«Чăваш ачисем валли мюзиклсем кирлĕ»
«Виктория» «çĕнтерÿ» тенине пĕлтерет. Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче вĕрентекенсен туслă çемйинче кун çути курнă Виктория ЗАХАРОВА юрăç тата композитор çак тĕнчене çĕнтерÿçĕ пулмах килнĕ. 2009 çулта вăл «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсра малти вырăна тивĕçрĕ, çулталăкран ăна «Чи лайăх композитор» ят пачĕç. Унтанпа Виктория кашни çулах Раиса Сарпи сăввипе кĕвĕленĕ, «Кĕмĕл сасă» конкурсăн гимнĕ пулса тăнă «Ай, юрлар-и!» юрăпа ăмăртăва хутшăнакан çамрăксене хавхалантарать. Виктория куç умĕнче çитĕнсе пултарулăх çулĕпе малалла талпăнать. Çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем кĕвĕлекен çамрăк композиторăн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашмашкăн Çĕрпÿри культура керменĕнчи «Созвучие» студие çитрĕм. Стенаран çакăнса тăракан вун-вун дипломпа тав çырăвĕ калаçу тухăçлă пулассине çирĕплетрĕç. Викăн чунĕнчи хĕвел шевлипе тулнă студире пире чуна уçса калаçма никам та чăрмантармарĕ.