Комментировать

29 Мар, 2016

«Эпĕ кашни ĕненех лайăх пĕлетĕп»

Ăçта çуралнă çавăнта кирлĕ пулнă. Хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста. Çак сăмахсене Комсомольски районĕнчи Вутланта пурăнакан Петр Зверев пирки каланă пекех туйăнать. Петр Васильевич хăй яла юлассине ачаранах пĕлнĕ.

«Тунмастăп: хулана каясси пирки пĕрре те шухăшламан. Эпир çемьере çиччĕн, 2 хĕрпе 5 ывăл, çитĕннĕ. Эпĕ — чи кĕçĕнни. «Санăн киле юлмалла, тĕпкĕч пулмалла, аттепе аннене пăхмалла», — çак сăмахсене мана аслисем пĕрре кăна мар каланă. Тăманлă Выçли шкулĕнчен вĕренсе тухсан çара кайрăм. Ун хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕтĕм. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Ветеринар-фельдшер пулса тăтăм. Мана тÿрех «Пайгас» хуçалăхри Тăманлă Выçли фермин заведующине лартрĕç. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн Çĕнĕ Мăрата /«Заря» хуçалăх/ тĕп зоотехника чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Ĕçленĕ тапхăртах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăн мар мелпе зоотехника вĕрентĕм. Çĕнĕ Мăрат ферминче аван ĕçленĕ. Пĕр ĕнерен çулталăкне 5000 литр ытла сĕт суса илнĕ. Астăватăп-ха: пĕр доярка 6000 литр ытла сĕт сунăччĕ. 12 çул иртни сисĕнмерĕ те. Кайран самана ылмашрĕ те фермăра та лару-тăру улшăнчĕ. Специалистсем тухса кайма пуçларĕç. Ветеринар та тупăнмарĕ, осеменатор та ĕçе пăрахрĕ. Пĕччен тăрса юлтăм. Укçине сахалрах тÿлеме пуçларĕç. Шăп çав вăхăтра мана «Рассвет» хуçалăха тĕп зоотехникра ĕçлеме чĕнчĕç. 2009 çултанпа вара Тукай ферминче вăй хуратăп», — каласа кăтартрĕ Петр Васильевич.

Петр Зверев паян зоотехник та, осеменатор та, ветеринар та. Вăл республикăра иртекен осеменаторсен конкурсне çулсеренех хутшăнать. Тăтăшах çĕнтерÿçĕсен тата призерсен йышне кĕрет. Краснодарта тата Воронеж облаçĕнче те хăйĕн ăсталăхне тĕрĕсленĕ вăл. Германире опыта ÿстернĕ. «Осеменаторта ĕçлетĕп тесе ĕмĕрне те шухăшламан. «Ку ĕçе мĕнле майпа кÿлĕннĕ-ха эсĕ?» — тесе çынсем те ыйтаççĕ манран. Арçын ĕçĕ мар-çке вăл. Фермăра пĕр хушă осеменатор çукчĕ. Ĕнесене вара вăхăчĕ çитсен пĕрех пĕтĕлентермелле. Хайхи кĕнеке вула-вула интересленсе кайрăм... Ăнкарса илсен кашни ĕç интереслĕ. Малтанах, хăнăхиччен, йывăртарах паллах. Ĕнесене те пĕлместĕн. Халĕ 100 ĕнене пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлетĕп. Миçе пăруланă вăл? Унăн пăрăвĕ хăшĕ? Мĕнлерех пĕтĕленет вăл — йăлтах чухлатăп. Манăн виçĕ ĕçĕ те пĕр-пĕринпе çыхăннă. Осеменаторăн, тĕрĕссипе, çав енĕпе кăна ĕçлемелле. Зоотехникăн вара йăлт пĕлмелле. Ветеринарăн выльăха сиплемелле. Унччен ĕнесем хамран хăрамастчĕç. Картара ман пата хаш! кăна пырса тăратчĕç. Мĕнле пăхаттăм — вирхĕнсе пыратчĕç. Халĕ, укол тума пуçларăм та, — ĕнесем хамран хăраççĕ. Çав çитменлĕх пур ĕнтĕ. Çавăнпа пĕтĕм ĕçе пĕр çыннăн тумалла мар. «Ветеринарăн ĕнесене пĕтĕлентермелле мар», — тесе унчченех калатчĕç-ха. Анчах кун пирки маларах шухăшламан та. Халĕ ăнлантăм», — вăрттăнлăха уçрĕ Петр Васильевич.

Тукай ферминче паян мăйракаллă шултра выльăх 340 пуç. Унсăр пуçне тата сыснасемпе лашасем пур. Выльăх-чĕрлĕхе юратасси ачаранах пуçланнине пытармарĕ Петр Зверев. «Пирĕн картара яланах 2-3 ĕне пулнă. Пăрăвĕсене те усранă, сурăх, кролик йышлă тытнă. Паян пирĕн килти хушма хуçалăхра сăвăнакан виçĕ ĕне, икĕ пушмак пăру, икĕ вăкăр, сыснасем, «шурă великан» ăратлă кроликсем. Вĕсене Мускавранах, «Раççей фермерĕ» куравран, илсе килнĕччĕ. Кроликсене аттепе анне, ватă пулсан та, юратса пăхаççĕ. Хĕрĕмсем Аньăпа Лиза та кăмăллаççĕ. Кроликсем пирки проектсем çырса конкурссене те хутшăнаççĕ», — хавхаланăвне пытармарĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. Ăна, пуçаруллă та хастарскере, Хисеп хучĕ тата Тав çырăвĕпе пĕрре кăна мар чысланă. Выльăх-чĕрлĕхе те, чĕрчунсене те юратать Петр Зверев. «Чĕрчуна шеллетĕп эпĕ, çавăнпа манран сунарçă пулмасть. Хушаматăм та Зверев», — йăл кулчĕ вăл. Çапах качакана питех хисеплемест. Унпа çыхăннă пĕр мыскарана та каласа пачĕ. Пĕрре, çулла, Петр Васильевич килне таврăннă та ашшĕ темĕнле чĕрчунпа ăшталаннине курнă. Хайхи ватă çынна йăлт суранлатса пĕтернĕ-мĕн... «Йытă теес — йытă мар, хир сысни пек те мар. Çăмламас, хăй лăпăс-лапăс... Картише кĕрсенех сăмсана кÿ! пырса çапнă шăршă кăна вăл качака таки пулнине систерчĕ. Анчах унăн мăйракисем те çук... Хайхи аттене киле кĕртсе ятăм та выльăха урамалла кăларасчĕ тетĕп... Ниепле те тухасшăн мар. Тин кăна тытнă тимĕр решетке картана кĕрслеттере-кĕрслеттере йăлт авса пĕтерчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕлтерме тиврĕ вĕт. Ушкăнпа пĕрле пулса ăна ферма витине илсе кайса хупрăмăр. «Мĕн тумалла хайхи кунпа?» — тесе пуç вататпăр. Вăрмана ярас — кăмпана кайнă çын ăна тĕл пулсан калаçайми пулĕ. Начартарах пурăнакансене парас — качака такин какайне кам çитĕр? Пăшалтан перес — сас пулать. Çăхав та çырĕç. Вара пăявпа пăвса пăрахрăмăр та пытартăмăр. Качака таки пирĕн патра мĕнле пырса ернĕ тетĕр-и? Выльăх пуçтаракан тутарсем, çул çинче антарса хăварнă ăна. Лешĕ тÿрех яла килнĕ, хĕрринчи çурта кĕнĕ... Унпа «çапăçнă» хыççăн аттен мăкăльсем те тухнăччĕ, кăвакарнă вырăнсем те пурччĕ», — тĕлĕнтерчĕ арçын. Сăмах май, качакана Каçал тăрăхĕнче питех усрамаççĕ... Ĕненех кăмăллаççĕ.

«Шел, çамрăксем халĕ фермăсене питех каясшăн мар. Халĕ ĕçлекеннисем йăлтах аслă ăрурисем. Фермăна кайса курман çын пĕрех унта пымасть. Кам ача чухнех кайса курнă е ашшĕ-амăшĕ унта ĕçленĕ — çавсем кăна каяççĕ. Совет саманинче шкулта вĕренекен хĕрачасене вĕренÿпе производство комбиначĕсенче /УПК/ ĕне сума вĕрентнĕ. Çĕнĕ Мăратра шкулта пулнă вăл. Ун чухне шкул пĕтерекенсем пурте ферма витĕр тухнă. Халĕ çамрăксем яла юлччăр тесе шкулта ятарласа вĕрентмеççĕ. «Чылай çамрăк фермăна шăршлă тесе тиркеме пăхать. Паллах, унсăрах мар. Хăнăхнă ĕнтĕ, ăçта кайса кĕрĕн? Укçан шăршă çук темелле-и? Яла юлнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Юратнă ĕç кăмăла çĕклет. Ялта пурăннăшăн кулянма мар, хĕпĕртетĕп çеç. Ялĕ пирĕн питĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнă. Вăрман çывăхра, хамăра ирĕк. Хулари пек пĕр-пĕрне тăрăнса утса çÿремелле мар. Халĕ хуларипе ял пурнăçĕ хушшинче уйрăмлăхĕ пысăках мар. Туалет, ваннăй, вĕри, сивĕ шывĕ пĕтĕмпех — пÿртре. «Турилкке» антенна иккĕ те. Кашни пÿлĕмре — телевизор. Çамрăксем яла юлма ан шикленччĕр, вăр-вар пулсан ялта питĕ лайăх», — йăл кулса ăсатрĕ мана Петр Васильевич.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.