Комментировать

9 Апр, 2016

Ураскилтри кĕрхи хура каç, е Чăвашăн юн шайĕнчи тавăрăвĕ çинчен

Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем!

Сирĕн пата Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнчен куççуль витĕр çыратăп. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче пирĕн çемьене калама çук пысăк хуйхă пырса çапрĕ, пĕр кунра икĕ ывăла çухатма тиврĕ. Пĕри пурнăçран уйрăлчĕ, теприне айăпсăрах хупса лартрĕç. Аслă суд пуличчен лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма пирĕн тăрăха пырса кайсан тата çак çырăва хаçатра пичетлесен питĕ аванччĕ.

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче пурăнакан 16-18 çулти çамрăксен ушкăнĕ, çав шутра манăн ывăл Витали те, çумри Атмалкасси ялĕнчен килнĕ 20-23 çулсенчи каччăсемпе тĕл пулнă. Хаяррине ĕçсе харсăрланнă «хăнасем» Ураскилт каччисенчен сăмакун ыйтнă, анчах та шкул ачисем вĕсене хирĕç: «Хăнана хăвăрăн кучченеçпе килмеллеччĕ», — тенĕ. Атмалкассинчен килнĕ Андрей М. тарăхнипе хăйпе пĕрле килнĕ Алексее манăн ывăл çине тĕксе янă. Икĕ каччă пуçпа çапăннă, Витали сăмсинчен юн кайнă, иккĕшĕ те çĕре ÿксе тытăçма пуçланă. Атмалкассисем Виталие те, Алексее те пит-куçран, кĕлеткерен тапма пуçланă. Çапăçма ертсе килнĕ Андрей те айккинче юлман. Ураскилт çамрăкĕсем Атмалкассисене чарма хăтланнă, анчах та 16 çынран тăракан йышпа килнĕ хĕрĕнкĕ каччăсем лăпланма ыйтнине хăлхана та чикмен. Çухалса кайнă шкул ачисем манăн аслă ывăла Георгие шăнкăравласа чĕнсе илнĕ. Вăл 4 юлташĕпе пырса çитнĕ, мĕн пулса иртнине Атмалкасси каччисенчен ыйтнă. Лешсем çапăçăва хĕрлĕ куртка тăхăннă каччă пуçарнине каланă. Çакна илтсен Георгий ушкăнри хĕрлĕ курткăлли патне пырса хÿтĕленме илнĕ чукмарпа ăна уринчен çапнă. Хирĕçÿ хĕрсе каясран Георгий юлташĕсем чукмара самантрах туртса илсе машинăна пытарса хунă. Анчах тытăçăва пуçлаканĕ ку çамрăк мар, Алексей Назаров пулнă иккен. Георгий каччăран каçару ыйтса Алексей патне пынă, хирĕçÿ сăлтавне ăнлантарса пама ыйтнă, анчах лешĕ усал сăмах кăна çавăрттарса хунă. Георгий, çакна кĕтменскер, ăна питĕнчен çапнă. Алексейĕн сăмсинчен юн кайнă, каччă кукленсе ларнă. Çакна сăнаса тăракан çамрăксем хирĕçме пăрахса саланнă. Алексей те машинăна вырнаçнă.

Çав каçах, анчах та Ураскилтрен кайсан тепĕр 3 сехетрен çеç, Алексее юлташĕсем Элĕк районĕн тĕп больницине леçеççĕ. Кунта 9 сехете яхăн выртнă хыççăн çамрăка Етĕрне тĕп больницине куçарма йышăнаççĕ, çул çинче, васкавлă пулăшу машининче, каччă вилет. Çакăн хыççăн вырăнти йĕрке хуралçисем пирĕн Георгие тÿрех тытса хупаççĕ. Витали... çакăнса вилет.

Алексей мĕне пула вилесле суранланни паллă мар. Чукмарпа çапнипе-и, ÿкнĕрен-и, тапнăран-и? Хушма экспертиза ирттерме ыйтса çырнă ходатайствăпа суд килĕшмерĕ. Çавăн пекех Элĕкри шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕ Ураскилтри 4 кÿнтĕлен сăмахĕсене те шута илмерĕ. Тен, Алексее малтанах хĕненĕ е хăйсен хушшинче каярахпа та çапăçнă? Ку ыйтăва следствипе суд умĕнче хускатни кăлăхах пулчĕ. Суд Георгий тĕлĕшĕпе айăплав приговорĕ йышăнчĕ. Асăннă чукмар çинче тар е юн йĕрĕсем тупса палăртман. Витали юлташĕсем Георгий Алексее питĕнчен пĕр хутчен чышса янине кăна çирĕплетеççĕ. Çапах та чылай ыйтăва татса памасăрах айăплав приговорне йышăнни, пĕтĕмпех пĕр çын çине йăвантарни пире канăç памасть. Мĕншĕн çак çĕр çинче тĕрĕслĕх çук-ши?

Георгипе Витали амăшĕ Алина ЕФРЕМОВА».

Çырăва илнĕ хыççăн Элĕк районĕнчи Ураскилте çула тухрăмăр.

Яла Атмалкассисем килнĕ

Инкек пулса иртнĕ вăхăтра Алина Георгиевна тата унăн икĕ хĕрĕ Мускавра ĕçленĕ. Килти мĕнпур ĕçе мăшăрĕ тата Витали йĕркелесе пурăннă. 11-мĕш класс ачи кашни кунах тăватă ĕне сунă. «Виталик ашшĕпе пĕрле ялан крыльца çине тухса ăсатса яраканччĕ. Хальхинче, нихăçан та кунашкалли пулман, диван çинче «Реальные пацаны» курса юлчĕ. Ывăл чÿречерен алă суласса кĕтрĕм. Çук, темшĕн кантăк патне пымарĕ», — татăлса йĕрет Алина.

Аякра пулин те килте япăх иккенне чунĕ сиснĕ амăшĕн. Атмалкассисем çапăçма килнĕ каç унăн сывлăшĕ пÿлĕннĕ. Тепĕр каçхине хĕрĕ Лида чупса пынă: «Анне, килте хуйхă, пирĕн яла çĕрле Атмалкассисем килнĕ», — тенĕ. «Тĕнче пĕтет тейĕн, çав ял ятне асăнсанах чĕре çурăлчĕ, Лида мĕн калани хăлхана та кĕмерĕ», — куççульне шăлать Алина.

Герăна хупса лартнине илтнĕ Алина çурçĕр иртсен пуйăса ларнă, Виталипе пачах та çыхăнма май килмен. Çĕмĕрлере ăна ывăлĕ Миша тата хура тутăр çыхнă кинĕ кĕтсе илнĕ. «Анне, «Корвалол» ĕç-ха, — салона вырнаçсан вăйпах хистерĕç мана. — Пирĕн килте тата пысăк хуйхă. Виталик çакăннă. Атте ирхине анкартине тухсан асăрханă», — куçне тартса калаçрĕ Миша. Çак вăхăтра чун епле чăтрĕ-ши? Мĕскĕн чĕре паян та тапать, хамăн пачах та пурăнас килмест», — ассăн сывлать Алина. Хĕрарăм çав каç мĕнпур вăйне пухса Виталипе пĕрле пулнă çамрăксене киле чĕнсе илнĕ, пурне те тупăк умне тăратса мĕн пулнине пĕр пытармасăр каласа пама ыйтнă.

«Пуриншĕн те каçарăр мана. Тен, кама-тăр кÿрентернĕ эпĕ, каçарăр, ан айăплăр», — вилес умĕн, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, ирхи 4 сехетре Витали социаллă сетьре çавнашкал шăрçаланă. Çыру вĕçне йĕрекен виçĕ смайлик лартнă. Мунчана кĕрсе А4 хут листи çине пурнăçпа сывпуллашса çакнашкал çырнă: «Анне, атте, Лида, Надя, Гера, Миша, пурте, пурте, мĕнле май пур, çапла каçарăр мана».

Пытариччен амăшĕ ывăлĕн ÿчĕ çинчи мĕнпур сурана ÿкерсе илнĕ. Телефон çинчи сăнÿкерчĕксене журналистсене те кăтартрĕ: çамки, аллисем, хул-çурăмĕ кăн-кăвак, сулахай енчи аллине хытах çыртнă, тути çинче икĕ шăл йĕрĕ пур. Полици ĕçченĕсем тĕпченĕ хыççăн: «Эпĕ хăратăп, паян килте мĕнле çĕр каçмалла-ши? Машинăра еплерех туртса çапрĕç, антăхсах кайрăм, вилтĕм пуль тесе шухăшларăм», — Витали çапла каланă çывăх юлташне. «Георгий Алексее чукмарпа çапрĕ тесе çырмасан, вăл айăплине йышăнмасан каçхине сан пата тепре килетпĕр, хамăрпа илсе каятпăр, унта çитсен хăвах курăн, кунти пек мар тĕпчеççĕ», — хăратнă полици ĕçченĕ.

Шкул ачине полици ĕçченĕсен педагогсăрах тĕпчеме юрать-и? Ашшĕ умĕнче те калаçтарас темен Виталие.

Элĕкри полици ĕçченĕсем вара пачах урăхла ăнлантараççĕ. В.Ефремова машинăра тĕпченине мĕнпур çамрăк, вĕсемпе пĕрлех Георгий Ефремов та, пăхса тăнă-мĕн. Витали çак пăтăрмахшăн хăй айăплине йышăннă. Тĕлĕнмелле, шкул ачине машинăра тĕпчеме те юрать иккен. Анчах мĕнле айăп пирки пырать сăмах?

«Кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пулать, ачамсем, çавăнпа та хăвăр çине алă хурасси пуçра та пулмалла маррине каласан Витали: «Ухмах мар ĕнтĕ эпир, анне», — тетчĕ. Çакăннине те ĕненес килмест. Мăйне вĕрен касса кĕмелле-çке, кунта вара нимĕн палли те çукчĕ. Анкарти хыçĕнче машина йĕрĕ асăрхарăмăр. Темĕн те шухăшлатпăр, ывăлăма çакса хăвармарĕç-ши тесе иккĕленетпĕр, чĕр­куç­çипе çĕре лек­сех тăнă-çке вăл», — ĕсĕклесех йĕрет амăшĕ.

Ĕçчен çемье

Ураскилте çитсен ял çыннисемпе Ефремовсем çинчен сăмах пуçартăмăр. Питĕ тăрăшуллă çемье пулнине, Алина ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнине, Витали 5 çултах икерчĕ пĕçернине каласа кăтартрĕç. 14 гектар çĕр Ефремовсен. Унта нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Темĕн тĕрлĕ техника пур вĕсен. «Мана килте сенĕк, кĕреçе тавраш тыттарса курман ачасем. Витали анасене пĕчченех çулатчĕ, типĕтетчĕ, çĕрне сухалатчĕ. Пирĕн кил-çуртра хĕрарăм, арçын ĕçĕ тесе тиркешнине илтмен. Колхоз председателĕнче тăрăшнă чухне камăн мĕн тумаллине çырса çеç хăвараттăм, таврăннă çĕре выльăхне те пуçтарнă, пÿрчĕ те тап-таса, апачĕ те пиçнĕ», — тет Алина.

Витали иртнĕ çулла пиччĕшĕпе пĕрле Мускава ĕçлеме кайнă, унта 50 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. «Анне, ку укçапа ĕне сумалли аппарат тата 20 пин тенкĕ тăракан йĕлтĕр туянатăп, пурпĕрех спорт мастерĕ пулатăп», — тенĕ. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Унăн пÿлĕмĕнчи стена çинче вăл çĕнсе илнĕ медальсем упранаççĕ. Вĕсен шучĕ те çук. Ефремовсен ытти ачи те спортпа туслă.

Юн тăкмасăр чарăнман

«Шел те, пирĕн тăрăхра хура чунлă, усал юнлă çын халĕ те нумай. Кÿршĕ ялсем вăрçма тытăнсан ĕлĕкрен çын вĕлермесĕр, çĕре юн тăкмасăр чарăнман. Халĕ те пырать усал çак йăла. Андрей М. та çав кун тахçанхишĕн тавăрас шутпах килнĕ. 2014 çулта вăл салтак ăсатма чĕннĕ Ураскилтсене. Клубри çамрăксемпе пĕрле пирĕн Гера та кайнă. Çамрăксен хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă. «Ман каçа Ураскилтсем пăсрĕç, таврăнсан çакăншăн пурпĕрех тавăратăп», — тенĕ çара ăсаннă май Андрей. Гера та хур тÿснĕ хăнара, унăн тата чылайăшĕн машинин чÿречисене М. асламăшĕ çапса ватнă. Çартан таврăннă каччă çулталăк каялла хăй мĕн каланине манман, Атмалкассисене пухса пирĕн яла çитнĕ кĕрхи каç. Ăна пула икĕ çамрăк хура тăпрапа витĕнчĕ, теприне хупса лартса мĕнпур ĕмĕтне татрĕç», — куççульне чараймасть Алина.

«Сăнчăрласа лартман»

Алинăпа пĕрле Атмалкассине те, Алексей Назаровăн амăшĕ Венера патне, çитрĕмĕр. «Пĕтĕмпех Андрей М. айăплă. Больницăран сывалса тухсан урăх нихăçан та клуба тухмастăп, ку маншăн ĕмĕрлĕхе урок пулчĕ», — терĕ Алеша. Пуçĕ питĕ хытă ыратнине каларĕ. Хăлхинчен, сăмсинчен юн кайрĕ, хăрăлтатма пуçларĕ», — каласа кăтартать хĕрарăм. Венера ывăлне больницăра 9 сехет тытнинчен, çавăн чухлĕ вăхăт нимĕнле пулăшу паманнинчен тĕлĕнет. «Етĕрнене куçарма амăшĕн ирĕкĕ кирлĕ», — тенĕ-мĕн Сергей Павлов хирург.

Алексейĕн телефонĕ çум­­рах пулнă-çке, апла амăшĕ патне мĕншĕн шăн­кăравламан-ши сывлăх хуралçисем? Тата ме­дицина ятарлă пĕлĕвĕ илмен хĕрарăмран мĕнле ирĕк кирлĕ пулнă-ши тухтăра?

Шел те, Элĕкрен Етĕрнене каякан шăтăк-путăк çулпа 20 минут çеç кайма ĕлкĕрнĕ машина, Алеша амăшĕн аллинчех вилсе кайнă. «Андрей М. ертсе кайнă Ураскилте. Каçару ыйтма шухăшламарĕ, ун вырăнне: «Эпĕ сирĕн ывăлăра сăнчăрласа лартса кайман, хăех пычĕ», — терĕ çеç. Вăрçса-çапăçса çÿрекен ача марччĕ, ĕçе юрататчĕ. Пĕртен-пĕр ывăлччĕ вăл пирĕн тата икĕ хĕр», — каласа кăтартать амăшĕ.

Çын аллипе

А.Морозов полици капитанĕ Атмалкассинчен Ураскилте çапăçма ертсе килнĕ Андрей М.-ран илнĕ ăнлантару хучĕпе паллашма тÿр килчĕ. «Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче юлташсемпе пĕрле 1,5 литр сăра ĕçрĕмĕр, кайран, тахçанхи кÿренÿ канăç паманнипе, икĕ машинăпа Ураскилте тиенсе кайрăмăр. 2014 çулхи çулла çав ял çамрăкĕсем манăн ăсату каçне пăснăччĕ, тахçанхи çилĕ иртсе каймарĕ. Ураскилт çамрăкĕсемпе калаçса тăнă чухне хамăр ялти Алексей Назарова Виталий Ефремов çине чышса ятăм, вăл пуçĕпе унăн сăмсине тăрăнчĕ, çавăн пирки Витали сăмсинчен юн кайрĕ. Эпĕ никампа та çапăçман».

Çапла, вăл никампа та çа­­пăç­ман. Чăваш калашле, çын аллипе кăвар туртаканни анчах пулнă апла. Ертсе кайнă, пĕр айăпсăр ачасене çапăçма хистенĕ, хăй айккинчен пăхса тăнă.

Виталипе çав каç пĕрле пулнă С.Калмыков, Г.Егоров, А.Мурзаев, А.Викторов В.Астраханцев вакката ăнлантарса панă хутсемпе паллашрăмăр. Вĕсем пурте çапăçăва чи малтан Андрей М. пуçарнине, Атмалкассинчен килнĕ ушкăн Виталий Ефремовпа пĕрлех Алексей Назарова тапса хĕненине, каярахпа çитнĕ Г.Ефремов Алексее сăмсинчен пĕр хутчен çапнине калаççĕ.

Атмалкассисем Ураскилтрен çĕрле 12 сехетре тухса кайнă. Тепĕр 2 сехет çурă ăçта çÿренĕ-ши, мĕн тунă-ши? А.Назарова ирхи 3 сехетре çеç больницăна илсе çитернĕ. А.Викторов кÿнтĕлен ăнлантарса çырнинче çакнашкал калани пур. Атмалкасси çамрăкĕсем: «Шкул ачине те çĕнейместĕн-çке», — тесе йĕкĕлтешсе кулнă-мĕн. Ку тăрăхри çынсем Атмалкассисем Ураскилте килес умĕн те, кайран та пĕр-пĕринпе çапăçнине, Виталие çĕнейменшĕн Алексее хĕненине калаççĕ. А.Назаров вилнĕ хыççăн пĕтĕм айăпа Г.Ефремов çине йăвантарнă. Унăн аллинче чукмар пулнă, Алексее унпа пуçĕнчен çапса хĕненĕ имĕш. Кÿнтĕленсем вара Гера алăпа пĕр хутчен сăмсаран çапнине çеç курнă. Ăнлантарса çырнисенче те чукмар пирки калани çук. Судра та Г.Ефремов А.Назарова сăмсаран пĕр хутчен çапнине çеç йышăннă. Алексей кĕлетки вара аманса пĕтни паллă.

Сăмсаран пĕрре çапса çавăн чухлĕ суран кÿме пулать-ши?

Георгий Ефремов тĕ­лĕ­шĕпе айăплав приговорĕ йышăннă. Унăн çирĕп режимлă колонире 8,5 çул ирттерме тивĕ. Приговорпа килĕшмесĕр Ефремовсем Аслă суда тавăç тăратнă. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта çак ĕçе тепĕр хут тишкерĕç. Тĕрĕслĕх çиеле тухасса шанас килет. Ураскилт ял тăрăхĕнче пурăнакан 500 ытла çын Георгий Ефремова хÿтĕлесе алă пуснă. Туслă йыш айăплав приговорне пăрахăçлас, тĕрĕслĕхе çиеле кăларас тĕллевпе çитес эрнере Элĕк салинче пикета тухма хатĕрленет.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.