Комментировать

25 Мар, 2014

Ветстанци - çур ĕмĕрте

ЧР Патшалăх ветеринари службин «Муркаш районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн историйĕ пысăк. Унăн кун-çулĕ ЧР Министрсен Канашĕн 1964 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕнчен пуçланать. Пĕрремĕш пуçлăхĕ - Р.А.Огурцов, каярах - А.А.Алексеев. 1965 çултанпа çак должноçра - М.А.Миронов. Коллектива вăл аталану çулĕпе 30 çул ытла ертсе пынă. 1999 çултанпа яваплă çак ĕçре - Н.С.Яковлев.

- Николай Семенович, эсир коллектив пурнăçĕпе ĕç-хĕлне алă тупанĕ çинчи пекех курса тăратăр. Çавна шута илсе учрежденин малтанхи çулĕсенчи лару-тăрăвĕпе паллаштарсамăр.

- Иртнине пĕлекен çеç аталану çулĕпе çирĕп утать. Çакна ăнланса утса тухнă кун-çула эпир нихăçан та манăçа хăвармастпăр. Вăл - пирĕн пуянлăх. Çаврăнса пăхсан куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухать: 1965 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 2247 пуç ĕне выльăх, 20700 сысна, 3987 лаша, 26080 сурăхпа качака шутланнă. Пысăк çак кĕтĕве ветстанципе пĕрле Мăн Сĕнтĕрти ветлечебница, 3 ветучасток, 12 ветпункт пăхса тăнă. Вăл çулсенче выльăх-чĕрлĕх ящур, лептоспироз, юхан-суран, юнлă вар витти, урни тата ытти чирпе йышлă аптранă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем выльăх апатне вăхăтра тата ытлă-çитлĕ хатĕрлейменни, сиплеме медикаментсемпе инструментсем çитменни лару-тăрăва йывăрлатнă кăна.

Кадр ыйтăвĕ те районта вăл çулсенче питĕ çивĕч тăнă, анчах ун чухнехи ветспециалистсем çине тăнипе тата хуçалăх ертÿçисем пулăшнипе выльăхсене чир-чĕртен сыватас ĕçе лайăх йĕркелеме пултарнă.

- Районти ветслужба аталанăвне камсем ытларах ырă витĕм кÿнĕ теме пултаратăр?

- Пĕрне мухтаса теприне тиркес килмест. Михаил Алексеевич ертсе пынă çулсене вара ăшшăн аса илетĕп. Вăл çине тăнипе 1978 çулта ветстанципе ветлаборатори пĕр çуртра ĕçлеме пуçларĕç. Çакă пирĕн ĕçе самай çăмăллатрĕ. Эпĕ 1982-1984 çулсенче те Нискасси ветучастокĕн заведующийĕ пулнă, каярах ветстанци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçланă тапхăрта та хăй çирĕп ыйтнипе мана пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Çак паха енсем коллективпа ĕçлеме тытăнсан питĕ кирлĕ пулчĕç.

ЧР Ял хуçалăх министерствинче ветеринари ĕçĕн пуçлăхĕ пулнă, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ветврачĕ, ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Г.И.Иванов ырă витĕм кÿнине палăртмаллах. Пĕрлехи ĕçсен ăнăçăвне ЧР тава тивĕçлĕ ветврачĕсем те - Р.М.Петрова, А.И.Михайлова, Р.Г.Леонтьева, М.И.Павлова, Н.С.Воробьева, Г.Т.Кириллова, И.Н.Яковлева, Н.М.Петрова - пысăк тÿпе хывнă.

- Çĕр-шыв экономика йывăрлăхне лекнĕ пăтăрмахлă тапхăра мĕнле тÿссе ирттертĕр?

- Вăл çулсенче республикăри хăш-пĕр районта ветеринари участокĕсене нумай хупрĕç, эпир вара пуринпе те килĕшÿллĕн ĕçлесе çĕнĕрен тăваттă - Юнкăра, Йÿçкассинче, Москакассинче тата Катькасра - уçрăмăр. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Валерий Язов, ЧР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи ветеринари управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Виталий Семенов, «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă Валериан Краснов нумай тĕкĕ пачĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа РФ Ял хуçалăх министерствин департаментне çĕнĕ учрежденисем йĕркелесси пирки çеç мар, вĕсене кадрсемпе, федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕпе тивĕçтерме ыйтса сахал мар вăй хума тиврĕ.

- Николай Семенович, сирĕн тытăмăн ку чухнехи ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлес килет.

- Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчех ветеринари участокĕ пур. Вĕсем çулленех тĕрлĕ ветеринари-санитари мероприятийĕ ирттереççĕ: профилактикăра 30 ытла тĕрлĕ эмелпе усă кураççĕ, 45 тĕслĕ диагностика тĕпчевĕ ирттереççĕ.

Юлашки çулсенче Раççейри, çавăн пекех Чăваш Енри сысна ĕрчетекен хуçалăхсемшĕн Африка мурĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Пирĕн район та унран çине тăрсах сыхланать: дезинфекци тумалли материал, препарат çителĕклĕ. Тĕрĕслев мероприятийĕсем те сахал мар иртеççĕ.

Иртнĕ çул вĕçĕнче пирĕн станцие Раççейре малта пыракан агропромышленноç организацийĕсен реестрне кĕртрĕç. Çакă ĕçĕмĕре пысăка хурса хисепленине, коллектива шаннине пĕлтерет çеç мар, яваплăха та ÿстерме ыйтать.

2013 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттертĕмĕр. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев хутшăнчĕ. Канашлура туберкулез, лейкоз, бруцеллез, сикекен ытти чире те сарăлма паманнине палăртрăмăр. Çакăнта ветспециалистсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа та чыслă пурнăçлани тĕп вырăнта.

Коллективра 55 çын, 25-шĕ - выльăх тухтăрĕсем. Лайăх ĕçленĕшĕн пĕлтĕр Мăн Сĕнтĕрти ветучасток заведующийĕ Нина Петрова тата ветстанцири Ирина Яковлева ветврач «Чăваш Республикин ветеринарин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Валентина Лебедевăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Коллектива çамрăксем килни пирĕн малашлăх пуррине çирĕплетет. Савăнтарать çакă. Юлашки икĕ çулта йыша Венера Красновăпа Николай Тихонов выльăх тухтăрĕсем хушăнчĕç.

- Ветеринари тытăмĕн паллă ăсчахĕ Сергей Евсеенко: «Тухтăр çынна сыватать, ветврач - этемлĕхе», - тенĕ. Выльăх продукцийĕн пахалăхĕшĕн епле тăрăшатăр?

- Ку ĕçе эпир хамăрăн кун йĕркинчен самантлăха та кăлармастпăр. Сĕт, аш-какай пахалăхĕ выльăха мĕнле апат çитернипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çакна шута илсе пирĕн специалистсем ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра вырăнсене тухсах тăраççĕ, янтă апата лабораторире тĕрĕслеççĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕпе çийĕнчех хуçалăхсене паллаштараççĕ, сĕнÿсем параççĕ.

2013 çулта районти хуçалăхсем 7344 тонна утă, 13913 тонна сенаж, 6200 тонна силос хатĕрленĕ. Ăна пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. Утăн 62 проценчĕ пĕрремĕш класлă, ытти - иккĕмĕш. Сенажпа силосăн 72-62 проценчĕ пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлă.

2012 çулта сĕтĕн 13 процентне чи пысăк сортпа сутнă, пĕлтĕр кăтарту 47 процента çитрĕ. Çак ĕçре «Герой», Ильич ячĕллĕ, Суворов ячĕллĕ, «Оринино» хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирма ырă тĕслĕх.

Куратăр ĕнтĕ, ĕç калăпăшĕ пысăк. Ăна пĕччен-иккĕн пурнăçлама çук. Çавăнпа та май килнипе усă курса пĕтĕм коллектива уяв ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре çитĕнÿсем, кил-йышра юрату та тату пурнăç сунатăп.


Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.