Комментировать

15 Мар, 2016

Тĕп юсав çинчен халăха уççăн пĕлтермелле

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Правительство çуртĕнче канашлу ирттерчĕ.

Ăна уçнă май экономика, бюджет, ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕсене хускатрĕ. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкара килсе кайнине аса илчĕ. Дмитрий Анатольевич çĕршыв бюджетĕнчен ĕçсĕррисене тÿлеме 2 млрд тенкĕ уйăрнине, регионсене тата 3,9 млрд тенкĕ куçарнине пĕлтернĕччĕ. Çав пулăшăва Чăваш Енри хăшпĕр предприятие те панă. Кризиса пула республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсес хăрушлăх пур.

— Çынсене ĕçсĕр тăратса хăвармалла мар. Çĕнĕ специальноçсем илме пулăшмалла, — терĕ М.Игнатьев. — «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенче лару-тăру уйрăмах йывăр. 9,5 пин çын ĕçсĕр юлас-тăк ĕçсĕрлĕх шайĕ 7 процентпа танлашма пултарать. Михаил Васильевич 2016-2017 çулсенче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине пĕр тикĕс аталантармалли Программăна çирĕплетесси çинчен калакан хушăва алă пусасси çинчен пĕлтерчĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республикăри промышленноç комплексĕн кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенчи малтанласа пĕтĕмлетнĕ кăтартăвĕпе паллаштарчĕ. Пĕ­тĕмĕшле илсен çулталăка лайăх пуçланă. Чылай организаци ÿсĕмлĕ ĕçлет. Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче производство хăвăртлăхĕпе 3-мĕш вырăнта. Уйрăмах çăмăл промышленноç предприятийĕсем пĕр тикĕс аталанаççĕ. Министерство тăтăшах мониторинг ирттерет.

ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина 2016 çулăн малтанхи 2 уйăхĕнче республика бюджечĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарчĕ. Хыснан тупăш пайне налук хывăнасси пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен кăштах чакнине палăртрĕ.

Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ республика программипе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсасси 2014-2015 çулсенче мĕнле пурнăçланни çинчен пулчĕ. Ун çинчен строительство министрĕ Олег Марков пĕлтерчĕ.

Çулталăк каялла фонда кашни 3 çынран пĕри çеç укçа хывнă. Халĕ нумайăшĕ куçарать. Çынсен ăнланулăхĕ ÿснĕ. Пăрачкав, Шупашкар, Вăрмар районĕсенче 78-65% таранах тÿлеççĕ. Çав вăхăтра Çĕмĕрле тăрăхĕнче 10% çеç. Апла пулсан лайăхрах ĕçлемелле, тĕп юсав, пухăнакан укçапа епле усă курни çинчен халăха уççăн пĕлтермеле. Массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытмалла.

Чăрмавсем те тупăнаççĕ. Çуллахи вăхăтра хваттер хуçисемпе тĕл пулма, калаçса татăлма çăмăл мар.

«Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп­рен юсамалли республика фончĕ» коммерциллĕ мар организаци гендиректорĕ Олимпиада Епифанова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Олег Ялугин, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, ЧР Общество палатин председателĕн заместителĕ Светлана Лясина доклада хĕрÿ сÿтсе яврĕç.

Олег Ялугин: «Депутатсен çынсемпе час-часах тĕл пулма тăрăшмалла. Тĕплĕ ăнлантарса парас тесен Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексне, Тĕп юсав программине лайăх пĕлмелле. Манăн шухăшпа ĕç ушкăнĕ туса хумалла».

Светлана Лясина: «Олег Владимировичпа йăлтах килĕшетĕп. Регион операторĕ пĕччен ĕлкĕрес çук. Организацие халăх нумай пырать. Взнос укçи хăш банкра выртни таранах ыйтса пĕлет. Кашни районтах общественноçа явăçтармалла. Çынсен Улатăртан е Пăрачкавран Шупашкара çити килмелле мар. Ыйтусене вырăнта татса памалла».

Виççĕмĕш ыйтупа — VI культура форумне тата регионсен хушшинчи «Чĕрĕ уроксем» экскурси-пĕлÿлĕх туризмне аталантарасси» конференцие йĕркелесе ирттересси — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева паллаштарчĕ. Мероприяти пĕлтĕр Ĕпхÿре иртнĕ. Пуш уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Шупашкарта пулать. Хăнасене тĕрлĕ маршрутпа экскурсисене илсе çÿрĕç. Чăваш Енре курса тĕлĕнмелли интереслĕ вырăн темĕн чухлех.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.