Комментировать

7 Апр, 2016

Артист мар пулсан та …

Ялсенче Культура çурчĕсем пурри мĕн тери аван! Унтан та ытларах — вĕсем ячĕшĕн кăна ĕçлеменни. Тĕрлĕ кружок халăха йышăнать кунта. Шăмалакри вулавăшпа Культура çуртĕнче вăй хуракансем ял-йыша тунсăхлама памаççĕ. Халăх кружоксене çÿресе пултарулăхне ыттисене кăтартать. Тĕслĕхрен, ял вулавăшĕнче «Ăраскал» литература студийĕ вăй илсе пырать. Ертÿçи Венера Усанова библиотекарь кружока çÿрекен ачасем аслисене те, тусĕсене те çут çанталăка юратма, унăн илемне упрама, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентеççĕ. Хăйсен пултарулăхне Ксения Львова, Диана Петрова, Виолетта Тарасова тата Вероника Усанова пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть пĕчĕк артистсем ялти «Ромашка» ача садĕнчи шăллĕсемпе йăмăкĕсем патĕнче хăнара пулчĕç. Вĕсем Ева Лисинан «Ура айĕнчи» пьеса-юмаха выляса пачĕç. Çак юмахпа тĕплĕнрех Вероника Усанова паллаштарчĕ, вăл Çÿппи рольне вылярĕ.

Çул хĕрринче ÿсекен илемлĕ курăка аталанса çитĕнме май çук, наркăмăшлă сывлăш сарăлни, çынсем пĕр шелсĕр вăрмана тасамарлатни, унăн илемĕпе пур çĕрте те вырăнлă усă курманни, иртен-çÿрен кашни çын савăнса пурăнакан илемлĕ чечексене татни, таптани, пăшăрхантарать автора. Уçланка канма пынисем те тавралăха çÿп-çаппа варалаççĕ. Ватă çын сăнарĕпе автор пире пурне те çынлăхлă пулма хистет, ваттисене хисеплеме, туслăха упрама вĕрентет. Чĕрĕ-сывă ÿсекен Çÿппи симĕс курăк: «Пирĕн те пурăнас килет», - тесе çынсене тирпейлĕ пулма, çут çанталăка упрама чĕнсе калать.

— Çак шăхăша туссен чĕрине кĕртейсен эпĕ питĕ савăнатăп, — пуплерĕ ырă кăмăллă, çутă ĕмĕт-тĕллевлĕ, çут тĕнчене ырăлăх енчен çеç хак паракан, кăмăллă хĕрача. Вероника аппăшĕпе пиччĕшĕ пекех тухтăр пулма ĕмĕтленет, ачалăхри тавракурăмне алă парса, пур енлĕн те аталанса ÿсет: вăл илемлĕ ÿкерет, чăвашла илемлĕ сăвăсем çырать, чăваш поэчĕсен сăввисене пăхмасăр вулама юратать, тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Тусĕсем те маттур хĕрачаран тĕслĕх илеççĕ.

Вероника УСАНОВА,

ял библиотекарĕ.

Елчĕк районĕ,

Шăмалак.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: куракансем спектакльти артистсемпе.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.