САВĂТ-САПА ТАТА ЭНЕРГЕТИКА
Савăт-сапапа эпир кашни кунах усă куратпăр. Анчах вăл кил-çурта мĕнле энергетика илсе килни пирки хăçан та пулин шухăшлани иккĕленÿллĕ. Ку тĕлĕшпе мĕн-мĕн шута илмелле-ха? Йăлана кĕмен медицина магистрĕ В.Дудашенко асăрхаттарса каланисене пичетлетпĕр.
- Яланах асра тытăр: çурăк, катăлнă савăт-сапапа нихăçан та усă курмалла мар. Вăл сирĕншĕн тем пек хаклă, юратнă çынна аса илтерсе тăракан япала пулсан та. Мĕншĕн тесен çуркаланчăксем - япăх энерги каналĕсем. Çавна пула пурнăçра ăнăçми пулать, сывлăх хавшама пуçлать. Чашăк ваннăшăн вара пăшăрханмалла мар, ку - телее. Ăна тÿрех кăларса пăрахмалла, килте хăварни япăх.
- Çунă хыççăн савăтсене тĕпĕпе çÿлелле хурса типĕтмелле. Çапла майпа вĕсем ырă энерги пухаççĕ, çак энерги апатпа пĕрле пирĕн организма лекет.
- Темшĕн килĕшсех кайман кастрюльте апат ан хатĕрлĕр. Хăш чухне хаклă, илемлĕ савăт-сапа пуххи парнелеççĕ, анчах ун патне чун выртмасть. Çак савăтра апат хатĕрленĕ чухне сирĕн кăмăлсăр туйăм апата куçать. Апачĕ вара япăх ирĕлет, сывлăха сиен кÿме пултарать.
- Негатив çĕçĕсемпе вилкăсем çинче час-часах пухăнать, ку вĕсем шĕвĕр вĕçлĕ пулнипе çыхăннă. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса вĕсене икĕ эрнере пĕрре те пулин содăпа тасатмалла, тăварлă шыва хумалла.
- Вилкăсемпе кашăксене пĕрле упрама юрамасть. Кашăксен энергетики çемçерех, вилкăсен хытăрах. Энергисем хутăшни туйăмсене пăлхатать, пуçа ыраттарать, стреса пуçарать.
- Чылайăшĕ хаклă сервизри савăтсемпе уяв чухне кăна усă курать, ытти кунсенче кивелсе çитнĕ чашăксенчен çиет. Ку тĕрĕс мар. Сĕтел çинче куллен паха савăт-сапа пулмалла. Кивви килти лару-тăрăва япăхлатать.
- Кил-çурта сывлăхпа ăнăçăва илĕртме - апата çаврака савăтран çисен, хăнасене тăваткал савăтпа лартса парсан лайăхрах. Тăваткаллăх ют çынсен япăх шухăшĕсене, тĕллевĕсене сиенсĕрлетме пулăшать.
- Килте хăнасен энергетики юласран вĕсем кайнă хыççăн савăт-сапана тăвар хушнă сивĕ шывпа тĕплĕ çумалла.
- Тăм савăтсем ырă энергетикăллă. Çак материал паха туйăмсене чылайччен упрать, япăххине куçма памасть. Тăм турилккерен çинĕ хыççăн вăй-хал ÿснине туйса илетĕр.
- Кĕленче савăт туйăмсене шайлашулăх кĕртет.
- Пластик савăтран çиме сĕнмеççĕ. Ăна искусствăлла чĕр-тавартан хатĕрлеççĕ, вăл энерги нумай туртса илет, ку организма хавшатать.