигархсем — каллех пуç çĕклерĕç. «Пиллĕкмĕш колоннăпа» çураçăнса паян рейдерла хапсăну пуçарчĕç. Вĕсен саккунпа килĕшĕнсе тăман ĕçĕ хальхинче те пăчланĕ... Манăн пурнăçшăн хăрушă синкер йăтăрласа кăларас-тăвас пулсан та çуртран хамăн ирĕкпе тухмастăп», — терĕ çирĕппĕн Иван Переверзин.

Унпа пĕршухăшлă пулнине çирĕплетсе писательсем хыттăн алă çупрĕç.

Отчетлă докладра И.Переверзин нумай япала пирки калаçрĕ. Пĕлтĕр мĕн-мĕн тунисĕр пуçне иртнĕ çулсене те аса илчĕ. Паянхи пăлхаварлăха та сыпăкăн-сыпăкăн сыпăларĕ. Вĕсене суйласа, кĕскетсе çаксене пĕр тĕвве çыхмалла-тăр:

— хамăр ĕçлесе тата пÿлĕмсене арендăна парса 2015 çулта 42 миллион тенкĕ пуçтарăнчĕ. 2014 çултинчен 10 миллион тенкĕ нумайрах;

— патшалăхран пĕр пус та паман тата илмен. Хамăр вара, налук шучĕпе, бюджета çĕр-çĕр пин тенкĕ куçарнă;

— 10 миллион тенкĕрен 70 процентне кĕнеке кăларас тĕллевсем валли яма планлатпăр. Ку ĕçсене пурнăçлама «Вече» издательствăна явăçтаратпăр;

— «Литературная газета» малашне 28 страницăпа тухма тытăнать;

— çыравçăсен çуртне туртса илес текенсем пирĕнпе темиçе хутчен те судлашрĕç. Суд кашнинчех эпир тĕрĕс пулнине çирĕплетрĕ. Мускав арбитражĕн судйи çеç суд йышăнăвĕсене ниепле те «тупаймасть»;

— уйăх çурă каялла Следстви комитетĕнчен шăнкăравларĕç — «усадьбăн корпусĕсене патшалăха хăвăр ирĕкпе парас кăмăл çук-и?» Тĕлĕнмелле: Следстви комитечĕн çак корпуссенче мĕн ĕç пур? Ăнланма пулатчĕ те-тĕр енчен те Культура министерствинчен шăнкăравланă пулсан. 90-мĕш çулсенчи тапхăра аванах пĕлетпĕр вĕт-ха: патшалăх валли тетчĕç те — куç хупса иличчен пĕр-пĕр хапугăн харпăрлăхĕ пулса тăратчĕ;

— писательсен пурлăхне сыхласа хăварассишĕн вунпилĕк çул ĕнтĕ кĕрешетĕп. Ара, председателе мана суйличчен пурлăхăн 90 процентне салатса пĕтернĕччĕ. Эпĕ вара пĕр çурта та, пĕр корпуса та çухатмарăм;

— паянхи пăтăрмах политика сĕмĕллĕ, «пиллĕкмĕш колоннăн» хура ĕçĕ: писательсене хĕстереççĕ тесе шăв-шав çĕклесе хальхи влаçа тĕнче умĕнче вараласшăн.

Иван Переверзин председатель калани чăнлăхпа çирĕпленмерĕ — следовательсем каçхи тăваттăра та, улттăра та çурта пушатмарĕç. Çапла вара съезда столовăйĕнче пуçласа столовăйрах вĕçлемелле пулчĕ.

Эпĕ пĕр куна çеç килнĕрен Хусан вокзалне, Мускав-Шупашкар пуйăса ĕлкĕрме васкарăм. <...>

<...> Çурта арестлени мĕнпе вĕçленнине пĕлес тĕллевпе Шупашкара таврăннă хыççăн тепĕр эрнерен Мускава шăнкăравларăм.

«Пĕтĕмпех лăпкă. Шăв-шав, провокаци урăх пулмарĕ. Калăн, нимĕн те пулса иртмен», — терĕç Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕнчен.

Лару-тăру тăнăçланни-йĕркеленни лайăх. Анчах хăçанччен-ши?

Геннадий МАКСИМОВ,

Чăваш Республикинчи Профессионал

писательсен союзĕн председателĕ

 

РЕДАКЦИРЕН. Статьян тулли варианчĕ «Тăван Атăл» журналăн çĕртме /июнь/ уйăхĕнчи номерĕнче пичетленет.

Писательсем, литературăна юратакансемпе библиотека ĕçченĕсем, «Тăван Атăл» журнала иккĕмĕш çур çул валли çырăнса илме ан манăр. Повеç-калав, поэма-сăвă, асаилÿсемпе тĕпчевсем... малашне те унта тĕп вырăнта пулĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.