Комментировать

9 Апр, 2016

Кукамайпа мухтанатпăр

Манăн кукамай Надежда Павлова Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿель ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Андрей Константинович историпе географи вĕрентнĕ, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Суранĕсене пула 1948 çултах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Çакăн хыççăн унăн кукашшĕ тăлăх çемьене Анат Тимĕрчкассине лашапа илсе кайнă.

Кукамай ачаранах тĕрлеме юратнă. Район куравĕнче икĕ павлинлă ÿкерчĕкпе малти вырăн йышăннă вăл. Шкулта чухнех сăвă калассипе тата юрă шăрантарассипе палăрса тăнă.

Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Тăлăх çемье колхоз хирĕнче икшер пай чĕкĕнтĕр, çĕрулми анисенче тертленнĕ. Тырă вырнă, пучах пуçтарнă. Мунчала нумай чĕрнĕ, хĕллехи вăхăтра аслисене чăпта çапма пулăшнă.

8 çул вĕреннĕ хыççăн 5 çухрăмри Чурачăк вăтам шкулне пĕлĕвне тарăнлатма çÿренĕ. Хĕлле йĕлтĕр сырнă.

Пĕррехинче çил-тăманлă çанталăкра аташса кайнă хĕрача. Юрать-ха, ăна вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ шыраса тупнă.

Юрра-ташша кăмăллаканскер, вăтам шкул хыççăн Çĕрпÿри культура училищине вĕренме кĕнĕ. Хĕллехи тата çуллахи каникулсенче çамрăксене пухса концертпа йĕри-таврарии ялсене çитнĕ. Клубсене халăх лăк тулли пуçтарăннă. Çамрăк артистсене тав туса тăвăллăн алă çупнă.

Диплом илсен пĕр çул ĕçленĕ хыççăн ăна ял канаш депутатне суйланă. Унтан Тимĕрчкасси шкулĕнче вожатăйра тăрăшса ĕçленĕ вăл.

Чиперкке нумай каччă чĕрине çунтарнă, çапах хăйĕн пурнăçне Тури Тимĕрчкассинчех ÿснĕ, Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра пурăнакан Сергей Павловпа çыхăнтарнă. Çемьеленсен çĕнĕ çĕрте аслă пионервожатăйра тата юрлама вĕрентекенре ĕçлеме тытăннă.

Кашни уява концерт хатĕрленĕ. Вырăнти артистсем юнашар ялсене те тухса çÿренĕ. Йĕпреçре кашни çулах иртекен фестивале 110-120-шар ача илсе кайнă. Мăшăрĕн пур ачана илсе çитерес тесе вăрман комбиначĕн машинипе виççĕ хутлама тивнĕ.

Тимур команди те хастарлăхпа палăрнă ун чухне. Ветерансемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Урăх хуласене экскурсие нумай илсе çÿренĕ. Шупашкар, Мускав, Питĕр, Волгоград, Дон çинчи Ростов таранах çитсе курнă ачасем.

«Шырав» кружок членĕсемпе Кĕтне, Пăла тăрăх çуран çÿресе тăван тăрăха тĕпченĕ. Пур çĕрте те лайăх кĕтсе илнĕ вĕсене, апат çитерсе янă.

Ачасем район шайĕнчи «Зарница» вăйăра 8 хут малти вырăна тухнă, республикăри ăмăртусене хутшăннă. Шкул ĕçĕпе çÿренĕшĕн мăшăрĕнчен, хуняшшĕпе хунямăшĕнчен ÿпкев сăмахĕ илтмен манăн кукамай.

Ĕçри çĕтĕнÿсемшĕн Надежда Андреевнăна Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Унăн сăнÿкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Çапах кукамай яланах ашшĕ пек историк пулма ĕмĕтленнĕ. Аслă шкулта куçăмсăр майпа вĕренсе диплом илнĕ вăл. Çакăн хыççăн шкулта историпе обществознани учителĕнче 22 çул ĕçленĕ. Кружок членĕсемпе пĕрле ял историне сăнлакан альбомсем, стендсем хатĕрленĕ.

Музей уçас шухăш та çуралнă унăн. Шкултан вĕренсе тухнисем пулăшнипе художникпа çыхăннă вĕрентекен. Çапла шкулта, ял клубĕнче таврапĕлÿ музейĕ ĕçлеме пуçланă. Каярах çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, паттăр вилĕмĕпе пуçне хунă Раççей Геройĕпе Леонид Константиновпа паллаштаракан зал та хушăннă. Ю.Краснов, А.Краснов, Н.Краснов, С.Кондратьев, С.Матвеев, В.Федоров, Ю.Петров, А.Шуряков укçа парса пулăшнă тăван шкула.

Унсăр пуçне Надежда Павлова комсомол организацийĕн, парти организацийĕн секретарĕнче 19 çул вăй хунине палăртса хăварас килет. Йĕпреç тата Комсомольски энциклопедийĕсене кĕртнĕ ăна.

Шкулта 38 çул ĕçленĕ юратнă кукамай. 5 ача çитĕнтернĕ. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.

Ашшĕн пилĕ çитнĕ кукамая. Ват кукаçин пур ачи те аслă пĕлÿллĕ, ят-сум çĕнсе илнĕ. Кукамайăн пиччĕшĕсем Георгийпа Фауст — юристра, шăллĕ Андрей — вăрман хуçалăхĕнче, йăмăкĕ Нина педагогра ĕçленĕ.

«Савăнатăп таса чунпа ĕçленĕшĕн», — тет кукамай. Пире пурнăçра тăрăшуллă, уçă чунлă пулма вĕрентет. Эпир, унăн 11 мăнукĕ, кукамайпа мухтанатпăр. Унран тĕслĕх илетпĕр.

Серафима КАЗАКОВА.

Патăрьел районĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.