Комментировать

11 Мая, 2016

Юррăм-сăввăма халаллатăп çĕршывăма

Николай Гаврилович Ершов /Янгер/ — çемье тыткăчи, мăшăрĕшĕн Людмила Сидоровнăшăн — савнă çынни, ачисемшĕн хаклă ашшĕ, мăнукĕсемпе вĕсен ачисемшĕн юратнă аслашшĕ.

Николай Янгер литература лаççинче тăрăшма пуçлани 60 çул çитрĕ. Юратнă ĕçпе пурăнасси кашни çыншăн пысăк телей. Николай Гаврилович ку енĕпе телейлĕ. Анчах кам-ши вăл? Сăвăç, юрăç е таврапĕлÿçĕ? Мĕн тĕрлĕ пултарулăх кăна çук пуль Николай Ершовăн? Вĕсенчен пĕри — пичетри пултарулăх. Çак ĕçе Николай Янгер шкулти стена хаçачĕн редакторĕнчен пуçланă. Вунтăватă çулта унăн пĕрремĕш хайлавĕ район хаçатĕнче кун çути курнă. Каярахпа "Пионерская правда", "Комсомольская правда" хаçатсенче пичетленнĕ, "Учительская газета" хаçатпа тачă çыхăну тытнă. Вăтам шкул хыççăн Саратов хулине ĕçлеме кайсан унти "Коммунист", "Заря молодежи" хаçатсенче пичетленнĕ. Совет çарĕн хĕсметĕнче Туркестан çар округĕн хаçачĕн корреспонденчĕ пулнăскер Мускаври "Старшина-сержант", "Блокнот агитатора" хаçатсене çырса тăнă.

Çартан таврăнсан "Октябрь çулĕ" хаçатра пичетленнĕ. 1965 çултан пуçласа Красноармейски районĕнчи "Ял пурнăçĕ" хаçатпа тачă çыхăну тытать. Ку таранччен Н.Ершовăн çĕр-çĕр статйи пичетленнĕ. Унсăр пуçне хайлавсем Шупашкарти хаçат-журналта та кун çути кураççĕ.

Николай Гаврилович чылай çул райхаçат редакцийĕнче вăй хунă: литсотрудник, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулнă. Кунти "Çавал хумĕсем" литература пĕрлешĕвне ертсе пынă. Ун хыççăн та райхаçатпа çыхăнăва татман: редакци çумĕнчи общество майĕпе ĕçлекен редколлеги членĕ, поэзи енĕпе консультант пулнă.

2004 çултанпа Янгер — Раççей Журналистсен союзĕн членĕ. Ăнтăлупа хастарлăхшăн Чăваш Журналистсен союзĕн Хисеп грамотине 2 хутчен тивĕçнĕ. Кăçал ăна Раççей Журналисчĕсен союзĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Райхаçатпа журналистсен районти организацийĕ Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе пĕрле Николай Ершов писатель ячĕллĕ конкурс йĕркеленĕ.

Николай Ершовăн сăввисем — пурнăç кĕввисем. Ахальтен мар вăл 1992 çулта тухнă хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине "Пурнăç сăпки" ят панă. Тăватă çултан "Пурнăç сакки" сăвăсен пуххи пичетленнĕ. Вăл — 15 кĕнеке авторĕ. Çав шутра ача-пăча сăвви-юрри те чылай.

Пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнÿ-семшĕн Нестер Янкас, Алексей Талвир, Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премийĕсене тивĕçнĕ. 2012 çулта писателе чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци премийĕпе чысланă.

1967 çулта хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Гурий Алексеев унăн "Хĕр тунсăхĕ" сăввипе юрă çырнă. Вăл райхаçатра пичетленнĕ. Унтанпа 20 ытла композитор вăл çырнă сăвăсемпе 150 ытла юрă кĕвĕленĕ. Николай Янгер — ЧР Композиторсен ассоциацин членĕ те.

Николай Ершов Красноармейскинчи Нестер Янкас ячĕллĕ литература, искусство тата культура пĕрлĕхне 12 çул ертсе пынă. Халĕ вăл — пĕрлĕх правленийĕн хисеплĕ ертÿçи.

— Çамрăк чухне эпĕ çапла шухăшланă: историпе кăсăкланасси пирĕн ĕç мар — ăсчахсен тивĕçĕ, пире унта вырăн çук! Халĕ кашни çын таврапĕлÿçĕ тесен те йăнăш мар. 1972 çулта эпĕ те районти пионер организацийĕн историне пухса çырса кăлартăм. Кайран ăна уйрăм кĕнеке турăм. Çавăнтан пуçланчĕ те манăн ку туртăм, — каласа парать Николай Гаврилович.

2000 çулта пĕр шухăшлă çынсене пуçтарса истори очеркĕсен "Трак ен" пуххине кăларнă. Тепĕр пилĕк çултан "Красноармейский район: люди и судьбы" кĕнеке пичетленĕ. Халĕ Николай Ершов тăван ял историне тĕпчесе "Янкăс саслă Янкас" кĕнеке кăларассипе ĕçлет, Красноармейски районĕн тулли энциклопедине хатĕрлеме пулăшать.

Николай Гаврилович йывăç лартассипе те интересленет. Вунвиççĕрех пуçăннă çак ĕçе. Ку таранччен 1000 ытла тĕп çитĕнтернĕ. Улма-çырла йывăççисем те лартса ÿстернĕ. Халĕ унăн килĕнче панулми, груша, слива, чие çимĕç парса чуна савăнтараççĕ.

Ÿнер ĕçĕ те уншăн ют мар. Шкулта вĕреннĕ чухне паллă писательсемпе поэтсен портречĕсене вĕренÿ кĕнекинчен пăхса ÿкернĕ. Салтакра вара акварельпе ĕçлеме пуçланă. Мăнукĕсем те картинăсем ÿкереççĕ. Настя Ершова, сăмахран, 1-мĕш класранпах çак ĕçе кăмăллать, искусство шкулне çÿрет. Çакăншăн Николай Янгер питĕ савăнать.

Сăмахăма сăвăçăн "Халал вырăнне" сăвă сыпăкĕпе вĕçлес тетĕп:

Çут хĕвел тухать,

Çÿлелле ухать...

Пĕтĕм халăх вăй-хăват пухать.

Çĕнĕ кун килет —

Ыррине пиллет...

Чун-чĕремĕр çĕкленсе илет...

 

Чыслă тивĕçпе,

Курăмлă ĕçпе

Пултаратпăр пурте килĕшме.

Хам астăвăма,

Юррăм-сăввăма

Халаллатăп эп çĕршывăма.

Екатерина СТЕПАНОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.