Комментировать

19 Мая, 2016

Уйрăм лартмалла

Помидорпа хăяра пĕр теплицăна лартнине курма пулать. «Пĕр-пĕрне хирĕçлемеççĕ» теме пăхаççĕ кунашкаллине «кăмăллакансем». Анчах çак меслет тĕрĕс мар. Помидорпа хăяр пачах тĕрлĕ культурăсем, вĕсене пăхасси те расна пулмалла.

Помидорсене теплицăра типĕ сывлăш кирлĕ, хăяр вара нÿрĕке юратать,типĕ сывлăшра вĕсен çулçи хытать, çимĕçĕ йÿçек пулать. Помидора эрнере пĕр-икĕ хутран ытла шăвармалла мар. Шăварнă чухне тăпрана лайăх ислетмелле /20-25см тарăнăш\, çулçăсене йĕпетмелле мар. Ирхине хĕвел хытă хĕртме пуçличчен шăварни лайăхрах: каçчен теплицăри сывлăш типет. Ăста пахчаçăсем помидор валли çĕр айĕпе тымарсем патне пăрăхпа шыв пымалли конструкци тăваççĕ.Çакă помидора кăмпа чирĕсем ерессинчен упрать. Çак меслет чи ăнăçли темелле. Теплицăра сывлăш яланах çĕнелсе тăмалла: алăксене, чÿречесене ăшă чухне уçă тытма тăрăшмалла.

Хăяр теплицăра нÿрĕк пулнине юратать. Теплица алăкĕсене уçсан витĕр çилтен хăрать вăл, сывлăш çитменнипе пачах та аптрамасть. Хăярăн çулçисем «шыва кĕме» юратаççĕ. Ăна куллен е кун сиктерсе шăвармалла. Çиелтен — «çумăр çутарса» — шăварни аван. Хăяра шăварнă хыççăн та теплица алăкĕсене уçма кирлĕ мар, вăл «мунча кĕме» хапăл, нÿрĕклĕх уншăн усăллă çеç.

Куратпăр ĕнтĕ, помидорпа хăяра пĕр теплицăна лартма юрамасть. Пĕрле лартни иккĕшĕшĕн те япăх. Тухăçпа та савăнтараймĕç, ĕç те харама кайĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.