Комментировать

13 Мая, 2016

Настя хăраса ÿкмен

Шупашкар полицийĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов нумаях пулмасть Анастасия Гузановăна парне парса хавхалантарнă /сăнÿкерчĕкре/. Хĕр çак чыса хăйĕн хастарлăхĕпе тивĕçнĕ.

Вăл полицейскисене преступнике тытса чарма пулăшнă. Пăтăрмах тĕп хулари кафесенчен пĕринче çĕрле пулнă. Унта ÿсĕр çамрăксем хăйсене ытла та кăнттам тытнă. Настя, кафере ĕçлекенскер, пуçтахсене асăрхаттарнă-ха, анчах вĕсем йĕркеллĕ пулма ыйтнине хăлхана чикмен. Унтан та ытларах — сĕмсĕрсенчен пĕри сĕтел çинчи çĕççе ярса тытнă та унпа хăратса сентре çинчи эрех кĕленчине илсе чикнĕ. Хĕр унăн çулне пÿлме тăнă — пуçтаха чарайман.

Преступник тухса тарнă. Настя вара васкавлă çыхăну кнопкине пусса полицие чĕнсе илнĕ, йĕркелĕх хуралçисене пуçтахсен паллисене пĕлтернĕ. Пакунлисем хураха часах тытса чарнă. ШĔМĕн тĕп хулари управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов Настьăна тав тунă май кăмăллăн палăртнă: «Граждансем йĕркелĕх хуралçисене преступниксене тытса чарма пулăшнă тĕслĕх юлашки вăхăтра нумайлансах пырать. Эппин, вĕсем те хулари йĕркелĕхшĕн тăрăшаççĕ».

М.СЕРГЕЕВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.