Комментировать

28 Апр, 2016

Горчица хыççăн

Пĕлтĕр кĕркунне пахчана горчица акса хăвартăмăр. Кĕркунне вăл шăтса сип-симĕс ларчĕ, халь, çуркунне, пахча хуп-хурах, хĕл каçиччен çĕрсе кайнă. Кÿршĕсем те акнă горчицăна, вĕсен çĕнĕрен шăтса тухнă пек, пахчи сип-симĕс. Мĕне пĕлтерет-ши ку? Хăшĕ усăллăрах?

Н.СТЕПАНОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Çĕр пулăхлăхне ÿстермешкĕн акакан культурăсене сидерат теççĕ. Сидератсен йышне горчица /сарă пăрăç/, рапс, ыраш, сĕлĕ, хуратул, пăрçа, вика, люпин, фацели т.ыт. кĕреççĕ. Çак культурăсене акмалли вăхăт тĕрлĕрен. Пахчаçимĕç пуçтарса кĕртнĕ хыççăн, çурла уйăхĕн вĕçĕнче горчица, вика, ыраш, сĕлĕ, рапс акма юрать. Вĕсем хăвăрт шăтса ÿсеççĕ, тымарĕсем аталанса çĕре азотпа, ытти тутлăхлă веществопа пуянлатаççĕ.

Горчица кĕркунне температура Œ3 градуса çити аничченех çитĕнет. Пахчаçăсен хушшинче кĕрхи сидератсем пирки икĕ шухăш. Хăшĕсем çанталăк шăнтса лартиччен çитĕннĕ сидерата сухаласа çĕр айне хывмалла теççĕ — çуркуннеччен çеçке çĕрсе удобрени пулать-мĕн.

Теприсем кĕрхи сидерата çĕр айне хывмалла мар теççĕ. Сухаласассăн сидератăн усăлăхĕ 80% ахалех пĕтет-мĕн. Горчица çуркуннеччен хăех çĕрет, тымарта пухăннă тăпрана пулăхлатакан япаласем унтах юлаççĕ, тымар çĕрĕшсе тăпрана кăпкалатать. Çак меслет тĕрĕсрех темелле, ĕçĕ те сахалрах.

«Кÿршĕсен пахчи сип-симĕс», — тенĕ эсир çырура. Тен, вĕсем горчицăпа хутăш сивве чăтăмлă тепĕр культура акнă? Горчица çеç пулсан вăл хĕлле çĕрĕшмелле. Тен, горчица вăрлăхĕ кĕркунне йăлтах шăтса тухман, халĕ шăтма пуçланă.

Апла-и, капла-и, çуркунне çак вырăна урăх культура лартас умĕн сидерата 3 эрне маларах çулса е качкаса тухмалла. Çак вăхăтра тымар çĕрĕшсе ĕлкĕрет, вара тин пахчаçимĕç акма-лартма юрать.

Горчица — купăста йышĕнчен /семейство/. Çавăнпа горчица-сидерат хыççăн çав вырăна купăста, çарăк, редиска, салат акмалла мар. Ытти пахчаçимĕçшĕн çак сидерат питĕ усăллă.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.