Комментировать

15 Мар, 2016

Çуракинче - çур ĕмĕре яхăн

Çăкăр çитерекен, пурнăçа сыпăнтарма пулăшакан трактора Леонид Канясев пĕчĕк ача пекех юратса пăхать. Урăхла пултараймасть вăл.

Ашшĕ Василий Васильевич ăна пĕчĕклех хире илсе тухатчĕ. Леня куçпа виçейми сарăлса выртакан анлăша тинкерсе тавралăхпа киленетчĕ. Тăри юррине савăнса итлетчĕ. Мотор кĕрлевĕ пĕтĕм шăв-шава хуплатчĕ пулин те кабинăра ашшĕпе юнашар ларса пынă чухне унран телейлĕрех çын çукчĕ те пулĕ.

Л.Канясев Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче 1948 çулта çуралнă. Унăн биографийĕ ансат: шкул хыççăн Карагандара училище пĕтернĕ, çарта пулнă, таврăнсан трактор-комбайнран уйрăлман. Паянхи кун та çынсен сĕтелĕ çинчен çăкăр ан татăлтăр тесе уй-хирте çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех ырми-канми тăрăшать.

Тăван хуçалăх салансан вăл кил-йышпа канашланă хыççăн хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çĕр илнĕ, ăна çулсерен аслăлатсах пынă. Кăштах выльăх та тытать. 100 гектар çинче кĕрхи ыраш акнă. Çурхи тулă 200 гектар йышăнĕ. Тепĕр çавăн чухлĕ лаптăкра клевер çитĕнтерет. Пусă çаврăнăшĕнчи 100 гектар çĕре çу каçипех кантарасшăн. Ăна кĕрхисем акма хатĕрлесшĕн. Кил çывăхĕнчи лаптăкра пахчаçимĕç туса илет. Ăна мăшăрĕ, ачисен çемйисем те пулăшаççĕ. Хăйĕншĕн çеç пулсан ХФХ йĕркелес те çук. Ывăлĕн те, хăйĕн те трактор пур.

— Ватăлатăп ĕнтĕ: кăçал 68 çул тултаратăп. Ывăлăма хам вырăна хăварасшăн. Аслă хĕрĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Атте-анне ĕçне ачасемпе мăнукăмсем кăмăллани савăнтарать. Эппин, тăван ялăм пурăнать-ха, — чунри хĕпĕртĕвне пытармарĕ çур ĕмĕре яхăн ял хуçалăхне аталантарассишăн тăрăшакан Л.Канясев.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Василий Кузьмин сăнÿкерчĕкĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.