Комментировать

12 Апр, 2016

Шахмат вăййи ăс-хакăла çирĕплетет

Çак кунсенче Шупашкар шахматистсен хулине çаврăнчĕ: Чăваш Ен тĕп хули шахматла вылякансен Пĕтĕм Раççейри турнирне йышăнчĕ.

Ăна Раççейĕн 1966 çулхи чемпионне Владимир Сергиевские /1936-1996/ асăнса ирттереççĕ. Хамăр республикăри паллă шахматист хăй вăхăтĕнче çĕршыври тата тĕнчери сумлă ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă, тĕнчери чи сумлă гроссмейстерсемпе сĕтел хушшинче вылянă. Вăл шахмат вăййине аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тунă, ун çунатти айĕнчен вун-вун пултаруллă шахматист вĕçсе тухнă. Республикăри шахмат клубĕнче тренерта ĕçленĕскер «Спартак» обществин спорт çурчĕ çумĕнчи ачасен шахмат шкулне те ăнăçлă ертсе пынă.
Раççей гран-прине çĕнсе илессишĕн чи ăста 150 ытла шахматист пуçтарăнчĕ /сăмах май, парне фончĕ 650 пин тенкĕпе танлашать/. Вĕсем 20 регион чысне хÿтĕлеççĕ, Чăваш Ене Беларуç, Азербайджан представителĕсем те килсе çитнĕ. Турнирта 1993-2014 çулсенче Раççей чемпионачĕсенче çĕнтернисем, Пĕтĕм тĕнчери гроссмейстер ятне илнисем, Раççейри, Европăри тата тĕнчери пысăк ăмăртусенче мала тухнисем, çамрăк шахматистсем вăй виçеççĕ. Вĕсен хушшинче çаксене уйрăммăн палăртмалла: Европа тата тĕнче чемпионки Валентина Гунина, Шахмат Олимпиадин çĕнтерÿçи Ольга Киря, Раççей чемпионĕ Александр Мотылев. Шупашкар сумлă хăнасене те ăшшăн йышăнчĕ: РФ шахмат федерацийĕн правленийĕн ертÿçин заместителĕ Александр Ткачев, федерацин ĕç тăвакан директорĕ Марк Глуховский, «Шахматное обозрение» журнал издателĕ Игорь Бурштейн, РФ хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Сергей Рублевский ăмăрту пуçланнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уявра пулчĕç. Вăл вырсарникун П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ.
Шахматистсен тупăшăвĕ иртекен спорт об<ектне - «Шупашкар-Арена» пăр керменне - ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ. «Шахматла ăслисемпе тавçăруллисем выляççĕ. Вĕсен йышĕнче ачасемпе хĕрсем пурри савăнтарать. Шахмат шухăшлава аталантарать, ăс-хакăла çирĕплетет, çавăнпа çитĕнекен ăрăвăн шахматла вылямалла, аслисенчен тĕслĕх илмелле. Çамрăксене çак ăсталăха вĕрентекен шур сухалсем вара ырă сăмаха тивĕç», - терĕ Михаил Васильевич ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçупа сывлăх суннă май. Вăлах иккĕмĕш кунхи турнира пуçларĕ.
Çак турнира халалласа хулари тĕрлĕ вырăнта - ЧР Наци библиотекинче, Чăваш патшалăх университетĕнче, П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче тата ытти çĕрте - тĕрлĕ мероприяти иртет. Унта паллă шахматистсем ăсталăх сехечĕсемпе тĕлпулусем, "çавра сĕтелсемпе" пресс-конференцисем йĕркелеççĕ, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа шахматла выляма вĕрентеççĕ, ятарлă фильмсем кăтартаççĕ.
РФ шахмат федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Марк Глуховский пĕлтернĕ тăрăх - шахмат вăййине аталантарас тĕллевпе Чăваш Ен ятарлă программăна хутшăнать. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăри ача çурчĕсемпе интернатсенче шахмат урокĕсем ирттерĕç. Çак тĕллевпе социаллă учрежденисене шахмат хатĕрĕсемпе тата ятарлă пособисемпе тивĕçтерĕç. Ыркăмăллăх проектне пуçаракансен шухăшĕпе - ку программа ачасене обществăра хăйсен вырăнне тупма май парĕ.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.