Комментировать

19 Мар, 2014

Йăранар, пар пире пархатар

Петров, Михайлов тата ыттисем...

Элĕк районĕнчи Йăранарта çуралса ÿснĕ Александр Петров Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăннă, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Кивĕ ферма çуртне арендăна илсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă çамрăк. Районта мăйракаллă шултра выльăхпа ĕçлекен тепĕр хастар чăваш пур – Ехремкассинчи Олег Михайлов. Иккĕшĕ те "Фермер ĕçне пуçăнакан" программăна хутшăнса 1100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнинчен тĕлĕнмелли çук. Тантăшĕсенчен çивĕч ăс-тăнпа тата ÿркенменлĕхпе палăрнăскерсем бизнес-плана тĕплĕ хатĕрленĕ, çивĕч тупăшура ыттисене кая хăварнă. Вĕсен пĕтĕм ĕмĕт-шухăшĕ ялпа, унăн пуласлăхĕпе çыхăннă.

– Хамăр мĕн пултарнине ĕçре кăтартас терĕмĕр, – каласа парать Александр Владимирович. – Пуçламăш утăм нихăçан та çăмăл мар. Пирвайхи çулсенче витере вăтăр пăруччĕ, йыш хушăнса пычĕ. Нумаях пулмасть тепĕр 43 пуç илсе килтĕмĕр. Пĕрре тытăнсан каять вара, иккĕленÿ сирĕлет. Апат-çимĕçне вырăнта туса илетпĕр. Ӳсен-тăран енĕпе профессора тухман, çапах ăна-кăна тĕшмĕртетĕн. 42 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк акатпăр, тĕш тырă лаптăкĕ 100 гектар. Çĕр сухаласа тырă вырса илме техника хатĕрĕ пур, аптрамастпăр. Паллах, грант укçипе çеç хуçалăха аталантараймăн, банк кредичĕсемсĕр май килмест. Аш-какай лайăх сутăннă чухне кивçенпе татăлатăн.

Академире ăс пухнă çулсене ырăпа аса илет вăл. Практикăна "Прогресс" хуçалăхра ирттернĕ, арканнă хыççăн унăн ячĕ кăна юлнă темелле. Халь практикăна килен-каян ялта вăрах тытăнса тăмасть. Диплом илнисем хулара юлас шухăшпа пурăнаççĕ. Акă мĕн канăç памасть Петрова. Ферма ĕçне-хĕлне чиперех ăнтарса пынине кура ăна тепĕр яваплă ĕç шанса панă: районти информаципе консультаци центрне ертсе пымалла. Ĕçĕ нумай енлĕ. Хресчене ку чухнехи технологисене алла илме пулăшакан тытăм. Çынсене ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе анлăрах паллаштарас тĕллевпе семинарсем йĕркелеççĕ, хуçалăхсене тухса паха опытпа паллаштарасси йăлана кĕнĕ. Ялта харпăр хăй тĕллĕн ĕç пуçараканăн агротехникăна чухланисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх самăртассипе çыхăннă вăрттăнлăхсене те пĕлмелле-çке.

Кам вăл паянхи фермер? Кирлĕ чухне трактор е комбайн рулĕ умне ларать. Пур енлĕ аталаннă специалист. Çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă Волков, Журавлев, Никифоров, Иванов, Харитонов, Узянов фермерсене шăпах çавсен шутне кĕртмелле. Сăмах май, кунта туса илекен çĕр улмин 70-75 процентне коллективлă фермер хуçалăхĕсенче ÿстереççĕ! Çакнашкал тĕслĕх нихăш районта та çук.

Ăсталăх вăхăтпа килет. Аслисен пуçарулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çамрăксене куçмалла пек, анчах ăçта вăл, йывăрлăхран шикленмен, çукран пур тăвакан яш-кĕрĕм? Эпĕ ас тăвасса, ĕлĕкрех хуçалăхсем хăйсем валли кадрсем тăрăшса хатĕрлетчĕç, стипенди тÿлесе тăратчĕç. Элĕке ĕçлеме килес шухăшлисем пур-и паян? Агронома тата зоотехника вĕренекен икĕ çамрăкпа калаçса татăлнă-мĕн, килĕшÿ тунă. Пĕртте çырлахтармарĕ ку хыпар, мĕншĕн тесен чылайăшĕ паянхи кунпа пурăнма хăнăхнă, малашлăх пирки пуçа ватмасть. Ялта тĕпленекен агроном е инженер валли тĕрлĕ çăмăллăх палăртас ыйтăва темиçе çул сÿтсе яваççĕ, вĕçне-хĕрне тухаймаççĕ. Тепĕр тесен, ял шăпи хресченсĕр пуçне никамах та кулянтармасть пулас.

Александр Петров пеккисене ытларах курасчĕ ялта. Хăй çемьеллĕ. Мăшăрĕпе (вăл суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлет) икĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Пĕр-пĕрне юратса-ĕненсе пурăнсан ĕçре те хăвна лайăхрах туятăн ĕнтĕ.

 

Ăсталăх вăхăтпа килет

"Новый путь" ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Иван Игнатьев сăмах ваклама юратакан çын мар. Хуçалăха чылай çул ертсе пырса малти рете кăларнă. Сĕт сăвассипе Чăваш Сурăмсене çитекенни çук: республикăра та, районта та. Иртнĕ çул кунта Чăваш Енри ферма ĕçченĕсен ăмăртăвне ирттернĕччĕ.

– Мĕн мухтанмалли, ĕçлетпĕр, пурте тăрăшуллă. Ытла ырласа ан çырăр тархасшăн, – ÿкĕтлет Иван Николаевич.

Чĕнмен хăнасемпе хуçа темшĕн кăмăлсăртарах пулнине кăшт каярах ăнланса илтĕм. Района журналистсем килсен вĕсене тÿрех Иван Игнатьев патне ăсатаççĕ пулас, сăмах ăстисем чăн пурнăçа сăнлас вырăнне ăна хитрелетсе кăтартни килĕшсех каймасть.

"Новый путь" ĕçĕ-хĕлĕ ÿсĕмлĕ. 2013 çулта 200 пуç вырнаçмалли пăру вити, 400 тонна тырă управĕ хута янă. Çĕр-çĕр пин тонна сенаж хумалли объекта вĕçне çитерни те хуçалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

– Хуçалăх тилхепине шанчăклă, мал курăмлă çын тытса пырсан çур аки йĕркеллĕ иртесси пирки иккĕленÿ çук, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. – Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкне чакармастпăр, удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материал кÿрсе килесси унччен тунă килĕшÿсем тăрăх пулса пырать. "Иккĕмĕш çăкăра" çуллен 900 гектар çинче пухса кĕртетпĕр.

Районĕпе пурĕ 8300 гектар çинче тыр-пул акмалла. Кĕрхи культурăсем 2300 гектар йышăнаççĕ. 960 тонна тырă вăрлăхне кондицие çитернĕ, ку палăртнин 60 проценчĕ çеç-ха. Вăрлăх алласа хатĕрлессипе "Авангард", "Алмаз", "Правда", Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Элĕксем 147 тонна элита сорт туяннă, тепĕр 25 тонна паян-ыран килмелле. 950 тонна минераллă удобренирен çуррине кÿнине палăртрĕç. Пысăк предприятисем кăна мар, фермер хуçалăхĕсем те мĕн кирлине ытлă-çитлĕ хатĕрлесшĕн. Кăçалхи çу шăрăх та типĕ килессе систерекенсене ĕненес пулсан лаптăксене шăвармалли хатĕр-хĕтĕр пирки те халех шухăшламалла.

2014 çул пуçланнă тĕле районти мĕн пур хуçалăхсенче 10498 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 5270 ĕне шутланнă. Ĕне усракансем продукцие ăçта вырнаçтарнипе кăсăклантăмăр. Сĕт пуçтаракан вунă организаци-мĕн: Пăрачкав, Çĕмĕрле, Вăрнар тата Шупашкар пайтаçисем иленнĕ Элĕке. Вырăнтисем тĕлĕреççĕ тесе каламăпăр. Сĕтĕн пысăк пайне Элĕк райповĕ туянать. Халăхран 20 тенкĕпе сутăн илеççĕ.


Вячеслав Григорьев.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.