Комментировать

15 Апр, 2016

Ял-хулана çž/п-çапран тасататпăр

Çанталăк çу уйăхне аса илтерет - хĕвеллĕ те ăшă тăрать. Юр кайнине сиссе те юлаймарăмăр. Çут çанталăк чĕрĕлни, йывăç-тĕм ешĕл тум тăхăнас вăхăт çывхарни савăнтарать, чĕрере ырă туйăм çуратать. Анчах пурнăçра шуррипе хури,

лайăххипе япăххи юнашарах çÿрет. Хĕл илемĕ кайрĕ те куç умне тасамарлăх тухса тăчĕ. Чĕрĕлекен, черченкĕ çулçă кăларакан йывăç-тĕм çывăхĕнче çÿп-çап,

пластик савăт, темĕн те пĕр сапаланса

выртни питех те килĕшÿсĕр.

«Хăш вырăн таса?» - тесе ыйтсан асатте-асанне: «Ялан тирпейлесе тăракан вырăн мар, çÿпĕлемен-вараламан çĕр таса», - тесе хуравлать. Тĕрĕс. Тирпей-илемшĕн тăрăшма систерсе калани ку. Йĕркесĕрлĕхе пĕрре пĕтерсен текех апла пулмĕ тени те.

Хĕл хыççăнхи тасамарлăха пуçтарма совет саманинче субботник ирттернĕ. Пархатарлă йăла çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илни - ырă пулăм. Çакăн пирки республикăра мĕн шутлаççĕ-ха тесе Интернета кĕтĕм. Муниципалитетсенче хĕл ыйхинчен вăранаççĕ çеç - тавралăха тирпейлесси çинчен хăшĕсем сайтсене информаци халĕ те вырнаçтарман. Тепĕр çĕрте субботник йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ.

Пăрачкав районĕнчи Октябрьски ял тăрăхĕнче пурăнакансем çурт-йĕр таврашне, картишсемпе урамсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк таврашĕнче тирпей-илем кĕртеççĕ. Умра - Мăнкун, Аслă Çĕнтерÿ уявĕсем. Чăваш халăхĕ праçнике яланах тасалăхпа кĕтсе илет.

Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем те субботнике тухнă. Ĕç вырăнĕнчи территорие çÿп-çапран, типĕ курăкран тасатнă, йывăçсене шуратнă, чечек клумбисене йĕркене кĕртнĕ. Куславкка тăрăхĕнчи Карач ялĕнчи Л.Красковăпа Н.Краснова культура çурчĕн таврашне тирпейленĕ.

Улатăр районĕнче ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен санитари-экологи уйăхлăхĕ иртет. Ĕç тăвакан ушкăна райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Нина Шпилевая ертсе пырать. Çак тапхăрта масарсене тирпейлемелле, варалама юраман вырăна тăкнă хытă каяша полигона куçармалла, тавралăха ешĕллетмелле...

Пĕтĕм Раççейре ака уйăхĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 21-мĕшĕччен «Ешĕл çуркунне» экологи субботникĕсене ирттереççĕ. Проекта 2014 çулта çул панă, 80 суб<ектри 3 млн ытла çын хутшăннă. Кăçал акцие Комсомольски, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи çамрăксем хастар хутшăнма кăмăл тунă.

Çу уйăхĕн 3-мĕш шăматкунĕнче - Пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кун. Вăл кăçал çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртет. Пĕлтĕр акцие çĕршывран 4 млн ытла çын хутшăннă.

Шкулсенче вĕренекенсем йĕри-тавралăха тирпей-илем кĕртесси çинчен сочинени çыраççĕ. «Тăван ен илемĕшĕн кĕрешесси кил-çурт таврашне тирпейленинчен пуçланать. Çакăншăн урам шăлакансен çеç мар, кашнин тăрăшмалла. Хамăр пурăнакан вырăна мĕншĕн-ха çÿпĕлемелле, вараламалла? Кайран ăна хамăрăнах тасатмалла вĕт», - çырать 10-мĕш класс хĕрĕ. Мĕн тери тарăн шухăшлă йĕркесем! Эпир кил-çурт çывăхне хĕл каçипе мĕн кăна пăрахмастпăр. Хуларисем ытлашши япалана чÿречерен пăрахнă тĕслĕх сахал-и? Юр айĕнче курăнмасть теççĕ пулас. Çуркунне çитсен хăйсемех йĕрĕнсе иртеççĕ. Такам килсе йĕрке тăвасса кĕтеççĕ-ши?

Темиçе çул каялла журналистсем республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Çĕмĕрле хулинче пулчĕç. Общежити çывăхĕнче фанфурик кĕленчисем шутсăрах сапаланса выртни Михаил Васильевича тĕлĕнтернĕччĕ. Кайран хула администрацинче иртнĕ канашлура вырăнти влаç пуçлăхĕсене пĕçерккĕ лекнĕччĕ.

Умра - эрнесерен иртекен субботниксем, акцисемпе экологи уйăхлăхĕ. Атьăр-ха, вĕсене пĕр ÿркенмесĕр йышпа хутшăнар! Тăван тавралăх тасалăхĕ - хамăршăнах. Тирпейленĕ вырăна текех çÿпĕлес, варалас мар.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.