Комментировать

23 Ноя, 2013

“Бураново асаннисем” айккинче тăччăр!

Çак эрнере, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче Ача кунне паллă турĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ уяв хыççăнах Раççейре амăшĕн кунĕ çитет - ăна, йăлана кĕнĕ тăрăх, уйăхăн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Пирĕн республикăра та амăшлăха пайăррăн палăртса уявласси вăя кĕнĕ. Кашни районтах тĕрлĕ мероприяти иртет - амăшĕсене савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕнче те çак тапхăр - хĕрÿ вăхăт: ĕнер Шупашкарта “Хĕрарăма - мухтав!” фестиваль иртрĕ.

“Уйăх тăршшĕнче малтанах кашни районта пултарулăх хăйне евĕр конкурсĕ йĕркелерĕç, - каласа кăтартать Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева. - Тусăмăрсен пултарулăхĕ вара - тĕрлĕ енлĕ. Ĕçлеме, ертсе пыма, çемье ăшшине упрама кăна мар, ташлама-юрлама та питĕ маçтăр пирĕн чиперккесем. “Бураново асаннисем” айккинче тăччăр! Хĕм тухать пирĕн хĕрарăмсем юрласа ярсан! Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ вĕсем: культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿ тата ытти тытăмра. Вĕсен хушшинче предпринимательсем те, кил хуçалăхне аталантаракансем те пур.

Çемье пĕлтерĕшне ÿстерес, пултаруллă хĕрарăмсене тупса палăртас, вĕсене пĕрлештерес, юратакан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, ачашлăхпа палăракан хĕрарăмăн обществăри статусне çирĕплетес тĕллевпе иртет çак фестиваль.

Фестиваль мероприятийĕсенчен пĕри - “Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси: амăшĕнчен - хĕрне” - проект вăй илчĕ. Ку ĕçпе культурăпа искусствăри инноваци проекчĕсен конкурсне хутшăнса Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕмĕр. Çак кунсенче Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ал ĕçĕсен куравне ирттертĕмĕр. Çакна палăртас килет - мĕнле пуян пирĕн халăх, мĕнле чаплă тупра упранать çÿпçесенче! Хăш-пĕр ĕç, сăмахран, Екатерина патша майри вăхăтĕнчиех сыланса юлнă. Курава хутшăннă экспонатсене темиçе ăру алли хатĕрленĕ - мăн асламăшĕ-кукамăшĕнчен пуçласа мăнукĕ таранах. Маттур хĕрарăмсем куравпа паллашма пынисен умĕнче ăсталăх класĕсем те ирттерчĕç. Курава малалла аталантарма шухăш çуралчĕ-ха: пирĕн республикăра Ашшĕсен канашĕ ĕçлеме пуçланине вулакан пĕлет ĕнтĕ. Çавна май çакăн йышши курава “Ашшĕнчен - ывăлне” девизпа ирттерес килет.

Çакна та палăртса хăварас килет: Амăшĕн кунĕ умĕн çуралнă ал ĕçĕсен куравĕ уяв иртсе кайнипе вĕçленмĕ - Хĕрарăмсен канашĕнче экспозицисем хăйсен яланхи вырăнне тупĕç, кăмăл пуррисем кирек хăш вăхăтра пырса паллашма пултарччăр.

Чăваш Енре çемье, амăшлăх ыйтăвĕсене татса парас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева нумай пулăшнăшăн уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Пысăк пĕлтерĕшлĕ уява йĕркелесе ирттерме хутшăнакан ытти тусăмăра - партнерсене, спонсорсене - чĕререн тав тăватăп”.

“Амăшĕнчен - хĕрне” куравпа Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕ Мускавра иртнĕ наци культурин “ТАО - тăнăçлăх, туслăх, килĕшÿлĕх лаптăкĕ” фестивале хутшăннă. Пирĕн тăрăхри маçтăрсен ал ĕçĕсем шĕкĕр хулара пурăнакансене питĕ килĕшнĕ. Мускав Правительствипе округ префекчĕ чăваш хĕрарăмĕсене тав хучĕпе чысланă.

 

Рита АРТИ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.