Хурçă ута 60 çула яхăн çÿретет
Канаш районĕнчи чи ватă механизатора Георгий Васильева уявсенче яланах ырăпа асăнаççĕ. «Мĕнлерех çын-ши хурçă утпа 60 çула яхăн ĕçленĕскер?» — çуралнăччĕ шухăш. Хăйне курманччĕ-ха. Вăл вăй хуракан Эдуард Шамуков хресчен-фермер хуçалăхĕнче анчахрах пултăм.
Георгий Васильевич Ушанартан Ямаша çуран ирех çитнĕччĕ. Мехпаркра темиçе ДТ-75 кивĕ трактортан пуçтарса çÿрекен тунă хурçă учĕ çывăхĕнче вĕткеленетчĕ. Тĕрĕсрех — юсавăн юлашки ĕçĕсене пурнăçлать. Çумăр çума тытăнчĕ те — йĕпенес мар тесе хÿтте пытантăмăр.
78 çула пуснă Г.Васильевăн ачалăхĕ йывăр иртнĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ 1941-1942 çулсенчи шартламара Тăвай çывăхĕнче окоп чавса шăнса пăсăлнă. Ывăлĕ вунна çитсен куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Гера тата 16 çулти аппăшĕ Мария хăр тăлăха юлнă.
— Аттен Пермь облаçĕнчи шăллĕ эпир выçăллă-тутăллă пурăннине пĕлсен хăйĕн патне куçма чĕнсе çыру ячĕ. Аппа çитĕннĕччĕ ĕнтĕ, эпĕ 14-ра. Çимелли пĕтсе çитнĕччĕ. Çул инçе пулин те чĕннĕ çĕре тухса кайрăм. 4 çул плугарьте ĕçлерĕм. Техникăпа туслашни — 65-мĕш çула, хурçă ута хам тĕллĕн çÿретме тытăнни 59-мĕш çула кайрĕ. Каччă шутне кĕрсен тăван яла таврăнтăм, МТСра 3 уйăх вĕренсе трактор çÿретме документ илтĕм, — аса илчĕ çамрăклăхне Георгий Васильевич. — Мăшăрпа 5 ача ÿстертĕмĕр. Асли арçын ачаччĕ, çĕре çамрăклах кĕчĕ. Ывăлсем иккĕшĕ те тракторпа та, комбайнпа та туслă. Мана хуçалăхсенче лайăх пĕлеççĕ, ДТ-75 валли районĕпех саппас пайсем пуçтаратăп. Шел, çамрăксем ял хуçалăх техникине темшĕн кăмăлламаççĕ, эпĕ вара унсăр пĕр кун та пурăнаймастăп. Хире тракторпа тухман кунсенче ун таврашĕнче чакаланма юрататăп, хам юсани шанчăклă.
Г.Васильев двигателе куçа хупсах салатса пуçтарать пулĕ. Хăй вăхăтĕнче сменăра ун чухлĕ тырă акакан, суха тăвакан /çулталăкра условнăй эталон гектарпа шутласа/ пулман. Республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче вăл темиçе хут та мала тухнă. Пĕр çулхине Раççей конкурсĕнче республика чысне хÿтĕлесе 4-мĕш вырăна йышăннă.
— Ставрополь облаçĕнчи аслă хĕрĕм Елена çак кунсенче 55 çул тултарчĕ. Апла пулин те юбилее каймарăм. Хĕрÿ ĕççирен уйрăлма пултараймастăп. Эпĕ кунта кирлĕрех. Тырра темиçе кунрах акса пĕтермелле. Çуракине вăраха ярсан пучах кĕске пулать, тухăç чакать, — чунĕпе чăн-чăн механизатор пулнине палăртать Г.Васильев. — Сÿрелеме е культиваци тума та пĕлмелле. Уйсем тикĕс мар. Тăвалла трактор йывăррăн туртать, путать. Сухаланă чухне анана диагональпе ÿкмелле. Вара канавсем пулмаççĕ, лаптăк тикĕсленет.
— Георгий Васильевич ăсталăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет. Çамрăксене наставник кирлех, — тет Эдуард Шамуков фермер. — Ĕçтешĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Виталий Александров та канашлать унпа, пĕлĕвне тарăнлатать.
Валентин ГРИГОРЬЕВ