Константин Яковлев: «Пуласлăх никĕсĕ – астăвăмра»
Культура — кирек хăш халăхăн кăмăл-сипет, ăс-хакăл никĕсне палăртакан пулăм, хăйнеевĕрлĕ тытăм. Ламран лама куçса пынă йăла-йĕрке, чун-чĕре пахалăхĕсем аваллăхпа паянхине, пуласлăха çыхăнтаракан вăчăра пекех. Вĕсем çитĕнекен ăрăва, çамрăксене çуралнă кĕтесе, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.
Пурнăçăмăрта культура пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ вышкайсăр пысăккине шута илсе Раççей Президенчĕ тăхăр çул каялла çĕршывра Культура ĕçченĕн кунне тăвасси çинчен ятарлă хушу кăларнăччĕ.
Шăпах паян — пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче — паллă тăваççĕ ăна республикăн культурăпа искусство тытăмĕнчи 1342 организацире ĕçлекен 5590 çын.
Мĕнлерех пурăнать отрасль, мĕн савăнтарать, шухăшлаттарать унта вăй хуракансене? Çакăн пирки тата малашлăх тĕллевĕсем çинчен калаçрăмăр та Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлевпа.
— Константин Геннадиевич, хаçат вулаканĕсене сирĕнпе паллаштарни питĕ вырăнлă пулĕччĕ. Кĕскен пулсан та хăвăр çинчен каласа кăтартсамăр.
— Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Чăваш Енрусель ялĕнче 1965 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă эпĕ. Хусан патшалăх педагогика университетĕнче биологи-хими специальноçĕпе пĕлÿ илнĕ. Философи докторĕ.
Пурнăçăн пысăк пайне общество ĕçĕпе çыхăнтарнă тенĕ пулăттăм. Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн канашне14 çул ытла ертсе пытăм. Çав тапхăрта республикăри йăхташсен культурине, йăли-йĕркине упраса хăварассипе тата малалла аталантарассипе çыхăннă регионти, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри уявсен йĕркелÿçи пулнă, вун-вун мероприяти ирттернĕ. Мана Тутарстан халăхĕсен ассамблейин Президиумĕн членне, Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн Федераци Канашне, Тутарстан Республикин культура, этноконфесси хутшăнăвĕсен, республикăн интеллектуал вăй-хăватне аталантарас ыйтăвĕпе ĕçлекен Общество палатине суйланă. Çав ĕçсемшĕн тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнă: Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕпе /2004 çул/, Хусан хулине йĕркеленĕренпе 1000 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе /2005/, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Тав çырăвĕсемпе /2009, 2015/, Хусанта 2013 çулта ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери 27-мĕш çуллахи универсиадăн асăну медалĕпе / 2013/. 2015 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнчен ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп.
— Çут çанталăк ырлăхĕсемпе пуян Тутарстанран Чăваш Ене куçса килме шел пулмарĕ-и?
— Кун-çулăма паянхи куна çити тăван халăх культурине аталантарассипе çыхăнтарнăран, чăвашлăхшăн чун-чĕрене ыраттарса, унтан та ытларах савăнса ĕçленĕрен çак йышăнăва тунине тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Çĕнĕ ĕçре ентешсемшĕн тата та нумайрах вăй хума, ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарасса шанатăп. Пĕр тăрăхра чăвашсен паха опычĕпе паллашăп, тепĕр çĕрте хам пулăшма тăрăшăп. Çапла пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрне пулăшса малалла утăпăр.
— Çĕнĕ ĕçре чи малтан, вăхăта вăраха ямасăр татса памалли ыйтусен ретне хăшĕсене кĕртнĕ пулăттăр?
— Отраслĕн аталанăвне, çитĕнĕвне палăртакан тĕп кăтартусене лайăхлатмалла: культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базисене çирĕплетмелле, чăваш халăхĕн культура хăйевĕрлĕхне упраса хăварса малалла аталантармалла, тĕрлĕ халăх çыннисене, этника ушкăнĕсене аталанма майсем туса памалла, нацисен хушшинчи çыхăнусене вăйлатмалла.
— Апла вĕсем пирки тĕплĕнрех калаçар-ха.
— 2016 çул Раççейре — Кино çулталăкĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Енри виçĕ хула — Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле — вырăнти кинозалсене çĕнетме тата цифра хатĕрĕсемпе пуянлатма федераци бюджетĕнчен 15 млн тенкĕ укçа илнĕ. Кăçал ку енĕпе тата малалла ĕçлетпĕр.
Наци библиотеки пулăшнипе муниципалитет вулавăшĕсем электрон каталогсем хатĕрлеççĕ. Кăçал библиотекăсен кĕнеке фондне пуянлатма республикăна федераци бюджетĕнчен 658 пин тенкĕ уйăрса пама палăртнă, республика бюджетĕнчен — 816,5 пин тенкĕ.
Чăваш тĕррин музейне уçни — иртнĕ çулхи паллă пулăм. Унти экспозицире халăх тĕррин 19-мĕш ĕмĕрчченхи тапхăрне туллин çутатнă, ун хыççăнхи аталанăва та кăтартса панă. Кăçал проекта малалла тăсмалла, "Кĕмĕл çÿпçене" ĕçлеттерсе ярасшăн. Реконструкципе çыхăннă проектсем те пур. Сăмахран, Вырăс драма, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕсене çĕнетес ĕçе малалла тăсасшăн. Унта республика бюджечĕн нухрачĕпе усă курăпăр, Чăваш патшалăх филармонине юсама вара федераци те пулăшĕ.
Яллă вырăнти культурăпа кану базине çирĕплетес енĕпе те май пур таран вăй хунă. Ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене тĕпрен юсама ЧР бюджетĕнчен 11 млн тенкĕ уйăрнă, унпа 21 çурта юсанă. Кăçал Елчĕк районĕнчи Тускелте, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăра тата Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра нумай функциллĕ кану çурчĕсем тăвас ĕçе пуçăнатпăр.
— Юлашки çулсенче вырăнти туризм çине пусăм тума пуçларĕç. Пирĕн те, чăвашсен, тĕнчене пĕлтермелли сахал мар. Тата çĕнĕ ĕçсем те пуçарнă. "Ясна", "Этникăллă Чăваш Ен" туристпа рекреаци кластерĕ тăвас ĕçсем мĕнле пыраççĕ?
— Паянхи кун тĕлне шалти тата тулашри туризм ыйтăвĕпе республикăра 100 ытла фирма ĕçлет. Çитĕнекен ăрăва тăван тăрăхăн культурипе, историйĕпе паллаштарни, ун сывлăшĕпе сывлаттарни темрен паха. Ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха Шупашкарта экскурсипе вĕренÿ туризмĕн регионти "Чĕрĕ уроксем" конференцийĕ иртрĕ.
Иртнĕ канмалли кунсенче Мускавра Пĕтĕм тĕнчери "Интурмаркет" вунпĕрмĕш курав ĕçлеме пуçларĕ. Пирĕн республика та хутшăнать унта. Куравăн пĕрремĕш кунĕнче эпĕ тата Ульяновск облаçĕн культура министрĕ Татьяна Ившина туризм тытăмĕнче килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ турăмăр. Унсăр пуçне "Мостурфлот" компанипе круиза тухакан теплоходсем çине Чăваш Енри халăх юррипе ташшисен фольклор ансамблĕсен представителĕсене те илесси çинчен калаçса татăлтăмăр.
Хальхи вăхăтра вырăнта "Ясна", "Этникăллă Чăваш Ен" турист кластерĕсемпе ĕçлесси вăй илсе пырать. "Ясна", сăмахран, çуллах туристсене йышăнма пултарĕ.
— Константин Геннадиевич, эсир пултарулăх союзĕсен конференцийĕсене хутшăнатăр, писательсемпе художниксемпе, артистсемпе тĕл пулатăр. Союзсемпе пĕрлĕхсен ĕçĕнче мĕн çитмест сирĕн шухăшăрпа?
— Общество майĕпе ĕçлекен союзсен ĕçĕпе паллашма тăрăшатăп. Чылай пĕрлĕхре тĕлпулусем ирттернĕ. Пĕр-пĕринпе туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Пĕлетĕп, кашни союз патшалăхран пулăшу кĕтет. Ним тумасăр укçа панă вăхăтсем иртсе кайнă. Проектсем çырмалла, конкурссене хутшăнмалла. Ку енĕпе пирĕн пултарулăх ĕçченĕсен мухтанмалли çукрах. Пĕлтĕр, сăмахран, Раççей шайĕпе общество организацийĕсене 4 млрд тенкĕ чухлĕ грантсем панă. Пирĕннисенчен питĕ сахалăн хутшăннă. Çак енĕпе ытларах ĕçлемелле.
Хăйсен паллă, сумлă ĕçтешĕсене асра тытса учрежденисемпе организацисенче музейсем йĕркелемелле. Унта çавăн пекех союзăн, учрежденисен историне те çутатмалла. Пирĕн пуласлăх никĕсĕ хамăрăн аваллăха сума сунинче пулнине яланах асра тытмалла.
— Республикăра чăвашсемпе вырăссем, тутарсем кăна мар, вун-вун халăх представителĕсем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте, паллах, хăйсен культурине, йăли-йĕркине тытса пырасшăн. Çак хутшăнусем мĕнле шайра?
— Чăваш Енре 128 халăх представителĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Çакăн никĕсĕнче — чăваш халăхĕн тараватлăхĕпе сăпайлăхĕ.
Паян пысăк йышлă, теприсем пысăк йышлах та мар, çапах хăйсен пĕрлĕхне чăмăртама пултарнă. Унашкаллисем 16 халăх представителĕ 34 наци культура пĕрлешĕвĕ туса хунă.Пĕлтĕр вĕсем çĕр ытла мероприяти ирттернĕ. Эрне каялла Шупашкарта сахал йышлă халăхсене патшалăх енчен пулăшас ыйтупа культура форумĕ ĕçлерĕ. Унта хутшăннисем хăйсен шухăшĕпе, опычĕпе паллаштарчĕç. Манăн çакăн пек ĕмĕт-тĕллев пур: республикăра тĕрлĕ халăхсен ассамблейине чăмăртасси.
— Вăл пире мĕн парĕ?
— Ытти регионти çакнашкал ассамблейăсемпе çыхăнусем йĕркелесе яма, пĕрлехи мероприятисем ирттерме. Çак ĕçре Раççей халăхĕсен ассамблейипе çыхăну тытса ĕçлеме те пулĕ.
— Республикăри культура ĕçченĕсене хăйсен професси уявĕнче мĕн сунатăр?
— Культурăра хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем кăна тытăнса тăраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ĕç укçийĕ те пысăк мар, канлĕх çук. Яваплăхĕ вара питĕ пысăк: культура учрежденийĕсене пĕр тикĕс, кăлтăксăр ĕçлеттернинче кăна мар, çамрăк ăрăва тăван халăх культура никĕсĕ çинче ÿстересси те, кăмăл-сипет воспитанийĕ те.
Паяхи йывăрлăхсем вăхăтлăха кăна тесе шухăшлатăп. Культура хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупатех. Вара политикăра та тирпей пулĕ, экономика та лайăх аталанĕ. Тăван халăх ку енĕпе çитĕнÿсем тăвасса шанатăп. Сывлăх, телей, ăнăçу пурне те.
Надежда СМИРНОВА
калаçнă