ХĔРЕН КОСМЕТИКИ
Чĕкеç шатринчен, пигмент пăнчинчен. Вĕтĕ теркăпа хырнă 100 грамм хĕрен тымарне çур литр апат уксусне ямалла. Çăтă хупнă савăтпа тĕттĕм сивĕ вырăнта 14 кун лартмалла, сăрăхтармалла. 2 апат кашăкĕ шĕвеке вĕресе сивĕннĕ çур стакан шыва ямалла, унпа пите кунне темиçе хут сăтăрмалла. Шĕвеке хупă савăтпа тĕттĕм сивĕ вырăнта упрамалла.
Пиçĕлĕхне çухатнă ватăлакан ÿт валли. Теркăланă хĕрен тымарне пĕр виçепе хăймаллă сĕтпе /сливки/ тата çăмарта саррипе /ÿт типĕ тата йĕркеллĕ чухне/ е çăмарта шуррипе /ÿт çуллă чухне/ хутăштармалла. 15 минута пите сĕрмелле. Унтан нÿрĕ ăшă тампонпа шăлса тасатмалла, пите шывпа чÿхемелле. Курс — 10-15 маска, эрнере икĕ хутран ытла мар.
Çуллă ÿт валли. Теркăланă хĕрен тымарне, лимон сĕткенне, хăймана пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Пите 15-20 минута сĕрмелле. Унтан шывпа çуса тасатмалла.
Ÿт тонусне лайăхлатакан маска. 1 апат кашăкĕ теркăланă хĕрен тымарне сĕтре е хăймаллă сĕтре ирĕлтернĕ çĕпрепе хутăштармалла. Пите 15 минута сĕрмелле. Унтан ăшă шывпа çуса тасатмалла.
Çÿç тăкăнасран. Çÿç çаралма пуçланă тĕле чĕрĕ хĕрен тымарĕн пăттине эрнере икĕ хут хумалла. 30 минутран çÿçе çуса тасатмалла.