Комментировать

28 Апр, 2016

«Тенкри хĕçĕн» хăвачĕ

Ака уйăхĕн 6-30-мĕшĕсенче Чăваш наци библиотекин пуçарăвĕпе «Кĕнеке урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» наци кĕнекин регионсен хушшинчи фестивалĕ иртет. Çыравçăсемпе вулакансем поэзи каçĕсене, тĕлпулусене, пултарулăх каçĕсене, çĕнĕ кăларăмсен хăтлавĕсене, кĕнеке тата картина куравĕсене хутшăнаççĕ. «Чăваш кĕнекин кунĕсем» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш наци вулавăшĕнче Владимир Степановăн «Тенкри хĕçĕ» роман-этнофэнтезине пахаларĕç.

Тăван литературăри çĕнĕ варкăш

Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ пуçарусене яланах хапăлласа йышăнать. Вулакансем патне пысăк пахалăхлă, интереслĕ те хăйне евĕрлĕ кăларăмсем çитерес тĕлĕшпе тимлесех ĕçлени куçкĕрет. Акă пĕлтĕр Владимир Степановăн «Тенкри хĕçĕ» роман-этнофэнтезийĕн пĕрремĕш кĕнеки /редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнерçи — Мария Фомирякова/ кун çути курчĕ. Унта «Кăткă йĕнерçи» тата «Тăваçа-Аçтамах» пайсем кĕнĕ. Ку пулăма тăван литературăри çĕнĕ варкăшпа танлаштарсан та йăнăш мар-тăр. Паянхи чăваш çыравçисен хушшинче фэнтези жанрĕпе ĕçлекен автора тупма питех те хĕн.

Владимир Васильевич хăй хайлавне чăваш юмахĕсемпе халапĕсем çине таянса çырнă. Сюжет йĕрне ырăпа усал хирĕçтăрăвĕ йĕркелет. Хĕрÿ çапăçусем Çĕр-анне çинче кăна мар, уçлăхра та пулса иртеççĕ. Тĕп геройсем — Руслан Муравецпа Хăва /ăна çавăн пекех Амират Арикан Умай-пике, Умай-ама, Умай-пике, Елена Троянская, Медуза горгона, Исида тата ытти ятсемпе пĕлеççĕ/.

«Тенкри хĕçĕ» роман-этнофэнтезин иккĕмĕш кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленсе тухрĕ. Кăларăма этнофэнтезин «Хĕвел-куçăм» пайĕсĕр пуçне «Пурăшкасси джентльменĕсем» калавсен ярăмĕ те кĕнĕ. Дилогин юлашки çаврăмĕ вулакана сĕм аваллăха, çеçен хирте пурăнакана хунсем пĕр патшалăха чăмăртаннă саманана, ертсе каять.

Калавсенчи тĕп сăнарсем — Ванюкпа Çеруш — нихăçан та кичемлĕхе парăнмаççĕ. Çĕр айĕнчен ĕмĕрхи серванозавра чакаласа кăларасшăн, тĕнче шайĕнче чапа тухасшăн. Савнă хĕрпе тĕл пулма та Пурăшкасси джентльменĕсем хăйне евĕрлĕ мел суйласа илеççĕ.

Калаçтарать, тавлаштарать дилоги

«Тенкри хĕçĕ», аслă классенче вĕренекен çамрăксем валли тесе палăртнăскер, çитĕннисене те кăсăклантарать. Ахальтен мар ĕнтĕ презентацие пухăннă чĕлхеçĕсемпе литература тĕпчевçисем, преподавательсемпе журналистсем, прозаиксемпе поэтсем дилогие хĕрÿ сÿтсе яврĕç. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Виталий Станьял романпа тĕплĕн, хăйне валли палăртусем тусах, паллашнă-мĕн. Фэнтезие ăс, тĕнче пăтранăвĕ пек хакларĕ Виталий Петрович. Ку пирĕн литературăшăн çĕнĕлĕх пулнине те пытармарĕ. Асăннă жанр кирлĕлĕхĕнче пĕртте иккĕленмест вăл.

Юрий Яковлев литературовед каланă тăрăх, «Тенкри хĕçĕ» массăллă культурăна çывăх тăрать. «Тĕнчере çаврăнакан фантастика хумĕ Владимир Васильевич чунне те кĕнĕ», — терĕ Юрий Васильевич. Хайлавра Çĕр-аннене уйрăм сăнар пек кăтартса панинче те пысăк пĕлтерĕш пуррине систерчĕ тĕпчевçĕ. Анатолий Хмыт çыравçа вара Çĕр-кукамай сăнарĕ тĕлĕнтернĕ. Ара, чăваш литературинче халиччен ун çинчен çыракан пулман.

Хăш-пĕр вулаканшăн этнофэнтези чĕлхи кăткăсрах туйăнĕ. Анчах ку хăратса ÿкермелле мар. «Вулакана ĕçлеттерни питĕ кирлĕ. Çыравçă çĕнĕ япала калани яланах шухăшлаттарать, такăнтарать. Самана улшăнни те çапларах хайлавсем çырма хистет пуль. Çамрăксем те урăхларах халь. Владимир Васильевич çакна пĕлсе, туйса тăрать», — терĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор. Критик асăрхаттарусемпе сĕнÿсенчен те пăрăнса иртмерĕ. Ăна уйрăмах ырăпа усал полюсĕсем ылмашăнни, вĕре çĕленпе вĕри çĕлене уйăрса илме йывăрри, çĕнĕ сăмах нумаййи шухăша янă.

Мĕнле тĕллев хистенĕ-ха çыравçа яваплă та калăпăшлă ĕçе пуçăнма? Ку ыйтăва Владимир Васильевич çапла хуравларĕ: «Пирĕн культурăра чĕлхе кăна мар, чăваш мифологийĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шел, унăн витĕмне кирлĕ пек хаклама пĕлместпĕр эпир. Мифологин хăвачĕ вара калама çук пысăк. Çавна кăтартса парасшăнччĕ те эпĕ. Чăваш чĕлхинче динамикăлăха тытса пыма çăмăл мар. Тĕрлĕ мелсем шырама тивет».

Кашни саманан — хăйĕн сăнарĕсем тата ăнтăлăвĕсем. Литература çакна нимрен те аванрах çутатса парать. «Тенкри хĕçĕ» те хăйĕн вулаканне тупасса шанатпăр. Пурнăç тупсăмне тепĕр чухне кулленхи пулăмсенче кăна мар, фэнтези хайлавĕсенче шырасан та пăсăк пулас çук.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Нина ЦАРЫГИНА сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.