Комментировать

9 Апр, 2016

Аннесем те... парăма кĕреççĕ

Тăвай район прокуратуринчен килнĕ хыпар тарăн шухăша ячĕ. 42 çулти хĕрарăма çул çитмен ачине пурăнма укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли тивĕçне пурнăçламаншăн айăпланă.

Районти суд приставĕсем палăртнă тăрăх, хĕрарăм 2015 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи пуш уйăхĕчченех ачи умĕнче парăма кĕрсе пынă. Çапла майпа тÿлемелли алимент 80 пин тенкĕрен те иртнĕ.

Хĕрарăма ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă. Суд ăна алимент тÿлеттерме йышăннине те пĕлнĕ вăл, анчах тивĕçне пурнăçламан. Пĕр хутчен çеç кĕсйинчен 1 пин тенкĕ кăларса панă. Ачи еплерех пурăннипе те кăсăкланман вăл, ăна воспитани парасси çинчен вуçех те маннă. Ниçта та вăй хуманскер суд приставĕсем асăрхаттарнă пулин те черете тăрас тĕллевпе ĕçлев центрне те кайман.

Хĕрарăм ĕçлеменнипе алимента Раççейри вăтам ĕç укçин пысăкăшне кура шутланă. 2015 çулта вара вăл вăтамран 33 пин тенкĕпе танлашнă, раштавра 42 пин тенкĕ ытла та пулнă. Хĕрарăма çапла уйăхсерен 8-10 пин тенкĕ алимент шутласа панă. Енчен те хĕрарăм ĕçленĕ е ĕçлев центрĕнче шутра тăнă тăк унăн парăмĕ самай сахалрах пулĕччĕ.

Тĕрĕслев ирттернĕ май хĕрарăм айăпне йышăннă, ÿкĕннине пĕлтернĕ, районти ял хуçалăх пĕр предприятине вырнаçма шантарнă. Ĕçе пăхса тухма район судне ярса панă.

«Амăшĕн юратăвĕ чи малтан — пултарулăх» тенĕ пĕр поэт. Шел, çак пултарулăх пурин чĕринче те тапса тăмасть çав. Çÿлерех асăннă тĕслĕх пĕр хутчен çеç тĕл пулаканнисен йышĕнчен мар, кунашкаллисем — çине-çинех. Тăван ачисен умĕнче парăмра çÿрекен ашшĕсем республикăра — пинĕ-пинĕпе. Пурнăçра арçынран юлма хăнăхман хĕрарăмсем те вĕсене хăвалаççĕ тата — алимент тÿлемен амăшĕсем те пайтах.

2015 çулта кăна республикăри суд приставĕсен управленийĕн уйрăмĕсенче алимент шыраса илмелли 13 пине яхăн исполнени докуменчĕ пулнă. Вĕсенчен 5 пинĕшне вĕçне çитернĕ, 227 пин тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Парăмрисен тĕлĕшĕпе Раççей тулашне тухса çÿреме чаракан 4 пин яхăн йышăну кăларнă.

Шупашкарта кăна алимент шыраса илес тĕллевпе уйăхсерен суд приставĕсем патне 150 çын пырать. Юлашки вăхăтра вара ку кăтарту татах ÿснĕ, 200-е çитнĕ.

Ывăл-хĕр çуратса пăхса ÿстересси ача вăййи мар. Чылай çамрăк çакна пепки çут тĕнчене килсен çеç ăнланать. Мĕн тери яваплăх тиеннине вăхăт иртсен тин тавçăрать. Çак тивĕç нумайăшне хăратать те. Çавăнпах чылай ашшĕ чăмăртанма та ĕлкĕреймен çемйине пăрахса каять, пепкине устерме укçа-тенкĕпе пулăшас тивĕçĕ çинчен аса та илмест. Тепри вара хĕр пуçне çавăрать, лешĕ хĕрĕх чĕрнеленсен ун пирки вуçех манать. Çавăнпах алимент тÿлеменнисен йышĕнче çамрăксем ытларах.

Çап-çамрăк-и, çулланнă-и — ашшĕ-амăшĕн ачи умĕнчи тивĕçне пурнăçламаллах та... Явапсăррисем нумай çав. Амăшĕсен мĕншĕн чунсăр пулмалла тата? Çуратнă тĕпренчĕке чунран юратса ÿстермелле пек. Вĕсем вара укçа-тенкĕпе пулăшма мар, ăшă сăмах калама та шухăшламаççĕ.

Ăшă сăмах тенĕрен, вăл хушăран ыттисене те çитмест-тĕр. Ывăл-хĕрне лайăх пурнăç пиллес тĕллевпе аякри хулана каякан хĕрарăм сахал-и? Ÿпкелеместĕп-ха. Пурнăç нуши тем тума та хистет. Тĕпренчĕкĕсене ăшшăн çупăрласа ырă сăмах калама çеç ан манччăр. Ачасен ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса ÿсмелле. Ара, ачисене кукамăшĕ-асламăшĕ патĕнче вăхăтлăх хăварса лайăх пурнăç шырама каякансен йышĕнче çемйи пирки манакансем те пур-çке. Пурăнмалăх укçа-тенкине ярса параççĕ вĕсем, анчах пепкине амăшĕн ăшши кирлине манаççĕ.

Çепĕç туйăмпа та парăма кĕрес марччĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.