Комментировать

20 Мая, 2016

Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ

Иртнĕ çулсенче Шупашкар районĕнче 2 пин гектар ытла, çав шутра маларах усă курман 400 гектар çĕре Самар облаçĕнчи «Агарт» тулли мар яваплă общество пусă çаврăнăшне явăçтарнă. Кăçал вăл 700 гектар сухаласа акасшăн. ООО тĕллевĕсемпе Вячеслав Леонидович КАРПОВ управляющи паллаштарать.

— Общество Ишек, Тăрăн, Ишлей ял тăрăхĕсенче продукци туса илме ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 1100 гектар çĕре тара илчĕ. Иртнĕ çулсенче ку лаптăксенче ял хуçалăх культурисем çитĕнтермен, уйсем çеремленнĕ, йывăçланнă. Паян хăшĕ-пĕри вăрмана аса илтерет. Çулла хурăн-ăвăса касса, тымара кăкласа сухалăпăр — кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлĕпĕр.

— Уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама кирлĕ техника пур-и?

— Пур. Пĕтĕмпех хамăрăн, вĕр çĕнĕ. Çĕре сухаламалли, кăпкалатмалли, тĕштырă культурисен вăрлăхне акмалли агрегатсем, Джон Дир, МТЗ-100 тракторсем. Общество аукционра çĕнтернĕ, укçа тÿленĕ хыççăн унăн объектне саккуна пăсса сутса янă. Чăрмав кăларса тăратнă пирки трактор-машина паркĕ çук-ха. Ăна Чăрăшкасси ял тăрăхĕнче пĕлтĕрех тăвасшăнччĕ. «Искра» колхозран юлнă производство объекчĕсем пире куçмаллаччĕ. Çавăнпа техникăна уйра, ял таврашĕнче хăварма тивет. Судья тавăçа пире майлă татса парасса шанатпăр. Пурлăха обществăна тавăрсан парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн никам çине çаврăнса пăхмасăр кĕрешĕпĕр.

— «Ишлейский» совхоз совет тапхăрĕнче ялсен таврашĕнче сухаламан пĕр гектар çĕр те хăварман. Çав шутра Тăрăн ял тăрăхĕнче те. Сирĕн механизаторсем çерем уçнине пăхса тăтăм та çак ĕç вăхăта нумай илнине, обществăна тăкак чылай кăтартнине ăнлантăм.

— Çапла. Авă Иван Иванов тракторист акма чăрмантаракан йывăç-тĕме Джон Дирпа турттарса кăклать, лаптăк хĕррине троспа сĕтĕрсе кăларать. Кунти çереме иртнĕ çул дисклă сÿрепе, халĕ дискаторпа касрăмăр. Çу каçиччен тăпрана культиваторпа кăпкалататпăр. Кун пек уйсене çумкурăкран тасатса пĕтерме темиçе çул кирлĕ. Çапах пуç усмастпăр. Çĕртен пысăк тухăç илме тĕллев лартрăмăр.

— Хальхи вăхăтра ăçта акатăр?

— Тăрăн ял тăрăхĕнче, 70 гектар çинче. МТЗ-100 тракторпа Виталий Никифоров тăрăшать. Хĕвелçаврăнăш вăрлăхне им-çамланă. Ăна çеç мар, пĕтĕм вăрлăха, çумкурăкпа, хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли хими им-çамне облаçран турттарса килетпĕр те тÿрех уйсене çитеретпĕр. Хальлĕхе пирĕн вĕсене хума склад та çук. Çапах ÿсентăрана минерал удобренийĕпе апатлантаратпăр.

— Эпĕ паян Шупашкар районĕнче чылай çул пушă выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе еплерех кĕрешнине хам куçпа куртăм. Пархатарлă çак ĕçе кам пуçарса ячĕ?

— Самар облаçĕнче ял хуçалăхĕн пысăк производствине йĕркеленĕ Александр Рудольфович Ургат генеральнăй директор. Унти 15 пин гектар çĕр çинче тырпул, ытти культура акса çитĕнтерет. Унăн мăшăрĕ Ишлей ялĕнче ÿснĕ, кунти шкултан вĕренсе тухнă. Общество Чăваш Енре пуçласа янă ырă ĕçе вăл та витĕм кÿчĕ тесе шухăшлатăп. Пирĕн ĕçсем еплерех пынипе паллашма Ургат кашни икĕ эрнерен килет, хушусем парса хăварать. Унăн тĕллевĕ пысăк. Кунта трактор-машина паркĕ, производствăн ытти объектне тăвасшăн.

— Хăвăр маларах кам пулса ĕçленĕ?

— Ишлейри пысăк вольтлă аппа­ратура завочĕн водителĕнче 20 çул ытла вăй хутăм. Ургат общество управляющийĕ пулма сĕнчĕ — килĕшрĕм. Хуçалăха аталантарас кăмăл пысăк, вăй-хал тапса тăрать.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.