Комментировать

25 Мар, 2016

Бюджет, çураки тата... «ытлашши» пациентсем

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă миссирен пуçларĕ — Çамрăксен хĕллехи Олимп вăййисен çĕнтерÿçине Лана Прусаковăна, фристайл енĕпе «ылтăн» çĕнсе илнĕскере, тата унăн тренерне Никита Васильева ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне пачĕ. Вĕсене малашне те ăнăçусем суннă май Михаил Васильевич юлашки вăхăтра Чăваш Ен спортсменĕсем сумлă ăмăртусенче çитĕнÿсем тунине палăртрĕ. Çав шутра — Татьяна Акимова, Вячеслав Акимов, Дмитрий Мулендеев — вĕсемпе чăннипех мăнаçланатпăр.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту вара республикăн 2015 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун проекчĕ пулчĕ. Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх — çĕршыв экономики ансат мар лару-тăрура пулнине пăхмасăр Чăваш Ен финанс енĕпе хăйĕн никама пăхăнманлăхне çирĕплетме пултарнă. Социаллă обязательствăсене туллин пурнăçланă, пысăк инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ.

Тупăш енĕпе бюджет 37 млрд тенкĕ урлă каçнă — ÿсĕм 240 млн тенкĕпе танлашнă. Çав шутра хамăрăн тупăш калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ. Светлана Александровна налуксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 22% республикăри чи пысăк вунă предприяти тивĕçтернине палăртрĕ: «Букет Чувашии», «Акконд», «Элара», Шупашкар ГЭСĕ тата ыттисем. Налуксен 34% — уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук. Çав вăхăтрах «вычетсен» калăпăшĕ нумай ÿснĕ, ку енĕпе республика Атăлçи округĕнче лидерсен шутĕнче-мĕн.

Министр вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн сферисене янă тăкаксем пирки пайăррăн каларĕ. Çавна май çĕнĕ ФАПсем çĕкленĕ, вун-вун шкул автобусĕ туяннă тата ыт.те. Инвестици тĕллевĕпе уйăрнă тăкаксем те сумлă — 5,1 млрд тенкĕ ытла. Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕ 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 14,3 млрд тенкĕпе танлашнă.

Цифрăсем тивĕçтерчĕç пулас — ЧР Пуçлăхĕн те, Правительство членĕсен те ыйтусем пулмарĕç, саккун проектне ырларĕç. Медстраховани фончĕн иртнĕ çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкернĕ май вара калаçу самай вăраха кайрĕ. Калаçтаракан ыйту çĕнĕскер мар. Республикăра ĕçлемен 162 пин çынна медпулăшу кÿнĕшĕн бюджетран пысăк укçа уйăрма тивни пирки чылай маларахах çивĕч калаçу пулнăччĕ. Шел те, ыйту татăлать теме иртерех-ха. Унтан та ытларах, финанс министрĕ палăртнă тăрăх, асăннă цифра пысăкланма та пултарать. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова «ют» 15 пин çынна тупнине çирĕплетрĕ. Вĕсем урăх регионсенче пурăнаççĕ /Мари Элта, Тутарстанра, ытти çĕрте — Севастопольпе Крым таранах/, унта регистрациленнĕ, анчах медицина полисĕсене Чăваш Енре илнĕ те — пирĕн республика шучĕпе сипленеççĕ.

Медстрах фончĕн ертÿçи Вячеслав Александров тепĕр саманта та палăртрĕ: Чăваш Енре ĕçлеме пултаракан çулсенчи, анчах ĕçлемен çынсен шучĕ питĕ пысăк — вĕсемшĕн 137 млн тенкĕ тăкаклама тивнĕ. Тĕлĕнтерекенни татах та пур: Чăваш Енре страхланă çынсен шучĕ республикăра пурăнакансен йышĕнчен пысăкрах иккен. Тĕрĕссипе, страхланисен шучĕ пурăнакансенчен пĕчĕкрех пулмалла. Мĕншĕн тесен страхлама тивĕç мар çынсем те пур-çке: полици, прокуратура, çавнашкал ытти тытăм ĕçченĕсем. Анчах, Алла Самойлова каланă тăрăх, вĕсенчен чылайăшĕ медстраховани полисне те илнĕ, чăннипе вара асăннă тытăмсен хăйсен поликлиникисем пур. Пĕр сăмахпа, ку сферăра тĕрĕслемелли-тĕпчемелли, цифрăсене шайлаштармалли ĕç пайтах-ха.

Ял хуçалăх министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ведомство ертÿçи Сергей Артамонов отчет турĕ. Хавхалануллă доклад пулчĕ теме те юрать-тĕр. Вăл асăннă цифрăсене тĕпе хурас-тăк — çакă сăлтавсăр мар. Агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пĕлтĕр 73,4 млрд тенкĕлĕх пулнă /2014 çулта — 63,3 млрд тенкĕлĕх/. Чăваш Енĕн аграри секторĕнче 23,2 пин çын ĕçлет. Ял хуçалăх продукцийĕн производствин индексĕ 107,9% танлашнă, апат-çимĕç промышленноçĕнче — 109,5%. 555 пин тонна тĕштырă, 700 пин тонна çĕрулми туса илнĕ. Пахчаçимĕç туса илесси нумай ÿснĕ, хăмла та палăрмаллах хушăннă.

Çивĕч ыйтусен шутĕнче министр хуçалăхсем кредит илейменнине палăртрĕ. Чăрмавĕ — унчченхи кредитсем, çавна май пурлăх салукра, çавăнпа банксем кредит парасшăн мар. Ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи пирки те сăмах пулчĕ: министр шучĕпе, «вăл пысăк хăвăртлăхпа, 112%, ÿснĕ», уйăхри вăтам шалу 14,5 пине яхăн тенке çитнĕ. Анчах çак виçе те — республика экономикинчи уйăхри вăтам шалăвăн 68% яхăн çеç.

Пĕлтĕр АПКра 50 инвестици проектне пурнăçланă — çĕнĕ 311 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал вара кунашкал проектсем 100 таранах пулмалла — тата 300 яхăн ĕç вырăнĕ пулĕ. Тĕллевсен шутĕнче Сергей Геннадьевич акакан çĕрсен лаптăкне ÿстерсе, усă куракан удобренисен калăпăшне пысăклатса тĕштырă туса илессине пысăклатассине асăнчĕ. Çавăн пекех хăмла, пахчаçимĕç, аш-какай, сĕт туса илесси те ÿсмелле.

Михаил Васильевич çĕрулми туса илес енĕпе асăрханулăх кирли çинчен сăмах пуçарчĕ. Иккĕмĕш çăкăр халь çĕршывра ытлашшипех — «ÿстерĕпĕр те — вăл сутăнмасан мĕн тăвăпăр?» Çапах министр кунта хăрушлăх курмасть. Халь, сăмахран, «Магнит» сетьре чăваш çĕрулмине сутма пуçланă — çак майсемпе анлăрах усă курмалла. Апла пулин те Михаил Игнатьев каллех асăрхаттарчĕ: «Çĕрулмине çуса, хутаçсене тултарса ăсатма вĕренмелле. Пысăк сеткăсене тултарнă пылчăклă çĕрулмине малашне те сутаясси иккĕленÿллĕ».

Сĕт пирки каланă май ЧР Пуçлăхĕ çĕршыва пальма çăвĕ нумай, 15-17 млн тонна, кÿрсе килни аграрисене ура хунине палăртрĕ. Çак çу йÿнĕ те — унпа сĕт вырăнне усă курса нумайăшĕ пысăк услам тăвать. Эппин, халăха чăн-чăн сĕт, унран тунă юр-вар çини усăллине ăнлантармалла: «Эпир пурте сĕт çисе ÿснĕ — çавăнпа сывă».

Отчета çирĕплетрĕç, анчах ял хуçалăх министрĕ микрофона сÿнтермерĕ-ха — çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçламалли мерăсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмпе 580 пин гектар çинче тĕрлĕ культура акса-лартса хăвармалла. Министр кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнине палăртрĕ, вăйлă сиенленнĕ лаптăксем — 0,7% çеç. Кăçал юр хулăн пулман, шăн та тарăн кайман. Вăрлăх пур, минераллă удобренисем хальлĕхе çителĕксĕр-ха — 35% кăна. Дизтопливо — 64, бензин — 40%. Кăçал усă курман 18 пин гектар çĕре çаврăнăша кĕртесшĕн. Михаил Игнатьев ку енĕпе мĕнпур районăн çине тăрса ĕçлемелли çинчен каларĕ. Вăл хăшпĕр çĕрте вырăнсенчи пуçлăхсем усă курман çĕрсене арендăна пама шикленнине пытармарĕ — саккуна пăсасран хăраççĕ. Çавна май пусăм тусах каларĕ: «Право хуралĕн органĕсем пĕрин хыççăн теприне арестлеççĕ, апла пулин те пирĕн çĕрсене пушă вырттармалла мар».

Николай КОНОВАЛОВ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.