Комментировать

15 Апр, 2016

Чăваш ялĕ пурăнать-ха!

Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер - авалхи ял.

Халапсене ĕненес пулсан çак яла Кинчер паттăр çичçĕр çул каялла никĕсленĕ. Ĕмĕрсем хыçа юлсан та ял пурăнать, аталанать. Çакă йăлтах ку тăрăхра пурăнакансен тивĕçĕ, мĕншĕн тесен вĕсем ял историне тĕпчес, йăли-йĕркине упраса хăварас, çамрăк ăрăва тăван халăх культурипе кăсăклантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тăваççĕ. Ыттисене те, çав шутра ăсчахсемпе тĕпчевçĕсене те, интереслентерме пултараççĕ. Халĕ акă Çĕнĕ Кинчерте нимĕç писателĕ, историк, политолог тата çулçÿревçĕ

Кай Элерс хăнара пулчĕ, чăвашсемпе нимĕçсен туслăх уявне хутшăнчĕ.

Çак кун Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче чăвашлăх тапса тăчĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасен чĕвĕлти сасси, таврана сарăлнă техĕмлĕ шÿрпе, шăрттан-тултармăш шăрши, хаваслă калаçусемпе юрă-кĕвĕ... Туслăх уявне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Тихонов уçрĕ:

- Ачасем тăван чĕлхепе калаçма пăрахсан тепĕр аллă çултан пĕр чăваш та юлмасть тенине час-часах илтме пулать. Ĕненес килмест, мĕншĕн тесен чăвашлăх пĕтмест, вăл ялсенче пурăнать, аталанать.

Унăн шухăшне малалла тăсса нимĕç çыравçи Кай Элерс сăмах илчĕ: «Чăваш çĕрне пĕрремĕш хут 1992 çулта килнĕччĕ. Ун чухне Юхма Мишшипе, унăн истори тĕпчевĕсемпе паллашрăм, ялсем тăрăх çÿрерĕмĕр, çынсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Унччен эпĕ кун пек халăх пурри çинчен пĕлмен те. Раççей пысăк çĕршыв, унта темĕн тĕрлĕ халăх та пурăнать. Чăвашсем вара уçă кăмăллă, тарават çынсем». Кай Элерс чăвашсен авалхи «Аттила тата Кримкильте» эпосне нимĕçле куçарса пичетленĕ. Халĕ «Ылтăнпик» эпоса нимĕçле куçарас тĕлĕшпе ĕçлет. Çĕнĕ Кинчерсем чăваш халăхĕпе кăсăкланакан нимĕç юлташне тата унăн мăшăрне кăçатă парнелерĕç, чăваш кĕпи тăхăнтартрĕç.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Воронова чăваш тумĕсен фестивальне йĕркелерĕ. Чăваш Енри, республика тулашĕнчи кĕпесем çинчен каласа кăтартрĕ. «Асанне-кукамайсен арчисенчен кăларатпăр вĕсене, çĕнетсе тăхăнмалла тăватпăр», - паллаштарчĕ Зинаида Ивановна хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе. «Вăтам Энĕш» предприяти ертÿçи Петр Крылов та авалхи тумсемпе кăсăкланать. Вăл уява Ульяна аппăшĕ тĕртнĕ пиртен çĕленĕ, тĕрлесе илемлетнĕ кĕпене илсе килнĕ. «Çак тĕрĕсене икçĕр çул каялла лартнă. Çанă çинчи тĕрĕ акă - йăх палли. Унпа ÿлĕмрен тăван ял палли /е гербĕ/ вырăнне усă курасшăн», - пĕлтерчĕ Петр Николаевич.

Чăваш наци конгресĕн «Сывă наци» комитечĕн председателĕ, республикăри ентешлĕхсен ертÿçисен Канашĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Юрий Зорин чăваш халăх йăли-йĕркине упраса, аталантарса пынăшăн, ял аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн шкул директорне Валерий Андреева тата «Вăтам Энĕш» ООО ертÿçине Петр Крылова ЧНК Хисеп хучĕпе чысларĕ, малашне те ку енĕпе тăрăшуллă пулма ыр сунчĕ.

Чăвашсемпе нимĕçсен туслăх уявне çавăн пекех культура министрĕн çумĕ Иван Архипов, Вăрмарсен ентешлĕхĕн ертÿçи Юрий Филиппов, Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, ЧНКн «Чăваш ялĕ» комитечĕн ертÿçи Эдуард Бахмисов тата ыттисем хутшăнчĕç. Ольга Лукова, Мария Горшкова, Алексей Шадриков юрăçсем, шкул ачисем уява юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

 Валентина БАГАДЕРОВА.

Вăрмар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.