Ăнăçу сана, хаçатăм!
Еплерех хăвăрт иртет вăхăт. Сисмерĕмĕр те «Хресчен сасси» çирĕм пилĕк çул тултарчĕ. Хăв çуратнă ачаран хакли нимĕн те çук. Ял ĕçченĕн хаçатне кăларма тытăннă самантсем нихăçан асран тухмĕç. Паянхи пекех астăватăп: 1991 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, эрнекунччĕ ун чухне, пурте Май уявĕ умĕнхи субботнике хатĕрленетчĕç. Редакци республикăри «Агропромхими» предприяти çуртĕнче ?Шупашкарти Граждан урамĕнчи 85-мĕш çурт% вырнаçнă май, унта вăй хуракансемпе пĕрле эпир те нумай çул ÿсекен чечексемпе, теплицăсемпе тулса ларнă картишне тухрăмăр. Республикăри Хресченсен союзĕ хăй шучĕпе кăларнă 25 пин экземпляр хаçата районсене ăсатма хатĕрлентĕмĕр. Пĕрремĕш экземплярсене Муркаш районĕнчи «Оринино» хуçалăх ертÿçи Валерий Иванович Вязов илсе кайрĕ. Хресчен союзĕн чи хастар çыннисенчен пĕриччĕ вăл. Хаçата çырăнтарас, унăн витĕмлĕхне ÿстерес енĕпе кирлĕ сĕнÿсем парса каярахпа та нумай пулăшрĕ Валерий Иванович редакци коллективне.
Хресчен союзĕн председателĕн Аркадий Павлович Айдакăн (йывăр тăпри çăмăл пултăр), республикăри агропромышленноç комплексĕн профсоюз комитечĕн председателĕн Петр Васильевич Ивантаевăн, ял хуçалăх министрĕн Александр Ильич Куликовăн тăрăшулăхĕ пысăк, авторитечĕсем сумлă пулман пулсан «Хресчен сассине» ура çине тăма йывăр тиветчĕ. Çав тапхăрта, 90-мĕш çулсенче, республикăра çĕнĕ хаçатсем темиçе те уçăлчĕç. Шел, пĕри те йĕркеллĕ тытăнса тăраймарĕ. Демократин çĕнĕ сывлăшне, ял çыннин чун ыратăвне, çав вăхăтри пурнăçа тĕрĕс кăтартса вулакансем патне эпир çеç çитерме пултартăмăр. Геннадий Максимов, Геннадий Уткин, Елена Егорова, Владимир Савинкин журналистсем йывăр та кăткăс ĕçе ăнăçлă туса пыратчĕç. Пурнăçа тарăн пĕлни, иксĕлми пултарулăх, илем тĕнчине туйни вĕсене çын чунне витерме пултаракан материалсем хатĕрлеме хистетчĕç.
Хресченĕн уçă сасси кирлĕ пулнă çĕр ĕçченне, выльăх-чĕрлĕх пăхакана çав вăхăтра. Вăл çирĕм пилĕк çул каялла мăнаçлăн янăраса кайрĕ. Çав вăхăтри самана килĕшĕвĕпе хаçат ятне параканĕ Петр Ивантаев пулчĕ. Аркадий Айдакпа иккĕшĕ хаçатра ĕçлекенсемпе час-часах тĕл пулатчĕç, пулăшатчĕç пире. Ăслă, хăйсен ĕçне, Чăваш Ен лару-тăрăвне лайăх пĕлекен ертÿçĕсен шанăçне тÿрре кăларас тесе хамăртан мĕн кирлине йăлтах тăваттăмăр. Районсене тухса хаçата килрен киле салатса çÿрени, пысăк мероприятисем ирттерни, Акатуйсенче ентешсене кăларăма валеçсе пани, ăна çырăнтарас тесе колхозсемпе совхозсенче агитаци ĕçĕсем йĕркелени куç умĕнчех. Çак йывăр тапхăрсене, паллах, редакцире вăй хунисем нихăçан та манмаççĕ. Çăмăл мар пулсан та çитĕнÿсем турăмăр, тиража 44 пин экземпляра çитертĕмĕр. Ку кăтартупа виçĕ çул пурăнтăмăр.
Тепĕр ырă хыпарпа та савăнтарас килет «Хресчен сасси» вулаканĕсене: пĕрле ĕçленисем пĕр-пĕринпе халĕ те хутшăнатпăр. Тăнлаври çÿç шуралать, питре пĕркеленчĕк нумайланать. Вăхăт хăйне май шăвать: ватăлатпăр. «Хресчен сасси» çеç ан пĕттĕрччĕ, хальхи пекех, малашне те ял халăхĕпе пĕрле пурăнтăрччĕ. Ăнăçу сана, хаçатăм!
Вера САВЕЛЬЕВА,
«Хресчен сасси» хаçатăн
1991-1996 çулсенчи
тĕп редакторĕ.