Комментировать

17 Мар, 2016

Ăнăçлă эксперимент

Кашни çын пуçне кофе ĕçессипе Швеци тĕнчере малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Халăх ăна килĕштерме пуçлани Швеци королĕпе III Густавпа çыхăннă.

Судпа айăпласа вĕлерме йышăннă йĕкĕрешсене — пиччĕшĕпе шăллĕне — король каçарнă, анчах та вĕсен умне çакнашкал услови лартнă: пĕрин — ĕмĕр тăршшĕпех ыттисенчен ытларах чей, теприн кофе ĕçмелле пулнă. Çапла майпа хăшĕ этем сывлăхне сиенлĕ витĕм ытларах кÿнине пĕлме тăрăшнă.

Çулсем иртнĕ. Тĕрмери йĕкĕрешсем чейпе кофе пĕрмаях ĕçнĕ. Король çывăхĕнчи тухтăрсем кашни çулах вĕсен сывлăхне тĕрĕсленĕ, япăх улшăнусем асăрхасах кайман. Чей ĕçсе пурăннă арçын маларах — 83 çулта — вилнĕ.

Çак эксперимента пула та Скандинавире кофе анлă сарăлнă-мĕн.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.