Комментировать

11 Мая, 2016

Çĕнĕ Шупашкар каллех калаçтарать

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ĕнер ирттернĕ канашлу Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв мероприятийĕсене пĕтĕмлетнинчен пуçланчĕ. Анчах калаçу праçник сĕмĕсĕр кăмăлсăр ыйтусем тавра та пулчĕ.

Уяв мероприятийĕсем йĕркеллĕ иртнĕ. Парад, митингсем, ытти мероприяти... /Тĕплĕнрех — 1,8-9 стр./ «Вилĕмсĕр полк» акцие Шупашкарта кăна 20 пин çын хутшăннă. 1,4 пине яхăн ветерана, салтаксен тăлăх арăмĕсене парнесемпе чысланă. Юлашки çулсенче 5,7 пин ытла ветеранăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни — чăннипех пысăк ĕç. Черетре — тата 203 ветеран. Михаил Васильевич пурне те уява йĕркелесе ирттерес ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав турĕ. Праçнике çуллен тата та сумлăрах йĕркелемелли пирки асăрхаттарчĕ. Çавна май республикăн çар комиссарĕ Александр Мокрушин парада хутшăнакан çар техникин /«Катюша», «Град», ытти/ шучĕ ÿссе пынă май ăна упрамашкăн ятарлă вырăн кирли пирки каласан ку ыйтăва татса парассине хула влаçĕсене хăйсем çине илме сĕнчĕ: «Техника управлăхне тивĕçтермеллех — пирĕн тата Çĕнтерĕвĕн 100 çулне те уявламалла пулать вĕт-ха».

Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн кĕске вăхăтлăх планне мĕнле пурнăçланипе Строймин ертÿçи Олег Марков паллаштарчĕ. Плана пĕтĕмпе 5 пин ытла çурта кĕртнĕ — 17 миллион тăваткал метр, çав çуртсенче 720 пине яхăн çын пурăнать. Пĕлтĕр 294 çурта юсанă — 236 миллион тенкĕлĕх. Кăçал 429 çурта юсама палăртнă, çакăн валли 607 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Республикăн капиталлă юсав фончĕн гендиректорĕ Олимпиада Епифанова пĕлтернĕ тăрăх — çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче çынсем капиталлă юсавшăн тÿлесси 69% танлашнă. Тĕп хулара — 72%, анчах хваттерсен хуçисен 50% каярах тÿлекен çуртсем те пур. Ку енĕпе çĕнĕ çуртсем тĕлĕшпе лару-тăру пушшех çивĕч. Çынсем хваттер туяннă, анчах вĕсенче пурăнмаççĕ. Капиталлă юсавшăн тÿлемеççĕ, хуçисене тупма та йывăр. Апла пулин те, Михаил Игнатьев шучĕпе, «саккун пур, фонд ĕçченĕсен çынсене капиталлă юсавшăн тÿлес тĕлĕшпе витĕм кÿмелле, ăнлантару ĕçне ирттермелле. Çав вăхăтрах ют укçана тĕплĕ шутламалла».

Малалли — хайхи «кăмăлсăр» темăсем. Çĕнĕ Шупашкарта çынсем хваттерсем тума укçа хывнă, анчах пурăнмалли лаптăка вăхăтра илеймен — каллех улталаннă пайçăсем пулса тăрас хăрушлăх пур. Ĕç-пуçпа строительство министрĕ тĕплĕ паллаштарчĕ. «Роспан» ООО унта «Юханшыв бульварĕ» микрорайон тума пикеннĕ /сăнÿкерчĕкре/. Нумай хутлă сакăр çурт пулмалла — 1,8 пин ытла хваттер, 81,5 пин ытла тăваткал метр. 216 хваттерлĕ çурта туса пĕтернĕпе пĕрех. Хута ямалли вăхăтне тăснă пулин те — çывăх вăхăтра ĕçсене вĕçлемелле. 232 хваттерли, 12-14 хутлă пулмаллискер, ыйтуллă — 10 хута çитсен пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче ĕçсем чарăннă. Çитес çул хута ямалли 141 хваттерлĕ çуртăн свайĕсене те пĕтĕмпех çапса пĕтереймен.

«Пĕтĕмпе 504 килĕшÿ тунă. Çав шутра уйрăм çынсемпе — 323 килĕшÿ. Çынсенчен укçа пухнă, анчах хваттерсемпе тивĕçтермен. Мĕншĕн?» — çирĕппĕн ыйтрĕ Михаил Васильевич. Олег Марков нумаях пулмасть строительсемпе канашлу ирттерни çинчен каларĕ, «Роспан» ертÿçисем хăйсен обязательствисене пурнăçлама шантараççĕ-мĕн. Анчах ЧР Пуçлăхĕ «пурнăçлайĕç-и?» тесе ыйтсан министр шанăç çирĕп маррине пытармарĕ: «Иккĕленетĕп...»

Канашлăва «Роспан» гендиректорне Алексей Захарова та чĕннĕ, анчах вăл ерçеймен, Мускавра-мĕн. Компани представителĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх — халь стройкăна çĕнĕ хуçа килет — «Мегаполис» банк укçа хывать, çавна май микрорайона çитес виçĕ çулта туса пĕтересси çинчен каларĕ. Банк хваттерсен пулас хуçисенчен хушма укçа пухмашкăн палăртмасть-мĕн. Çÿлерех асăннă виçĕ çурт пирки калас-тăк — пĕрне çу уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне хута ярасшăн, тепринче строительство ĕçĕсене малтан палăртнинчен 4-6 уйăх тăсса çулталăк вĕçленнĕ тĕле ĕçсене пĕтерме май пур. Виççĕмĕш позици вара çулталăкран хута каймалла.

Çапах шанчăк çуратма тивĕç çак сăмахсем те Михаил Игнатьев иккĕленĕвне туллин сиреймерĕç: «Çынсенчен çур миллиард тенкĕ ытла пухнă! Пирĕн тĕллев — çынсен интересĕсене хÿтĕлесси. Кунта вара — темле офшорти тÿлев шучĕсем, ăнланмалла мар учредительсем...» Çавна май Çĕнĕ Шупашкар администрацине те сăмах тиврĕ: «Банк пурпĕр тăкаксене çынсем çине тиес тейĕ... Эсир вара пĕлмен-туман çынсене çĕр, строительство тума ирĕк паратăр. Тен, администрацире камăн та пулин хăйĕн интересĕсем пулнă?» Унашкалли пулнах-тăк — çиеле тухатех пуль, Михаил Васильевич çак ĕç-пуçпа право хуралĕн органĕсем интересленни пирки уççăнах каларĕ.

Нумай çынна пырса тивекен тепĕр тема та Çĕнĕ Шупашкарпах çыхăннă. Химиксен хулинчи «Новэк» управляющи компани ыйтăвĕ манăçмалла пек ĕнтĕ, анчах шăпах вăл каллех çынсене тарăхтарать. Çак УК пăхса тăнă çуртсенче пурăнакансенчен ун умĕнчи парăмсене татма ыйтаççĕ иккен — çынсем пăлханаççĕ. Сăлтавсăр мар. ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков пĕлтернĕ тăрăх — «Новэкăн» конкурс управляющийĕ компанин 57 миллион ытла тенкĕ парăмне уйрăм предпринимателе 2,8 миллион тенкĕлле сутса янă. Паллах, çав предприниматель хайхи парăмсене татма хваттерсен хуçисенчен ыйтать. Канашлура вăл, Александр Громов, хăй те пулчĕ: «Эпĕ çынсене пăтратмастăп. Парăм пур — тÿлеме ыйтатăп. Хам та Çĕнĕ Шупашкартах пурăнатăп, хăшпĕр çыннăн парăмне каçаратăп та...» «Новэкăн» конкурс управляющийĕ Юрий Парамонов ĕç-пуçа уçăмлăх кÿчĕ: «Çынсенчен хăшĕсем çуртсем урăх управляющи компание куçнă май унта укçа тÿленĕ — документсене танлаштарса уçăмлатмалла кăна. Анчах лару-тăрăва администраци представителĕсем те çивĕчлетеççĕ: унччен пĕр пухура чиновниксенчен пĕри «Новэка» тÿлемелле мар!» тесе халăха пăтратса ячĕ — тÿлеме пăрахрĕç. Çак кунсенче иртнĕ канашлура çынсем «Новэка» тÿлемелле-и?» тесе ыйтрĕç те — каллех çавнашкал пĕлтерÿ пулчĕ: «Нимĕн те тÿлемелле мар!»

Михаил Васильевич ĕç-пуçа тĕпчесе администрацин хайхи представителĕ тĕлĕшпе мерăсем йышăнасси пирки асăрхаттарчĕ, çийĕнчен химиксен хули тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ: «Çĕнĕ Шупашкарти политика лару-тăрăвĕ ахаль те ансат мар — ĕç-пуçа çивĕчлетме юрамасть».

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.