Комментировать

21 Апр, 2016

Ача садĕнчи тĕлпулура

Çак кун Шупашкарти «Колобок» ача саднчи аслă ушкăншăн питех те кăсăклă иртрĕ. Вĕсем патне хăнана çăлавçă профессийĕпе тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе МЧС ĕçченĕсем килсе çитрĕç.

Тĕлпулу интереслĕ занятирен пуçланчĕ. Ăна Ксения Михайлова методист тата «Константин-01» пукане ертсе пычĕç. «Ачасем, пушарнăйсене мĕнле номерсемпе шăнкăравласа чĕнмелле?» - тесе ыйтсан пĕчĕккисем пĕр-пĕрне пÿле-пÿле кашниех пĕлекен «01» тата «112» цифрăсене каларĕç. Ксения Михайлова пурне те мухтарĕ.

Кунта тăрăшакан воспитательсем ачасемпе тăтăшах хăрушсăрлăх темипе калаçусем ирттереççĕ, пушартан мĕнле сыхланмаллине те ăнлантараççĕ. «Мĕн пĕчĕкренех инкек-синкекпе кĕрешмелли мелсене пĕлмелле. Хамăра упраса хăварма вĕренмелле», - теççĕ ача сачĕн ĕçченĕсем.

Заняти хыççăн хĕрачасемпе арçын ачасем тĕрлĕ конкурсра тупăшса маттурлăхне кăтартрĕç. Пушарнăйсен тумне кĕске вăхăтрах тăхăнса, хут çине çăлавçăсен ĕç-хĕлне сăнласа та тупăшрĕç пĕчĕкскерсем. Çĕнтерÿçĕсене «Константин-01» пукане парнесемпе савăнтарчĕ.

«Смешарики» ятарлă мульт-фильм пăхнă хыççăн пурте урама тухрĕç. Унта ачасем Шупашкарти Ленин районĕнчи 4-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Кунсăр пуçне çăлавçăсен автоцистернине курма, унăн тытăмĕпе тĕплĕнрех паллашма та май пулчĕ. Пурте кăсăклансах сăнарĕç пушар хуралçисен техникине, паттăрсем пирки юрăсем те юрларĕç, сăвăсем каларĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.