Комментировать

11 Мая, 2016

Леонид Якубович: Сирĕн республикăна килсен чун савăнать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăваш çĕрĕнче Раççей Геройне, авиацин генерал-лейтенантне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Николай Гаврилова тата Раççей Федерацийĕн халăх артистне, пурте пĕлекен телекăларăма ертсе пыракан Леонид Якубовича йышăннă. Тĕлпулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă.

«Хыпар» вулаканĕсене çакна пĕлтерер: М.Игнатьев 2015 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Л.Якубовичпа тĕл пулсан Чăваш Ене ятарласа килсе уй-хир ĕçĕсемпе паллашма, Сухапуç уявĕпе кăсăкланма йыхравланă. Хисеплĕ артист çураки еплерех иртнине курма хапăл тусах килĕшнĕ. Хăнасем Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра Раççей культурăн тата ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Аркадий Айдака сума суса палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Республика Пуçлăхĕ А.Айдак хăйĕн ĕçри ырă тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва патриот пулса çитĕнме хавхалантарнине, Чăваш Ен аталанăвне вăл пысăк тÿпе хывнине палăртнă. «Аркадий Павлович кашнин яваплăха туйса ĕçлемелле, Тăван çĕршыва юратмалла тетчĕ. Культурăна аталантарассишĕн нумай тăрăшрĕ. Вăл районти клубсене тума тÿрремĕнех хутшăннă», — тенĕ М.Игнатьев.

Хăнасем А.Айдак пуçарăвĕпе туса лартнă XIX ĕмĕрти чăваш хресченĕн кил хуçалăхне кăтартакан музейри экспонатсемпе паллашнă. Вĕсем тата М.Игнатьевпа Н.Малов кунта улмуççисем лартнă. Л.Якубович вĕсем еплерех çитĕннине курма каярахпа Тури Ачака тепре килес кăмăл пуррине пĕлтернĕ.

М.Игнатьев Тури Ачак шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсемпе, йывăç лартнăскерсемпе, калаçнă. Сăмах май: «Тăван çĕре юратăр. Пуласлăхра пирĕн республика чечекленесси сирĕнтен нумай килет», — тенĕ.

ЧР Пуçлăхĕ тата хăнасем суха­пуçпе çĕрулми лартма хутшăннă — йĕвенрен тытса лашана тÿрĕ уттарма, сухапуç тытма, çĕрулми лартма пултарнине кăтартнă. «Çăмăл ĕç мар, — тенĕ Н.Гаврилов. — Ачаранах лайăх пĕлнĕскер. Çавăнпа мана çынсене пулăшма йывăр пулмарĕ».

«Ленинская искра» колхоз уйĕнче М.Игнатьевпа Л.Якубович Сухапуç уявне пуçласа трактор рулĕ умне ларнă. «Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене ăнăçлă ĕçлеме паян пĕтĕмпех пур, — тенĕ Михаил Васильевич. — Аграрисем паха та таса продукцие яланах туянасса шанса тăма пултараççĕ. Санкци вĕсене ăнăçлăрах ĕçлеме май туса пачĕ. Уявсене, канмалли кунсене пăхмасăр вăй хунăшăн тав тăватăп».

«Çĕр вăйне туяс тесен пур­нăçра пĕрре те пулин трактор рулĕ умне лармалла. Нумайăшĕ паян çĕре мĕнле сухаланине те пĕлмест. Ачасене уя кăлармалла та суха епле тунине кăтартмалла», — хăйĕн шухăшне пытарман Л.Якубович.

Çакăн хыççăн М.Игнатьев тата хăнасем В.И.Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша заводне çитсе уй-хир ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Михаил Васильевич ĕç пахалăхне тишкернĕ. Лаша заводĕнче вĕсене тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнакан урхамахсене кăтартнă.

«Эпĕ уй-хир илемĕнчен тĕ­лĕнсе пĕтерейместĕп. Чăваш Енре ырă, ĕçчен, тарават халăх пурăнать. Сирĕн республикăна килсен чун савăнать», — çулçÿреве пĕтĕмлетнĕ Л.Якубович, маларах Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче те йывăç лартнăскер.

М.СЕРЕГИН

 

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.