Маттур Макаровсем
"Икĕ йĕкĕт", - теççĕ Патăрьел районĕнчи Каншелти пĕртăван Макаровсем пирки. Асли, Сергей, 35-ре, шăллĕ, Андрей, унран виçĕ çул кĕçĕнрех. Иккĕшĕ те авланман. Çамрăк фермерсен те вăхăт çук, те ялта хĕр сахал. Сăлтавне пĕлес тесе ыйту парсан: "Турă пÿрни хапха умнех çитсе тăрĕ-ха", - тесе именчĕклĕн хуравларĕ Сергей Николаевич. Анчах ĕç тăвас енĕпе иккĕшĕ те чăн маттурсем. Амăшĕн вĕсемпе мухтанмалла. Ашшĕ çĕре кĕнĕренпе ывăлĕсем хуçалăха çирĕп тытса пыма пулăшаççĕ.
Эпĕ çитнĕ кун амăшĕ хĕрĕ патне хулана ача пăхма кайнă терĕç. Пилĕк тĕпренчĕк пăхса ÿстернĕ вăл мăшăрĕпе. Кĕçĕннисем ывăл пулнăран кил-çурта пăрахас темен. Çĕре, выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке юратаççĕ. Кил картишĕнче мĕн кăна çук: ĕне-вăкăр, пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп, ăратлă сысна амисем тата йышлă çурасем. Хăйсемех ĕне сăваççĕ, сысна çăвăрлаттараççĕ, вăкăр самăртаççĕ, утă-улăм хатĕрлеççĕ, севок сухан акса çитĕнтереççĕ тата ытти те.
Сергей аслăраххи пулнăран-ши çĕр ĕçĕ пирки хавхаланса каласа кăтартать. Уншăн нимĕнле йывăрлăх та çук тейĕн. "Паллах, апла мар-ха, анчах вăл вĕсене çăмăллăнах парăнтарса пырать-ши е ыррине кăна шанма хăнăхнă?" - çине-çинех мĕлтлетсе иртрĕ шухăш пуçра.
Хулара тĕпленес темен çамрăка фермер хуçалăхĕ йĕркелеме пурнăç хăй хистенĕ темелле. Çĕртен уйрăлмасса шкулта вĕреннĕ чухнех пĕлнĕ вăл. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ. Хуçалăхра агрономра тăрăшнă, ертÿçĕ заместителĕ те пулнă. Вăл юхăнсан хăйшĕн ĕçлеме тытăннă.
Патшалăх грантне тивĕçмешкĕн юлашки икĕ çул конкурса хутшăннă. Малтанхинче çĕнтерÿçĕсен йышне лекме 0,01 балл кăна çитмен иккен. Пĕлтĕр экономика кризисне пула грант илнисен йышĕ сахалланнă. Кăçал шăллĕне, Андрее, çул парасшăн. Сĕтлĕ выльăх ĕрчетессипе çырса хатĕрленĕ бизнес-планпа вăл конкурса хутшăннă. Ăнăçать-и е çук-и - ытла пăшăрханмаççĕ Макаровсем.
Акă 5 пуç ĕне сĕтне усламçăсем йÿнĕпе ?ун чухне 1литрне 15 тенкĕпе% йышăннишĕн те ытла кулянмасть Сергей Николаевич. "Ĕне выльăх кăна усрамастпăр вĕт. Сысна ами çăвăрлаттарса сутатпăр. Пĕр çура ?10 килограмли% 3 пин тенкĕпе каять. 2 гектар çинче пахчаçимĕç, çав шутра севок сухан ÿстеретпĕр. Тăкака пĕри хупламасан вăл теприн шучĕпе саплашăнать", - лăплантарать мана фермер. Пуçĕнче хăйĕн çапах та сĕте усламлă тумалли шухăш пур. Чĕртавара малашне çывăхри ялти сĕт тирпейлекен пункта хăй турттарасшăн.
Унăн шухăшĕпе хресчене пурте кирлĕ: ĕне те, сысна та, пахчаçимĕç те... Укçа енчен пĕри ăнтармасан тепри пулăшать. Çавăнпа Макаровсем ÿркенмесĕр малашне выльăх шутне те, çĕр лаптăкне те ÿстересшĕн. Ĕç тума техника çитет: тракторсем те, çăк турттаракан автомашина та пур, агрегатсем те çĕнĕ. Банка парăма кĕмен, хăйсен вăйĕпе туяннă.
Мал ĕмĕтлĕ Сергей ĕмĕр тăршшĕпе шăллĕпе пурăнма тĕллев лартман, паллах. Анчах унран инçе тармасть. Кÿршĕре çĕр участокĕ туяннă, унта çурт хăпартма хатĕрленет. Выльăх усрама пĕчĕк ферма туса хунă та ĕнтĕ. Ĕçчен каччăсен тĕлне хăйсем пекех маттур хĕрсем кăна тупăнччăр.
Ирина ПАВЛОВА.