Вăхăтра каçармалла
Наташа Шамбулина, актриса |
Пушă вăхăтра вăрманта е паркра пĕччен уçăлса çÿреме юрататăп. Уçă сывлăшра пуç аванрах ĕçлет, ырă ĕмĕт-шухăш явăнать, куç умне лайăххи кăна тухать. Хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăнатпăр, нумай пулмасть субботнике тухса хамăр çывăхри вăрмана çÿп-çапран, кĕленче ванчăкĕсенчен тасатрăмăр. Ун хыççăн ешĕл курăк, чечексем шăтса тухрĕç. Эрне çеç иртрĕ унтанпа — халь çав вырăнта каллех хăрушла ÿкерчĕк, йăлтах вараласа пĕтернĕ. Таса вырăн тупса ĕçнĕ-çинĕ, хăналаннă, хăйсем хыççăн нимĕн пуçтармасăрах кайнă. Ачасемпе парксенче уçăлса çÿреме те аван мар: кашни кĕтесре эрех-сăра ĕçеççĕ, туртаççĕ, намăс сăмахсемпе вăрçăнаççĕ.
Ача садике çÿрет. Унта вĕсене Çĕнтерÿ кунĕ, Георги хăйăвĕ пирки ăнлантарса панă. Çу уйăхĕн 9-мĕшне халь чунтан кĕтет тăватă çулти ывăлăм. «Георги хăйăвне çакса çÿрес килет. Хăçан çывхарать çав уяв?» — тет кашни кунах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки ăнлантарса панă хыççăн: «Эпĕ те салтак пулатăп, вăрçа каятăп», — теме тытăнчĕ. Пĕчĕкскер вăл епле хăрушă пулнине ăнлансах каймасть, анчах та хÿтĕлевçĕ арçын пуласшăнни халех палăрать. Пирĕн çуртра Украинăран килнĕ çемьесем пур. Картишĕнче пирĕн ачасем вăрçăлла выляма тытăнсан çав тăрăхран куçса килнĕ шăпăрлансем тÿрех кăшкăрса йĕме тытăнаççĕ, сисчĕвленеççĕ, тараççĕ. Пĕчĕкскерсен чунне кĕске хушăрах вырнаçма ĕлкĕрнĕ вăрçă хăрушлăхĕ. Çак çĕр çинче унран тискерри нимĕн те çуккине, вăл хăй хыççăн кĕл купи çеç хăварнине тепĕр хутчен ăнлантарса патăм ачана. Мĕнпур амăшĕн ывăлĕсене вăрçа мар, салтака ăсатмалла, унтан лайăх кĕтсе илмелле пултăрччĕ. Арçыннăн тăван çĕршыв умĕнче хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçламаллах!
Чунра усалли валли пачах та вырăн пулмалла мар. Тахçанхине манмасăр темиçешер çул çилĕ тытса пурăнакансене, çавăншăн кашни утăмра такăнтарма тăрăшакансене ăнланмастăп. Пĕр-пĕрне вăхăтра каçарма тата тав тума пĕлмелле. Йывăр паллах. Анчах та вăй çитермеллех. Кирек камран та — чи çывăх çыннăмран та, мăшăртан та, ĕçтешсенчен те — каçару ыйтаятăп. Хам та пурне те каçаратăп. Ывăлăма та пĕчĕккĕллех тав тума тата каçару ыйтма вĕрентетĕп. Пурнăçра хăйне çăмăлрах пулĕ. Мăнкăмăлланни, сăмса каçăртни, кĕвĕçни, ăмсанни ура хурать, ырă ĕçсем пуçарма чăрмантарать.