Суйкăнсем суймаççĕ
Асăннă ял епле пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пĕрремĕшне вара "суяс" сăмахпа çыхăнтараççĕ. Вăрманта пытаннă яла хырçă пуçтарма килнисем, "Эсир камсен пулатăр." - тесе ыйтнă-мĕн. "Эсир хăвăр вара ăçтисем." - çийĕнчех тĕпченĕ хресченсем. Вĕсем Пăва уесĕнчен пулнине пĕлсен, "Эпир Улатăр уесне пăхăнатпăр", - тенĕ. Улатăр уесĕнчисем килсе тухсан вара Пăва уесĕнчисем тесе çирĕплетнĕ. Çапла майпа - суеçтерсе - вĕсем налук тÿллессинчен хăтăлнă. Кунта пурăнакансем суйма ăста пулнăран ялне те Суйкăн тенĕ. Вулаканăм тĕшмĕртеймерĕ пулĕ-ха, сăмахăм Улатăр районĕнчи Суйкăн пирки.
Шунер хĕрринче
Çав вăхăтрах асăннă яла Патăрьел тăрăхĕнчи Алманчăран куçса килнĕ виçĕ пĕр тăван - Айтар, Турай тата Суйкан - пуçарнă тесе çирĕплетеççĕ тавра пĕлÿçĕсем. Суйканĕ сĕм вăрмана вĕсенчен маларах килсе тĕсенĕ имĕш. Илемлĕ уçланка асăрханă. Юхан шыв хĕрринче çÿллĕ, сарлака хыр çитĕннĕ. Ватă хыра тата шыва Киремет вырăнĕ тесе палăртнă. «Эпĕ вилсен кунта çурта çутăр, чÿк тăвăр, «Тав тăватпăр сана, Суйкан, тесе калăр», - çапла пиллесе хăварнă вăл Суйкăнсене. Ял çыннисем унăн халалне пурнăçланă. Çулсем иртнĕçемĕн хыр хăрнă, апла пулин те халăх çак вырăна манман, тунката патĕнче пулсан та - чÿк йăли-йĕркине туса ирттернĕ. Аваллăхран паянхи куна таврăнар-ха. Паян Суйкăнсем Киремет вырăнне çÿремеççĕ ĕнтĕ, чÿк те манăçнă. Ял варринче - тахçан вăл айккинче пулнă - тĕне кĕмен чăвашсен масарĕ. Сăмах май, вăл Чăваш Республикинчи истори палăкĕ шутланать. Сăваплă çав вырăна эпĕ те çитсе куртăм. Вăл икĕ çырма варрине тăрса юлнă халĕ. Пĕринче Шунер /тĕне кĕмен чăваш ячĕ, ялта Шунер йăхĕсем пурăнаççĕ/ шывĕ шăнкăртатать. «Теприн вырăнĕнче авал вилесене масар çине илсе пымалли çул пулнă. Каярах шыв-шур çĕре илсе кайнăран çырма пулса юлнă. Шыв-шур вăйлă çулсенче çыран ишĕлет те вилнисен шăммисем, пуç купташкисем тухаççĕ. Тимĕр çĕçĕсем, хĕрарăм капăрлăхĕсене тупни те пулнă. 1965 çулта кунта çĕçĕ, пăхăртан тунă çĕрĕ, кĕмĕл укçасем тухни паллă»,- пĕлтерчĕç Суйкăнсем. Халĕ масар вырăнĕнче тĕмескесем çеç юлнă. Нухрат шыракан çамрăксем кунта темиçе те килнĕ-мĕн, чылай вырăна та чавса пăхнă.
«Çĕнĕ арманта» пулă ĕрчетеççĕ
Маларах кайса çакна та калам. «Суя çур пурнăç», - теççĕ пулин те паян Суйкăнсем «шăнман пăр çине лартса ямаççĕ». Апла пулин те килен-каяна тÿрех пĕтĕм вăрттăнлăха уçмаççĕ. Асăрханулăх тени вĕсен авалтанах упранса юлнă пулас. Хăйсен пирки «шăтăкри ял» тесен кÿренеççĕ! «Эпир тахçанах çутта тухнă, çĕнĕлле пурăнатпăр», - тесе хирĕçлеççĕ. «Ялта 360 çурт, 350-шĕнче пин ытла çын пурăнать, - паллаштарать Суйкăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Иван Котмаков.- Вырăнти «Пламя» хуçалăх 2005 çулта салăннă хыççăн фермерсен йышĕ ÿснĕччĕ. 15 те çитнĕччĕ. Пĕлтĕртен вара ялта виçĕ фермер кăна юлчĕ. Ялти вăй питти арçынсем вăрманпа ĕçлеççĕ, пура, строительство материалĕ хатĕрлеççĕ. Хамăр тăрăхрисен саккасне кăна мар, Чул хулапа Мускавăнне те пурнăçлаççĕ. Новгород, Рязань облаçĕсене те ĕçлеме çÿреççĕ. Унта хамăр ялсем маларах кайса вырнаçнă та ентешĕсене манмаççĕ. Хĕрарăмсем те питĕ правур. Кашни килти хуçалăхрах икшер, виçшер ĕне. Пирĕн енче асăннă выльăх шучĕ чакман. Паянхи куна Суйкăнра мăйракаллă шултра выльăх - 475 пуç. Ялта виçĕ кĕтÿ. Юлашки вăхăтра выльăхсене черетпе кĕтеççĕ. Маларах кĕтÿçсем тытатчĕç. Вăкăр самăртса сутаççĕ. Вĕсене пухма тутарсем килеççĕ. Ялта сурăхпа качака та йышлă. Сысна çăвăрлаттарса çурисене сутаççĕ. Чăх-чĕп, хур-кăвакалăн шучĕ те çук. Сĕте икĕ усламçă пухать. Шел, хамăр çынсем мар. Литршăн 15 тенкĕ кăна параççĕ. Хамăрăннисем яваплăхран шикленеççĕ. Суту-илÿ ĕçне пур чухне те пуçарма çăмăлах мар. Сăнатăп та - аслă çул хĕрринчи ялсенче пурăнакансемех урăхларах. Вĕсем пахчинчи юлашки чечекне те тухса сутаççĕ. Пирĕн вара ытларах чухне - ахалех параççĕ».
Суйкăнсем харпăр хăй çĕрĕсенче çĕр улми сутлăх та туса илеççĕ. Выльăх нумай тытнăран вĕсен тислĕк çителĕклĕ, пахча çимĕç ăнса пулать. Кăçал, сăмахран, «иккĕмĕш çăкăра» - 1125, ытти пахча çимĕçе 450 тонна пухса кĕртнĕ. «Кашни килте урапаллă 2-3 трактор, утă хатĕрлемелли, пухса кÿртмелли агрегатсем, вăрман ĕçĕнче усă курмалли хатĕрсем пур. Кашни хушма хуçалăхрах - электичествăпа ĕçлекен арман. Кил хуçи хĕрарăмĕсем вăрмана çырла-кăмпана, милĕк касма, сиплĕ курăк пухма çÿреççĕ. Вăрман пуянлăхне Улатăр пасарĕнче сутаççĕ. Телефонпа шăнкăравласа саккас паракансен ыйтăвĕсене те пурнăçлаççĕ», - калаçăва хутшăнать ялти вулавăш «хуçи» Светлана Кольцова. Светлана Петровна пĕлтернĕ тăрăх - Суйкăнсем хурт-хăмăрçăсем, сунарçăсем, пулăçăсем. Хăшĕ-пĕри 70 вĕлле таранах тытать иккен. Хĕрарăмсем те утарçăсем. 8 теçетке çула хыçа хăварнисем те «ылтăн хурта» пăхса йăпанаççĕ. Авал Хура Пасна шывĕнче /вăл Суйкăнран инçех мар юхать/ шыв арманĕ йышлă пулнă. Юлашки шыв арманĕ ларнă вырăна вĕсем Çĕнĕ арман теççĕ. Унта ял халăхĕ пĕве пĕвеленĕ. Пулă ĕрчетеççĕ. Владимир Мигурин маттур ар пуçарăвĕпе ял хушшинче те пĕве чавнă. Унта ял çыннисем вăлтапа пулă тытаççĕ.
Сывлăш кăна мар, шыв та таса пултăр
Иван Котмакова паян халăх шучĕ чакманни те хĕпĕртеттерет. «Кăçал 13 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен йышĕ тата хушăнасса кĕтетпĕр. Кăçал 1-мĕш класа 11 ача кайрĕ. Пĕлÿ çуртĕнче - 154 вĕренекен. Суйкăн шкулĕ пĕлÿ шайĕпе те, хăтлăхĕпе те районта чи лайăххисен йышĕнче. Çамрăксем те яла юлаççĕ. Çемье çавăрса пурăнма, ачапчана ÿстерме условисем аван. Культура çурчĕ, вулавăш, ФАП, 5 лавкка, банкомат пур, кредит кооперативĕ те хамăр патăмăртах. Халăх Улатăра каймасăрах çăмăллăх кредичĕсем илме пултарать. Шупашкар та Кивĕ Эйпеç урлă тÿрĕ çула хута янă хыççăн пирĕншĕн çывăхланчĕ. Тĕп хуларан Суйкăна куллен пĕчĕк автобус çÿрет. Вунă çул каялла вара вăл канмалли кунсенче кăна килетчĕ. Нумаях пулмасть ял варринче часавай туса лартрăмăр. Иккĕмĕшĕ - шкул çывăхĕнче. Унта шыва кĕмелли вырăн та /купель/ пур. Çăл куç патĕнче илемлĕ пусă хăтларăмăр. Кăçал Мускав проекчĕпе чиркÿ хăпартрăмăр. Ăна Раççейри асап тÿснĕ çветтуйсен ячĕпе çыхăнтартăмăр. Пирĕн тăрăхра Первомайски поселокĕнче хăй вăхăтĕнче колони пулнă. Унта нумай пачăшкăна персе пăрахнă. Вĕсенчен пĕрне çветтуйсен шутне те кĕртнĕ. Çитес çул Суйкăнра чиркÿ комплексне хута яма ĕмĕтленетпĕр. Унта вырсарни шкулĕ уçасшăн. Чăваш культурин музейне тăвасшăн. Хальлĕхе пирĕн экспонатсем шкулти тавра пĕлÿ музейĕнче упранаççĕ. Культура ĕçченĕсене ялти ватăсенчен авалхи япаласене пухма явăçтарасшăн. Кинемейсен пир тĕртмелли станоксем те, ытти ĕç хатĕрĕ те упранса юлнă. Манăн тепĕр тĕп тĕллев - масара каякан урама асфальт сартарасси»,- хавхаланса калаçрĕ Иван Петрович.
Аякри ял çыннисен чи çивĕч ыйтăвĕ - район центрне, Шупашкара çитсе килесси. Улатăра - 45, тĕп хулана 200 ытла çухрăм. Енчĕке самаях çÿхетме тивет. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче ял çыннисем эрех вăйлă ĕçетчĕç. Хĕрарăмсем те унăн серепине лекнĕччĕ. Пашалăх ял çыннине килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ пама пуçласан нумай çемьере арçынсем ĕçме пăрахрĕç. Кредит илни дисциплинăна çирĕплетрĕ. Халăх яваплăха туйма пуçларĕ. Эпир ĕçкĕпе иртĕхекенсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшатпăр. Каргинсене, сăмахран, ашшĕ-амăш ирĕкĕнчен хăтармах патне çитнĕччĕ. Халĕ пăхатăп та - вĕсем çурт çĕклеççĕ. Иккĕшĕ те ĕçлеççĕ, çăмăл машинăпа çÿреççĕ. «Хурçă ут» та пур. Чун хĕпĕртет. Халăх аван пурăнать халĕ. Çуртсене шыв кĕртеççĕ. Кĕпе çумалли машинăсемпе усă кураççĕ. Пÿртрех - туалет, ваннăй. Пĕр сăмахпа, хулари пекех.
Пирĕн тăрăхра ĕçмелли шыв начар. Специалистсем палăртнă тăрăх - унта акшар /известь/ нумай. Çавăнпа халăх чирлет. Чылайăшĕн пÿрере, ват хăмпинче чул «пухăнать». Тĕлĕнмелле те, анчах ку амакпа ытларах хĕрарăмсем аптăраççĕ», - терĕ Иван Петрович.
Çапла вара, çын сывлăхĕшĕн атмосфера таса пулни кăна мар, шыв пахалăхĕ те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шыв начар тесе урăх çĕре каяймăн. Ыйтăва кирек епле пулсан та вырăнтах татса пама титвет.
Типĕтнĕ хĕрлĕ кăшманран - сăра
Суйкăнри ватăсем паянхи кунчченех чăваш кĕписемпе çÿреççĕ. Чăвашла хитре, таса калаçаççĕ. Вĕсем пупленине итленĕçемĕн итлес килет.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Суйкăнсем ялти культура çуртĕнче чăвашсен ĕлĕкхи уявне - Кĕр сăри ирттернĕ. Малтанах культура «вучахĕн» директорĕ Елена Чернова пухăннисене мăн асатте-асанне ку праçника епле ирттерни пирки каласа панă. Ăна кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн йĕркеленĕ. Сĕтел çине çĕнĕ тырăран авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çавра çăкăрпа чăкăт тата пичкепе сăра лартнă. Кашнине сăра ас тивме сĕннĕ. Праçник вăхăтĕнче чÿк тунă, вилнисене пуç тайнă, çĕнĕ тыр-пула сăваплама ыйтнă. Ырă та пуян тухăçшăн тав туса кĕлĕ вуланă. Çак йăлана йĕркелесе ирттериччен пĕр çын та çĕнĕ тыр-пула тытма хăяйман.
Уяв кĕреки валли Суйкăнсем те çăкăр, кукăль, хуплу пĕçернĕ. Ĕлĕкхи йăлапа çĕнĕ салатран, çĕнĕ хăмларан сăра вĕретнĕ. «Эпир кăçал пухнă вăрман çимĕçне те, йÿçĕтнĕ пан улмине те сĕтел çине лартатпăр. Сăрана вара кашни хăйĕн рецепчĕпе тăвать. Пыл сăри те, кăрчама та пур. Чылайăшĕ ăна хĕрлĕ кăшманран вĕретет. Асăннă пахча çимĕçе тураса кăмакара лайăх типĕтеççĕ. Кайран ăна сăра вĕретнĕ çĕре яраççĕ. Унăн тĕсĕ вара питĕ хăйне евĕр пулать»,- пĕлтерет Елена Михайловна.
Халĕ Суйкăнсем чăваш культурин кунне хатĕрленеççĕ. Улатăр районĕнчи виçĕ чăваш ялĕ - Кивĕ Эйпеç, Çĕнĕ Эйпеç тата Суйкăн - темиçе çул ĕнтĕ пĕрле ирттереççĕ ăна. Унта чăваш йăли-йĕркине, культурине упрас енĕпе чи маттуррине палăртаççĕ. Уява пурте чăваш кĕпи тăхăнса пырать. Концерт лартаççĕ, алă ăстисен куравне хатĕрлеççĕ, чăваш апат-çимĕçне пĕçереççĕ. Çак уява ачасемпе çамрăксене те явăçтараççĕ. Ырă çак йăла-йĕркене вĕренсе юлччăр теççĕ. «Хĕвел» фольклор ушкăнне çÿрекенсем сцена çине асламăшĕ-кукамăшĕ арчинчи ĕлĕкхи чăваш кĕпипе тухаççĕ. Суйкăна тĕне кĕмен чăвашсем пуçарнă. Вĕсен хăш-пĕр йăли-йĕрки паянхи кунчченех упранса юлнă. Асăннă ялта пурăнакансем Çимĕке анлăн палăртаççĕ. Кĕçнери кун ирхине Çимĕк мунчи кĕреççĕ. Çав кунах масар çине каяççĕ. Питравра така пусаççĕ, хура çырла кукăлĕ янтăлаççĕ. Вилнисене така пуçĕпе сăйлама масар çине васкаççĕ. Мăн кунра та 2-3 кун савăнаççĕ.
Суйкăнсем чăваш çыравçисен хайлавĕсене те вулама кăмăллаççĕ. Светлана Кольцова пĕлтернĕ тăрăх - кунта 750 вулакан. «Телевизорпа ыррине питех кăтартмаççĕ», - тесе ватăсем те вулавăша кăштăртатса çитеççĕ-мĕн. Ялта «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕрлĕ хаçат-журналне çырăнса илеççĕ. Шел, вĕсен йышĕнче «Хыпар» сахалрах. «Эпир унти статьясемпе Интернетра паллашатпăр. Вулавăшра та пур вăл»,- çапла сыв пуллашрĕç манпа Суйкăнсем.
Роза ВЛАСОВА