Комментировать

22 Мар, 2016

Ăна аса илмен кун сайра

Пурăннă-тăк яппун вăрçине хутшăннă паттăр, паллă ял хуçалăх йĕркелÿçи, РСФСР тата ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.Я.Денисов пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче 90 тултармаллаччĕ.

— Иван Яковлевич 7 яллă хуçалăхри çынсене витĕр курса тăнă, чăн-чăн педагог евĕр ăс-тăн панă, — палăртрĕ 3 орден кавалерĕ Владимир Евполов. — Вăл пирĕншĕн атте вырăнĕнчеччĕ.

Елчĕк районĕнчи Шăмалакра унпа вутпа çулăм витĕр пĕрле тухнă Петр Чернов пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ.

— Пĕррехинче правленире председательпе курнăçма шухăшларăм. Иван Яковлевич иккĕмĕш хута хăпармалли картлашка çинче ассăн сывласа ларать, — терĕ Петр Елисеевич. — Ĕнесене лейкоз çулăхни кулянтарать. Кĕтĕве ăратлă пушмак пăрусемпе çĕнетесшĕн. Эпĕ ăна ĕçрен каясси пирки шухăшлать пулĕ тенĕччĕ. "Сăмсаран юн тапса тухсан та чăтасах пулать. Денисов тÿсеймерĕ, хуçалăха хавшатса хăварчĕ тетчĕр-и? Ун чухне атте те, ял-йыш та каçармĕ мана", — хуравларĕ пусăрăнчăк кăмăлпа çитмĕл урлă каçнă "йывăр лав туртакан лаша". "Йывăр лав туртакан" тенине ашшĕнчен Яков Степановичран илтсе юлчĕ те çав ят мĕн çĕре кĕричченех унран хăпмарĕ.

— Денисовсем вăйлă пулнипе пĕтĕм ял мухтанатчĕ, — аса илчĕ ЧР сывлăха сыхлассин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 90 çула çывхаракан мăшăрĕ Зинаида Капитоновна. — Ашшĕн питĕнчен сивĕре юн пĕрхĕнсе тухас пек туйăнатчĕ. Çамрăклах "Вторая пятилетка" колхоз председательне суйларĕç. Уйрăм хуçалăхсене пĕрлештерсе хуçалăха аталану çулĕ çине кăларчĕ. Анчах ирсĕр вăрçă пуçлансан чи малтисемпе пĕрле фронта тухса кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Унăн ĕçне ывăлĕ Иван малалла тăсрĕ. "Председатель пулма мĕншĕн çăмăллăнах килĕшрĕн?" — тесен çапла хуравларĕ: "Тинех тăван атте вутлă вăрçа тухса кайнă чух çырса хăварнă наряда пурнăçлама вăхăт çитрĕ".

Халăх ĕçчен пулсан та вăл вăхăтра хиртен пысăк тухăç илеймен. 1954 çулта çу каçипех шăрăх тăнăран тырă вăрлăх валли те çителĕклĕ тухман. Иван Яковлевич нарядра тăпрана торф хывса çемçетме тата пуянлатма хушнине аса илнĕ. Темиçе кунранах вăрмантан торф кăларса хире турттаракан ятарлă бригада йĕркеленĕ. Çĕрĕç культурине çĕкленĕ май тырпулпа ытти культура çулсерен ытларах тухăç пама пуçланă. Выльăх-чĕрлĕх те продукципе савăнтарнă. Хуçалăх çĕнĕ техникăпа пуянланнă. 1958 çулта таврари колхозсенчен чи малтисен йышĕнче ялпа производство цехĕсене, фермăпа парка тата шкула электроçутă паракан хăватлă генератор хута кайнă. Халăх та, районти пуçлăхсем те Денисов-кĕçĕннин ĕçйĕркелÿ пултарулăхне, малашлăха витĕр курма пĕлнине çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа самаях аталанма ĕлкĕрнĕ "Вторая пятилетка" çумне Лаш Таяпа тăрăхĕнчи ытти колхоза та пĕрлештернĕ.

Пĕлтерĕшне кура пухăва КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе А.В.Турхановпа тата райĕçтăвком председателĕпе И.С.Степановпа пĕрле обком секретарĕ И.П.Прокопьев та хутшăннă. Шупашкартан килнĕ сумлă хăна Иван Яковлевич аллине хыттăн чăмăртаса сывлăх суннă.

— Санăн ĕçÿпе питех те кăмăллă эпир, — тенĕ ăна сарлака хулпуççинчен ачашласа. — Çавăнпа та салтакри пек каласан "Пысăк карапа — пысăк ишев" сунма ирĕк пар..."

Унтанпа нумай çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. И.Денисов вĕри чĕреллĕ те хастар ашшĕн хушăвне пурнăçласа малтан "Вторая пятилеткăна" тăватă, унтан çичĕ ялти хуçалăхсене пĕрлештерсе республикăри чи пысăк колхозсенчен пĕрне — "Славăна" — 30, "Свобода" кооператива 7 çул ертсе пынă хыççăн йывăр чире кайса çĕре кĕнĕренпе вунă çул ытла иртрĕ. Апла пулин те ăна, районти Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх кĕнекине ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнăскере, Елчĕк енре аса илмен кун та сайра.

Анатолий Тимофеев

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.