Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинчи Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ парада Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ тата çар техники хутшăннă.
Стройпа 1000 яхăн çын ?йĕрке хуралĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă ветерансем, кадетсем тата ыттисем те% утса тухнă. Çар техникинчен иртнĕ вăрçă историйĕнче палăрнă "Т-34" танк, "ЗИС-5" автомашина, "Катюша" ракета комплексĕ, "Тигр" бронеавтомобиль тата ыттине те курма май килнĕ. Вăрçă хыççăн усă курнă ретро-машинăсем те кăтартнă, "Каçхи кашкăрсем" клубăн Шупашкарти уйрăмĕнчи мотоциклистсем те колоннăна тăнă.
Парад курма 100 яхăн ветерана илсе килнĕ. Çав шутра – ватăсемпе инвалидсен сывлăхне çирĕплетекен "Вега" центртан та. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах унта канакансемпе тĕл пулса калаçнăччĕ.
208 пин чăваш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Кашни иккĕмĕшĕ таврăнайманнине, çапăçу хирĕнче пуç хунине палăртнă Михаил Васильевич уява пынисене саламласа.
Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 71 çул çитрĕ, анчах вăрçăра паттăрлăх кăтартнă салтаксем паянхи кун та манăçмаççĕ. Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен "Вилĕмсĕр полк" акци кашнин ятне, сăнне упрама хистет. Шупашкарта кăна 20 пине яхăн çын унта хутшăнса вăрçа кайнă тăванĕсен портречĕсене йăтса утнă. Шкул ачисемпе, студентсемпе, аслăрах çулхисемпе пĕрле колоннăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тăнă.
Аса илтерер: пĕлтĕр Шупашкарта ку акцие 10 000 çын ытла хутшăннă. Раççейĕпе вара кунашкаллисен шучĕ кăçал икĕ миллиона çитнĕ.
Тыл ĕçченĕсем те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Ачасем, хĕрарăмсем, ватăсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă, фронта кирлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ.
Халĕ Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хушăннă 1250 çын тата 18 пин ытла тыл ĕçченĕ пурăнать. Республикăра вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса юлашки пилĕк çулта 5756 ветерана хваттерпе е çуртпа тивĕçтернĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче республика ертÿçи çемйипе Çĕнĕ Шупашкарти митинга та хутшăннă. Унта пуçтарăннисем те вăрçăра пуç хунисене самант шăп тăрса асăннă, палăк умне чечексем хунă.