Комментировать

21 Мар, 2014

“Тĕлĕкре те кĕвĕ тĕлленет”

Людмила Кинер юрăç тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор чăваш эстрадине çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ. Пултаруллă та канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм пĕр вырăнта ларма пĕлмест. Ялан таçта васкать. Унăн пĕр вăхăтрах аслисем валли те, ачасем валли те юрăсем хайлас килет. Виçĕ çулта Людмила Кинер Раиса Сарпипе пĕрле ĕçлесе 4 кĕнеке тата 10 аудиодискпа видеодиск авторĕ пулса тăчĕ. Куславкка тăрăхĕнче кун çути курнăскерĕн чунĕ пĕр чарăнми юрлать, çÿл тÿпере ирĕклĕн вĕçет, чăваш тĕнчине асамлăхĕпе çунатлантарать. Унăн хăйне евĕрлĕ чунĕн тĕнчипе вулакана паллаштарас кăмăлпа РФ Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ чăваш юрăçине "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелне йыхравларăм.

Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.