Комментировать

5 Апр, 2016

Яланах халăхшăн ĕçлеччĕр

«Депутат — халăх тарçи» теме хăнăхнă эпир. Çак каларăшăн пĕлтерĕшĕ питех те анлă. Чи сумлă, халăхăн ĕмĕт-тĕллевне тÿрре кăларма пултаракан çынсене шанса паратпăр эпир депутат мандатне.

Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕн заместителĕнче нумай çул ĕçленĕ май кашни ялах темиçе хут çитнĕ, çынсемпе курса калаçнă. Çавăнпа ял тăрăхĕсен тата район Пухăвĕн депутачĕсене нумайăшне лайăх пĕлетĕп. Тÿрех каламалла: вĕсенчен чылайăшĕ сумлă çак ята чăннипех те тивĕçлĕ. Пуçаруллă пулнипе, пархатарлă ĕçсем тунипе палăрса тăраççĕ.

Иртнĕ çул пĕр пĕлĕш интереслĕ хыпар пĕл­тернĕччĕ. Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ С.Васильев тахçантанпах ĕнтĕ Хусанта «йăва çавăрнă». Тăван ялти хуçалăха та пăрахасшăн мар вăл. Мунча лартма шутланă. Пурине ăçтан тупмалла? Камран пулăшу ыйтмалла? Ку ыйтупа вăл ялта пурăнакан, район Пухăвĕн депутачĕ Л.Павлов патне пынă. Депутат унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ: пура илсе килсе панă, платниксем тупнă. Мунчана хута янă. С.Васильевăн вара депутата тав тумалли çеç юлнă.

Вăрмар районĕнчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйланнă В.Иванов /«Акконд» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ/ пирки те ыррине кăна калас килет. Республикăра иртекен Пĕрлехи информаци кунне хутшăнса района килсех çÿрет, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнать, вĕсене татса пама тăрăшать. Кĕтеснерти ача садне юсама укçа парса пулăшрĕ. Районта ирттерекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнакансене хăйсем туса кăларакан пылак çимĕçпе сăйлать. Нумаях пулмасть Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсем «Акконд» фабрикăна çитсе курчĕç, экскурси хыççăн Валерий Иванов депутатпа тĕл пулчĕç. Профориентаци ыйтăвĕсемпе иртнĕ вĕсен калаçăвĕ.

Çав хушăрах депутатсен хушшинче халăх шанăçне тÿрре кăларма тăрăшманнисем, пуçарулăх кăтартманнисем те çук мар. Шыв колонкисем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ-и, çул-йĕр шăтăк-путăклă-и, пурăнакан вырăнта тасалăх хуçаланать-и е çук-и — вĕсемшĕн пурпĕрех. Суйлав срокĕ вĕçленичченех хăшĕсем ĕçре пуçарулăх кăтартмаççĕ, ырă ĕç тумаççĕ.

Депутатсен яланах халăхшăн ĕçлемелле.

Анатолий ХОВАНСКИЙ.

Вăрмар районĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.