Комментировать

26 Апр, 2016

Чĕлхен те, йывăç пекех, тымарĕ тарăн

Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисен шутне Наци библиотекинче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш çырулăхĕ йĕркеленни тата аталанни» «çавра сĕтеле» те кĕртмелле. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов ертсе пычĕ.

Тăван çырулăха темиçе тапхăра — авалхи, XVI ĕмĕрчченхи, XVIII ĕмĕрти, Иван Яковлев вăхăтĕнчи, 1917 çулчченхи тата ун хыççăнхи — пайланине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Хăшĕсем вара чăвашсен çырулăхĕ совет саманинче кăна йĕркеленнĕ теççĕ. Анчах вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнура пулнă, чĕлхен те, йывăç пекех, тымарĕ тарăн. “Çавра сĕтелте” сăмах илнĕ ăсчахсен калаçăвĕнчен пирĕн çырулăх питĕ “ватă”, пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пин çуллăхрах амаланса кайни паллă пулчĕ. Паллах, паянхи хальлĕн мар ĕнтĕ, ун чухне халăх та чăваш ятпа çÿремен-ха, пурăнасса та кунта мар, тĕнчен çичĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров чăвашсен чи авалхи çырулăхне тишкернине, иккĕленместĕп, нумайăшĕ телейлĕ юмах итленĕ пекех тимлесе ларчĕ пулĕ. Николай Иванович хальхинче руна çырулăхĕ пирки ытларах чарăнса тăчĕ. Вăл вара чăваш-пăлхар историйĕпе тачă çыхăннă. Хальхи вăхăтра çакна çирĕплетекен 20 ытла палăк паллă.

Ăсчах ку енĕпе Игорь Кызласов чĕлхеçĕ-тĕпчевçĕ питĕ нумай ĕçленине палăртрĕ, вăл Çурçĕр Кавказра тупнă укçасем çинче руна çырулăхĕпе пăлхарла çырнине çирĕплетнĕ. Кайран та, Ылтăн Урта вăхăтĕнчи палăксем çинче те, чăваш сăмахĕсем тĕл пулаççĕ иккен. Апла тутар-монголсем те ассимиляциленни, чăвашланни пулнă.

Николай Егоров шухăшĕпе — тĕпчевçĕсен ĕçлемелли, тĕпчемелли пайтах. Руна çырулăхне шĕкĕлчес пулсан та ĕç нумай-нумай çул, ăру валли çитĕ.

Институтри ăслăлăхăн ертсе пыракан сотрудникĕ Александр Кузнецов Иван Яковлев йĕркеленĕ çырулăхчен чăвашла тухнă ĕçсен хăйевĕрлĕхне тишкерчĕ.

Чăваш орфографийĕ юлашки вăхăтра ирĕклĕ ишевре тени тĕрĕс пулĕ. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тухрĕ вăл çав “çулçÿреве”. 1992 çулта çĕнĕрен йышăнни, малтанхине — 1938 çулта хатĕрленине — тĕксе те кăлараймарĕ, хăйĕн вырăнне те тупаймарĕ. Çапла паянхи кунччен пăтрашăнса пурăнатпăр: пĕр хаçат апла çырать, тепри — капла. Шкулта ун пек вĕрентеççĕ, аслă шкулта — тепĕр майлă. Аптрав. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Михаил Скворцов чăваш орфографийĕнчи тавлашуллă ыйтусене хускатрĕ. Сăмахсене уйрăм е пĕрле çырассине татса памаллах терĕ.

Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин ĕçченĕ Анна Егорова учительсен шухăшне палăртрĕ: вĕсемшĕн сăмахсене уйрăм çырни ансатрах. Шкулсем федерацин патшалăх вĕрентÿ стандартне хăйсем суйласа илме пултараççĕ. Вĕсен хушшинче тăван чĕлхепе пĕлÿ пама ирĕк пани те пур, анчах çак ĕçе пурнăçлама чăвашла кĕнекесем пур пулсан та, вырăсла вĕрентмеллине суйласа илеççĕ. Ачасене кайран вырăсла экзамен пама йывăр пулнипе сăлтавлаççĕ.

Анна Семеновна шухăшĕпе — эрнере тăван чĕлхене 2-3 сехет кăна вĕрентнĕ май орфографи йытăвĕсене тĕплĕн тишкерме вăхăт та юлмасть. “Тен, ачасене чĕлхене халăх кун-çулĕ, кăсăклантарма пултаракан ытти самант урлă вĕрентни вырăнлăрах?” — сĕнчĕ вăл.

Ку шухăшпа Николай Егоров та килĕшрĕ, шкулта грамматикăн чи кирлĕ саманчĕсене вĕрентни те çителĕклине палăртрĕ: “Кунта чи пĕлтерĕшли — чĕлхене юратса, чун-чĕре ыйтнипе вĕренни кирлĕ”.

Институтăн ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Петр Яковлев 1820 çулта Тăватă евангелие чăвашла куçарнă тапхăр пирки чарăнса тăчĕ. Вăл чăвашсен авалхи палăкĕ шутланать. Шел те, вĕсене те туллин тĕпчемен. Çапах çапла çирĕплетсе калама май пур: вĕсем Иван Яковлев пуçарăвĕпе тĕн кĕнекисене куçарас ĕçе самай çăмăллатнă.

Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ Николай Плотников электронлă чăваш çырулăхĕпе, Наци радиовĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова массăллă информаци хатĕрĕсен чăваш чĕлхине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçри вырăнĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Культурăпа искусствăсен институчĕн библиотековеденипе библиографи кафедрин ертÿçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Эдуард Фомин чикĕ леш енче пичетленнĕ чăваш кĕнекисене тишкерчĕ.

Раиса Сарпи вара кĕнекеçĕсемпе ăсчахсене, библиотекарьсене халалласа çырнă сăввисене янраттарчĕ.

Надежда СМИРНОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.