«Макăрмашкăн маншăн кирлĕ мар - эп вилмен»
«Кăвак пĕлĕт тăрăх хĕвел шăвăнать,
Ешĕл уй-хир тăрăх çилĕ йăпшăнать.
Ман пуç çур çилпе çăвăнать,
Çур çилпе эп хам савăнап.
...Манăн ăшăмра иртенпе
Шăпчăк чарăнмасăр юрлать,
Манăн чунăмçăм пĕтĕмпе
Çутă пурнăçа савать...» -
ку йĕркесем çурхи кунсемпе хавхаланнă, çуралнă тăрăха савнă, пурнăçа юратнă Андрей Петтоки чĕринче çуралнă. Утса тухнă кун-çул пĕр тикĕссĕн шуман пулин те поэт пуç усмасăр малалла талпăннă. Вăл кăтартнă тĕслĕх унăн тăван халăхне куçнă.
Андрей Петухов /малтанхи хушамачĕ/ Муркаш районĕнчи Ахмане салинче 1905 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Унăн шăллĕсем пулнă - Василипе Николай. Ашшĕпе амăшĕ - Трофим Степановичпа София Ивановна - хутла пĕлмен, çапах тĕпренчĕкĕсене вĕрентме тăрăшнă. Çемьери чи аслă ывăлĕ уйрăмах çыру-вулав ĕçне хăнăхма ăнтăлнă. Вăл алă айне мĕнле кĕнеке лекнĕ - пĕтĕмпех вуланă: чăваш, вырăс писателĕсен хайлавĕсене, ют çĕршыв авторĕсен куçарнă сăвви-калавне шĕкĕлченĕ.