Комментировать

5 Апр, 2016

Тирпей-илем, хаксем, социаллă тĕллевсем тавра...

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ведомство пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ канашлу ирттерчĕ. Хальхинче унта тăватă ыйту пăхса тухрĕç.

Малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав комиссийĕсене авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче суйлав йĕркелесе ирттерме пулăшасси çинчен калакан Указа алă пусни пирки пĕлтерчĕ. Регион пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — документра Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă мероприятисене палăртнă. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков каланă тăрăх асăннă Указ — питĕ пĕлтерĕшлĕ документ, мĕншĕн тесен унта суйлав ирттерессипе çыхăннă мĕнпур пĕлтерĕшлĕ ĕçе палăртнă. "Пулăшу панин пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен 2016 çулхи суйлавсем çăмăлах мар. Ĕç тăвакан влаç органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсем суйлава çур çул маларахах хатĕрленме пуçлаççĕ", — терĕ Александр Иванович. Михаил Игнатьев суйлава уçă, конкурентлăх йĕркине пăхăнса çÿллĕ шайра ирттермеллине аса илтерчĕ.

Хуласемпе район центрĕсене тасатса тирпейлес, хăтлăх кĕртес енĕпе экологи уйăхлăхĕ йĕркелес ыйтупа ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов доклад турĕ. Унччен Михаил Игнатьев сăмах илчĕ. "Çанталăк кунран-кун ăшăтать. Тепрер эрнерен хуласенче юр юлмасть те. Юр ирĕлнĕçемĕн мĕнпур тасамарлăх, ăпăр-тапăр куç умне тухать. Çавна май территорисене тасатмаллах, тирпейлемеллех. Çак ĕçе тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Икĕ эрнере хуласене илемлĕ сăн кĕртмеллех ", — терĕ Михаил Васильевич. Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх — республикăри пур хулапа ялта та субботниксемпе воскресниксем йĕркелеме палăртнă. Вĕсене шкул ачисемпе студентсене, ĕç коллективĕсене явăçтарĕç. Çавăн пекех "Экологи хăрушсăрлăхне хÿтĕлемелли кунсем", "Пурăн, вăрман", "Йывăç ларт та упра ăна", "Йывăç кунĕ" йышши акцисем йĕркелеме йышăннă. Парксене, хуласен çывăхĕнчи вăрмансене тирпейлес, йывăç-тĕм лартас ĕçе çĕр пин ытла çын хутшăнасса шанаççĕ. Çак ĕçсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх — Шупашкарта ака уйăхĕн 7, 14, 21, 28-мĕшĕсенче "Санитари кĕçнерникунĕсем" йĕркеленĕç. Студентсемпе шкул ачисене, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене явăçтарса çак кунсенче чиркÿсен картишĕсене тасатĕç. Мăнкун умĕн унта тирпейлĕ те хăтлă пултăр. "Çавăн пекех скверсемпе аллейăсенчи, парксенчи ăпăр-тапăра, çÿп-çапа пуçтармалла, тиесе кайса тăкмалла. Çак ĕçе харпăр хăйне хисеплекен кашни çыннăнах хутшăнмалла. Шупашкарта ку çуркунне 3000 тĕп йывăç-тĕм лартăпăр ", — пĕлтерчĕ Алексей Олегович.

Çĕнĕ Шупашкарта та хулана тасатма, тирпейлеме пуçланă. "Химиксен хулинче иртнĕ канмалли кунсенче уйрăмах нумай ĕç тунă. Пăрлă çумăр хыççăн хуçăлнă 1 пин ытла йывăçа каснă. Ача сачĕсемпе шкул картишĕсенче çынсен пурнăçне хăрушлăх кÿрекен 130 ытла йывăçа тÿнтернĕ. Тĕкĕрç катине те тасататпăр. Хула çыннисем валли хăйнеевĕр парне хатĕрлетпĕр, çăва тухнă тĕле çĕнĕ парк уçма тĕв тăватпăр. Çĕнĕ Шупашкара ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне тасатса хăтлăх кĕртсе çитерме палăртатпăр", — терĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин 2016 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче потребитель хакĕсен ылмашăнăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Хаксем ÿсес енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче 7-мĕш вырăнта-мĕн. "Пуш уйăхĕнче ĕне, пăру, чăх какайĕн, çăмарта хакĕ чакнă. Çăкăр-булка хакĕсем пĕр шайрах. Çав вăхăтрах купăста, кишĕр, сухан кăштах хакланнă. Шăнтнă пулла та хаклăрахпа туянма тивет. Унăн хакĕ 13 процент таранчченех ÿснĕ. Хура чейшĕн те, сыршăн та халĕ ытларах тÿлеме тивет. Хаксене шайлашуллă тытса тăрас тĕллевпе эпир "Мода çуртĕнче промышленноç тата апат-çимĕç таварĕсене сутмалли ятарлă лапам уçрăмăр. Икĕ уйăх ытла ĕçлерĕ вăл. Кунсăр пуçне хуласенче канмалли кунсенче ярмăрккасем йĕркелеççĕ. Вĕсенче пахчаçимĕçпе сĕт юр-варне, аш-какай сутнисĕр пуçне вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе те савăнтараççĕ. Çакăн пек ярмăрккасенче пахчаçимĕçе, ытти тавара та йÿнĕрех хакпа туянма пулать. Калăпăр, çĕрулмине лавккара 13 тенкĕпе сĕнеççĕ-тĕк, кунта — 9-10 тенкĕпе", — пĕлтерчĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев 2016 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче Чăваш Енре пурăнакансене социаллă тÿлевсемпе тивĕçтерни пирки каласа кăтартрĕ. "Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 651 çын "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ. Хисеплĕ çак ята панă, паратпăр, малашне те парăпăр. Çăмăллăхсемпе маларах усă курнă ветерансен 15 проценчĕ паян вĕсене илеймест, ыттисем малтанхи пекех усă кураççĕ. Пенси, çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусемпе хулари ветерансемпе инвалидсен общество организацийĕсен членĕсемпе тĕлпулусем ирттертĕмĕр. Вĕсене хулари ТОС ертÿçисем, тĕрлĕ министерство специалисчĕсем хутшăнчĕç", — терĕ Сергей Петрович. "Канмалли кунсенче уçăлма тухсан пенсионерсем мана чылай ыйту параççĕ. Çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусене те туллин тĕшмĕртеймеççĕ вĕсем. Апла-тăк — информацие çитерес енĕпе кирлĕ чухлĕ ĕçлеместпĕр. Ватăсене телекурав, радиохыпарлав, хаçат-журнал урлă çăмăл чĕлхепе каласа-çырса ăнлантармалла", — сĕнÿ пачĕ Михаил Игнатьев.

Тăваттăмĕш ыйтупа — Чăваш Республикин официаллă делегацийĕ Челябинск облаçĕнче пулни тата Архангельск облаçĕн делегацийĕ Чăваш Ене килсе кайни пирки — Владимир Аврелькин министр сăмах илчĕ. Владимир Александрович пĕлтернĕ тăрăх — Челябинск облаçне пысăк бизнес-делегаци кайнă. Виçĕ кунра вĕсем чылай предприятипе организацин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, нумай килĕшÿ алă пуснă. Архангельск облаçĕнчен килнĕ делегаци членĕсемпе те пысăк тупăш кÿрекен чылай контракт тунă. "Çакăн пек ĕçлĕ çÿревсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, вĕсем пире аталанма, ÿсме, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, çавна май пысăк тупăш илме май параççĕ", — пĕтĕмлетрĕ министр.

Роза ВЛАСОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.