Чăх кукшаланать
Ман чăхсене тĕк çиекен хурт нушалантарать пулас. Ветеринар А эпицид препаратпа сиплесе пăхма сĕнчĕ, анчах вăл пулăшмарĕ. Ытларах чухне чăхăн "сухалĕ", кайран çурăмĕ кукшаланма тытăнать. Мĕн тумаллине пĕлместĕп. Водород перекиçĕпе те усă курса пăхрăм. Сарайĕнче яланах йывăç кĕлĕ тата вĕтĕ хăйăр пур. Инкекрен хăтăлма пулăшаймăр-ши? Тĕк çиекен хурта пула чăх вилме пултарать-и?
Капитолина Иванова. Шупашкар районĕ.
Çÿлерех çырса кăтартнă паллăсем тĕк çиекен хурт тапăннине кăна çирĕплетмеççĕ. Чăх-чĕпе тĕрĕс çитермесен те çапла пулĕ. Тĕслĕхрен, авитаминоз чухне В12 витамин çитмест е рационра сера, марганец тата йод сахал. Кун пек чухне апата сера /пĕр чăхха кунне 0,2-0,3 г/, ĕçмелли шыва марганец сульфачĕ /5-8 мг/, кали йодичĕ /3-4 мг/, В12 витамин /30-50 мг/ хушма сĕнетпĕр. Белокпа çу ытлашшине е фосфорпа кальци виçи улшăннине пула та тĕк тăкăнма пултарать.
Тепĕр чух чăх мамăкне улăштарать, çак тапхăр иртсен тĕк тăкăнма пăрахать. Ку вăхăтра çуллă апат сахалрах çитермелле, ытларах купăста çулçи, турантă, пулă е аш шăммин çăнăхне памалла, апата фосфорлă препаратпа /трикальцийфосфат/ пуянлатмалла. Чăх витинче авăртса вĕтетнĕ шапа хуранĕ пулмалла /хăйăрпа усă курма юрамасть, мĕншĕн тесен вăл хырăмлăх ĕçне пăсать/.
Чăхха тĕк çиекен хурт аптратнине пĕлес тесен çакна асра тытăр. Хурт чăх юнĕпе апатланмасть. Унăн юратнă апачĕ – ÿт тата тĕк татăкĕ. Паразит сайра-хутра вите кĕтесĕнче, шăтăк-çурăкра, ай сарăмĕнче пурăнать, ытларах чух ăна мăй, хырăм ÿтĕнче тата çунатăн шал енче тупма пулать. Вăл чăхха вĕлермест /юнне ĕçменрен/, анчах нушалантарать: ăна пула лешĕ имшерленет, çăмарта сахал тăвать.
Хурта пула тĕк тăкăнсан чăхха турингин препаратăн 5 процентлă суспензийĕпе е оксаматăн 2 процентлă эмульсийĕпе /пĕр пуçа 25-50 мл/ пĕрĕхтермелле. Вĕсем çăмарта тăвакан чăхшăн та сиенлĕ мар. Инсектицидлă препаратсемпе /хлорофос, карбофос, неоцидол, перметрин/ чăхха сиплеме юрамасть. Вунă кунра пĕр хут сирпĕтмелле.
Витере пысăк савăтпа кĕл лартмалла. Вăл тĕкпе тăранакан хуртран сыхлать. Ăна хлорофоспа /кĕл виçин 2 проценчĕ чухлĕ/ е полихлорпиненпа /2 процент/ хутăштарма юрать. Вараланнă кĕле çĕннипе улăштармалла.
Ăшăра витене креолин эмульсийĕпе сирпĕтĕр. Унпа чăхха лектермелле мар. Паразитсене çавăн пекех эрĕмпе хăратаççĕ, ăна маччаран çакса ямалла.
Чăх мĕншĕн кукшаланнине пĕлес тесен ветеринара чĕнме ан манăр, вăл чир сăлтавне вырăнта тупса палăртма, тĕрĕс сиплеме пулăшĕ.