Комментировать

7 Апр, 2016

«Тетте» тусĕсем

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекен Вероника Маркелова паян класа пуринчен те малтан çитрĕ. Кĕнекипе тетрадьне, ручкине парта çине кăларса хучĕ. Унтан юратнă «Тетте» журналне алла тытрĕ. Акă алăк уçăлчĕ те Игорь Казанцев кĕрсе тăчĕ. Хĕрачана курсан йăл кулчĕ.

— Паян хам пуринчен те малтан çитесшĕнччĕ класа. Ĕлкĕреймерĕм. Тем пек хыпалантăм пулин те. Чим, эсĕ мĕн вулатăн ир-ирех? — кăсăкланчĕ хайхискер сумкине тенкел çине лартнă май. — Килти ĕçе хатĕрленетĕн-им? Хăш предметпа хăнăхтарăва пурнăçлаймарăн?

Вероника тусĕ çине пăхса йăл кулчĕ.

— Игорь, йăлтах йĕркеллĕ. Пăшăрханма кирлĕ мар. Авă «Тетте» журнал вулатăп. Килте те ăна алăран ямастăп, шкула та пĕрлех илсе килетĕп. Мĕн тери кăсăклă журнал! — мăнаçланчĕ хĕрача хавасланса.

— Юратнă кăларăма мана та çырăнса панă. Чăнах, питĕ интереслĕ журнал. Сăвă-калав вуласа, ÿкерчĕкĕсене пăхса, сăрласа савăнатăп. Вероника, малашне редакцие хамăр ĕçсене ярса памалла мар-ши? Ку тĕлĕшпе пире класс ертÿçи Валентина Григорьевна Лубашкина пулăшатех, — хавхаланчĕ Игорь.

Хĕрача хăй килĕшнине пĕлтерсе пуçне сĕлтрĕ.

— Тен, кайран эпир те журналистсем пулăпăр? — каллех журналĕсене алла илчĕ вăл.

Халĕ çак шкулти кĕçĕн класра вĕренекен кашни ача «Тетте» журнал, аслисем «Тантăш» хаçат çырăнма сăмах пани пурне те хавхалантарать.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.