Алăра – миллион тенкĕ
Çамрăк сиплевçĕсене кĕтсе илме хатĕр-и эпир?
Татьяна Дмитриевна Игнатьева, Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ÿснĕскер, сиплев тытăмĕнче 24 çул ырми-канми вăй хурать. Халĕ вăл – Тăвай район пульницин тĕп тухтăрĕн çумĕ. Ĕç биографине ача-пăча сиплевçинчен пуçланă. Чĕрĕк ĕмĕрте сывлăх хуралĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Ĕлĕкрех çамрăк специалистсене пĕр-пĕр сыватмăша направленипе янă пулсан, халь суйлама ирĕк пур. Виçĕм çул ялта ĕçлеме кăмăл тунисене хавхалантарма ятарлă программа йышăнчĕç, кашнине пĕрер миллион тенкĕ параççĕ. Эппин сиплеври кадр "выçлăхне" татса пама пулмасть-и? Çамрăк специалистсем хăйсене мĕнле туяççĕ? Çакăн хуравне чи малтанах вĕсене ĕçе илекенсенчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.
– Халăха сыватасси унччен те çăмăл пулман, паян та йывăрлăхсем пур, – тет Татьяна Дмитриевна. – Тăвайне качча тухсан 13 çул ача-пăча тухтăрĕнче ĕçлерĕм, каярахпа наркологи уйрăмне куçарчĕç. Унта та ĕç кăткăс, хăйне евĕр. Тĕп тухтăр çумне çирĕплетни виççĕмĕш çул. Ӳркенмесен пур ĕçе те хăнăхатăн. Районти сывлăх хуралĕнче пурĕ 40 тухтăр, вăтам сыпăкра 136 çын тăрăшать. Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ вĕсем. Хальлĕхе пĕр ял тăрăхĕнче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн вырăнĕ пушă, травматолог пирки калаçса татăлнă. Тĕпрен илсен çынсем çитеççĕ.
"Ял тухтăрĕ" программăпа çичĕ çамрăк килни – ырă пулăм. Ĕçе пуçăнчĕç вĕсем. Тăваттăшĕ Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕ: Венера Чумышева, Вера Ильина, Вера Сядакова тата Надежда Сергеева. Куратăр ĕнтĕ, шкулсенчи пекех сиплевре те хĕрсем ытларах. Пирĕн пархатарлă ĕç-хĕле çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртрĕç, вĕсене яваплă должноçсем шанса паратпăр. Акă Венера Чумышевăна поликлиника заведующине лартрăмăр. Пурте маттур.
Районти 15 фельдшер-акушер пункчĕн ĕçне-хĕлне тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Иртнĕ çул Вырăс Нăрвашра çĕнĕ пункт уçăлчĕ. Çитес çулсенче тата тăватă ялта хута яма палăртнă вĕсене. Надежда Николаевна Филиппова, Ираида Николаевна Андреева, Алена Ивановна Григорьева тухтăрсене халăх питĕ хисеплет. Çапах кадрсем ватăлни хытах шухăшлаттарать пире. Самана хистевне кура çамрăксене яла укçапа илĕртни аван, вĕсем яланлăхах килсе тĕпленсен тем пекехчĕ.
Сиплевре пирвайхи утăмсем тăвакансене хăйсене итлесе пăхар-ха.
– Эпĕ Тăвайра çуралса ÿснĕ те маншăн кунта пурте çывăх: çыннисене паллатăп, тăван-пĕлĕш район центрĕнче пурăнать. Тухтăрсене те ачаранпах пĕлнĕ, мĕншĕн тесен анне сыватмăшра хирурги уйрăмĕн сестринче ĕçленĕ-çке. Шкул пĕтернĕ тĕле урăх професси çинчен ĕмĕтленмен те.
И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн ят-сумĕ пысăк. Профессорсемпе преподавательсем пирĕнтен çирĕп ыйтнă, ăста специалист пулас тесен нумай вĕренмелле, ятарлă литература алран кайман.
Тепĕр чухне çапла калаçкалаççĕ: "Хальхи студентсем путлĕ вĕренмеççĕ, вăхăта ташă каçĕсенче ирттереççĕ. Чăн-чăн сиплевçĕ пулса тухасси иккĕлентерет. Хамăр сывлăха çавсене шанса паратпăр-и?" Килĕшес килмест кунпа. Пур япалана та тÿрех ăнкараймăн, ăсталăх вăхăтпа килет-тĕр.
Профилактика пайĕн терапевчĕ пулнă май эпĕ халăх умĕнче час-часах лекци вулатăп. Диспансеризаци вăхăтĕнче ĕç хушăнать. Пĕлетĕр ĕнтĕ, ял халăхĕн пĕр пайĕ пульницана кайса тĕрĕслеттерессинчен пăрăнма тăрăшать. Çынсемпе тĕл пулатăн, ăнлантарса паратăн. Чир-чĕр шала кайиччен тухтăрпа канашланин пĕлтерĕшне хăшĕ-пĕри ăнланмасть-ха. Нуша килсе çапсан вара япăх сиплерĕç тесе ÿпкелешеççĕ.
Çĕнĕ ĕçре майĕпен хăнăхатпăр. Пирĕн çемьере ывăл ÿсет, Максим иккĕре. "Ял тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн паракан укçа хваттер туяннă чухне питĕ кирлĕ пулчĕ. Пилĕк çулта ĕçлесе татмалла ăна. Хамăрăн уйрăм кĕтес пурри – телей. Манпа пĕрле вĕреннисенчен пĕри кăна Патăрьелне кайма килĕшрĕ. Ялта ÿснисем те тăван кĕтесне таврăнасшăнах мар. Эпĕ пĕртте кулянмастăп. Коллектив туслă, хапăл туса кĕтсе илчĕç пире.
– Ман аттепе анне – сиплев ĕçĕн ветеранĕсем. Пурнăçра темĕнле кăткăс лару-тăрăва та лекнĕ, çапах чирлисенчен япăх сăмах илтмен вĕсем. Тен, чăнах та хальхи ăру кулленхи пулăмсем çине çăмăлттайла пăхать пуль. Анчах Гиппократ сăмахĕпе тупа тунисем хăйсен яваплăхне аван туяççĕ. "Сапер пĕрре çеç йăнăшать" тени пирĕн професси çыннисем пирки каланăн янăрать. Хирург – сиплеври чи кăткăс специальноç. Шурă халат уртса яни эпир пур енĕпе те хатĕрленсе çитнине пĕлтермест, пурнăç тăршшĕпе вĕренмелле, квалификацие ÿстермелле.
Çулталăк каялла Тăвайне килсен маншăн ку тăрăх кăштах ютчĕ, ачалăх çулĕсем Çĕрпÿре иртнĕ вĕт-ха. Кунта вăхăтлăха çын патне вырнаçрăм, уйăхне 2,5 пин тенкĕ тÿлетĕп. Çутăшăн тата Интернетшăн тÿлекен укçа ку шута кĕмест. Паллах, пирвайхи çулсенче çамрăксене пысăк шалупа иртĕхтермеççĕ. Апла пулин те аптрамастпăр, тăхăнма-тумланма çитсе пырать. Патшалăх укçипе мĕн туянасси çинчен шухăшламан-ха, пурăнсан курăнĕ.
Ăш пиллĕн йышăнни кăмăла кайрĕ. 2012 çулта диплом тыттарнă хыççăн пĕр çуллăх ординатурăна Шупашкарти трактор тăвакансен пульница комплексĕнче ирттертĕм. Унтан Тăвайри сыватмăшра ĕçлеме тытăнтăм. Хальлĕхе хам тĕллĕн операци туман, аслисенчен вĕренетпĕр. Камран тĕслĕх илмелли пур. Калăпăр, хирурги уйрăмне Николай Александрович Димитриев ертсе пырать. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх – вăтăр çул ытла сыватать çынсене. Пурнăçпа вилĕм чиккинче тăнисем çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ. Таврари чи пултаруллă тухтăр питĕ хумхануллă самантсенче те хăйне çирĕп тытни тĕлĕнтерчĕ. Ӳстермесĕр калатăп: ун патĕнче пурнăç шкулĕ витĕр тухатăн. Епле пăрахса кайăн-ха çак йыша?
Сывату тытăмĕнче çĕнĕ проектсене çул панине ырласшăн. "Ял тухтăрĕ" программăна маларах ĕçе кĕртмелле пулнă. Ан тив, яла хуларипе танлаштараймăн, çапах кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннисем пурри паха. Самантпа усă курса пĕр çитменлĕхе асăнасшăн. Яла куçакансене хваттерпе тивĕçтерессипе никамах та ĕçлемест. Ял тăрăхĕсен ертÿçисем хăйсен хысни ахаль те чухăнни çинчен калаççĕ. Çак ыйту пире кăна мар, ытти специалистсене те хумхантарать.
Григорий СЛАВИН.