Комментировать

21 Апр, 2016

Нарт-нарт кăвакал

Пекин кăвакалĕ чĕп кăларма ларассишĕн пит çунмасть. "Инстинкт" тени унăн вăйсăр аталаннă. Мускус тата вырăнти ăратсăррисен вара - питĕ лайăх. Чĕпĕ пусса кăларма хатĕрленекен кăвакал йăвара яланхинчен вăрахрах тытăнса тăрать, йышпа çÿресшĕн мар, хăйĕн çинчи мамăка туртса кăларать те йăва тĕпне сарать. Ытахальтен хăтланмасть-ши тетĕр-и? Тĕрĕслемешкĕн 3-4 кун ун айне суя çăмарта хурăр. Енчен те йăваран уйрăлмасан пусма ларма çирĕп шухăш тытнă. Каçхине чăн çăмарта хурса савăнтарăр. Вĕсем ытла вараланчăк пулмалла мар. Йăвана таса, типĕ тытмалла.

Кăвакал йăвара пуçĕпе чаваланса кĕме юратать. Çавăнпа ăна хăтлăх кирлĕ, паха утă ытларах хурса памалла. Йăвана лăпкă, кăшт тĕттĕм вырăнта йĕркелемелле.

Кăвакал айне 17-21 çăмарта ?виçине кура% хураççĕ. Пурте унăн ÿчĕ айне вырнаçмалла.

Хăшĕ-пĕри каланă тăрăх - мускус кăвакал айĕнчи çăмартасен 40-50 процентĕнчен çеç чĕпĕ тухать. Кунта çакна шута илмелле: мускус кăвакалăн çăмартинче хулăн сий пур, вăл шалти пурлăха хÿтĕлет. Ун витĕр сывлăш вăйсăр кĕнĕрен чĕпĕ йывăррăн аталанать. 20 градус ăшăра 10-15 талăк упраннă кивĕ çăмартасенчен чĕп ытларах тухать.

Пусма ларнă кăвакал апатланма тата çăвăнма вăхăтăн-вăхăтăн йăваран тухать. Çăвăннă хыççăн силленсе вăл çăмартана та тасатать. Кашни 1-1,5 сехетрен урипе ăна çавăрать, çапла майпа хупă çийĕнчи сие пĕтерет, сывлăш ытларах кĕме шăтăксене уçать. Çапла тусан чĕпĕ шалта лайăх аталанать. Пекин кăвакалĕ 28 талăк иртсен чĕпĕ кăларма тытăнать, мускусли - 34-35-мĕш кунсенче.

Чĕпĕ кăларнă чух кăвакала апата шывпа çăрса памалла мар, ку вар-хырăм ĕçне пăсать.

Килте усракан ытти йышши кайăк та кăвакал çăмартинчен чĕпĕ кăларма пултарать. Пусма ларнă чăхха - 7-11, хур амине - 13-17, кăрккана 17-19 çăмарта хурса параççĕ. 27 талăкран чĕпĕ йышлă тухма пуçлать, 12 сехетрен ку ĕç вĕçленет.

Тирек папки

Çуркунне çитрĕ. Часах йывăçсем симĕс тум тумланĕç. Унччен маларах эмел хатĕрлемешкĕн вĕсен папкисене пуçтарма манмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем çав тери сиплĕ. Чылайăшĕ хурăн папки пухать. Унсăр пуçне тирекĕн те имлĕ пулнине аса илтеретпĕр. Унта микроба хирĕç кĕрешекен, ыратнине ирттерекен тата организма лăплантаракан япаласем пур.

Эпĕ чылай çул артритпа нушаланатăп. Çавна май яланах тирек папкинчен хатĕрленĕ эмелпе сипленетĕп.

l? 200 мл тип çу илмелле, 2 апат кашăкĕ тирек папки хушмалла, çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле, сивĕтмелле. Кунне икĕ хутчен 1Ĕ2 чей кашăкĕ ĕçмелле. Çавăн пекех ăна сыпăсене сĕрме те юрать.

l? Тин вĕренĕ 1Ĕ2 стакан шыва 6 апат кашăкĕ тирек папки ямалла, савăта пĕр-пĕр япалапа хупламалла, сивĕнсен - сăрăхтармалла. Çемçелнĕ папкана ирмелле, ыратакан вырăна хумалла.

Алина ФОМИНА. Вăрмар районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.