Комментировать

5 Мар, 2016

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем

Çулталăкри чи илемлĕ уяв умĕн ĕçлĕ калаçу пуçарчĕç Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн хастарĕсем. Калаçма сăлтавĕ те пур - общество пĕрлĕхĕн ертÿçи Ольга Зайцева нарăс уйăхĕнче Мускавра иртнĕ Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕн конференцине хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ.

Конференци "Хĕрарăмсен канашĕсем - регион çирĕп аталанăвĕн факторĕ” ятпа иртнĕ. Раççей хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Екатерина Лахова Союз ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад тунă, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Çакă кăмăллă - Екатерина Филипповна чи малтанах пухăннисене хастарлăхшăн, пуçарулăхшăн тав тунă, унтан тÿрех... чăваш хĕрарăмĕсем пирки сăмах пуçарнă, ыттисене вĕсенчен - пирĕнтен тесе вула - тĕслĕх илме сĕннĕ. Мĕнпе тыткăнланă-ха пирĕн чиперуксем çĕршыв шайĕнчи чи хастар хĕрарăма? Аса илтерем, республикăри хĕрарăмсен канашĕ, ун чухне çакăн пек ятлăччĕ-ха пирĕн организаци, пуçарнипе иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа кашни районтах "Çĕнтерÿ пусми” хатĕрленĕччĕ. Çавă килĕшнĕ-мĕн Екатерина Филипповнăна. Ольга Юрьевна Мускава хайхи конференцие те асăннă пусмана илсе кайнă. Чăн та, чи пысăккине мар, Муркашсем хатĕрленине. Раççей хĕрарăмĕсем ăна тыта-тыта пăхнă: "Алăпах хатĕрленĕ-ши вара кăна?" - тесе иккĕленнĕ курăнать. Муркаш алă ăстисем хатĕрленĕ пусма халĕ Раççей регионĕсен архивĕсенче упранасси иккĕлентермест - ун умĕнче, унпа пĕрле нумайăшĕ сăн ÿкерĕнме кăмăл тунă.

Докладне вĕçлесен Екатерина Лахова никама та мар, чи малтан Союзăн Чăваш Енри ертÿçине Ольга Зайцевăна сăмах панă. Ольга Юрьевна пĕрлĕх опычĕпе паллаштарнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ "Кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăнта - çемье", "Чăваш Ен - халăхсен тата культурăсен пĕрлĕхĕн вăйĕ" проектсене епле пурнăçласа пыни çинчен каласа кăтартнă. Хăш-пĕр ĕçе пайăррăн палăртнă. "Пурнăçшăн” проектпа усă курса, сăмахран, усал шыçăпа асапланакан хĕрарăмсене психологи пулăшăвĕ кÿреççĕ. "Эсĕ кирлĕ пире, юлташăм” проект тин çеç ирĕке тухнă хĕрарăмсене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерме май парать. Сăмах май, çÿлерех асăннă Çĕнтерÿ пусмисем ака уйăхĕнче Мускава çула тухĕç - унта вĕсен куравне йĕркелеме палăртнă.

Мускаври ĕç-пуçпа паллашнă хыççăн асăннă юхăмăн вырăнти хастарĕсем сăмах илчĕç. Республикăри наркодиспансер тĕп тухтăрĕн заместителĕ Ирина Трофимова "симĕс çĕлен" тыткăнне лекнисене мĕнле пулăшнине каласа кăтартрĕ. Чăваш Пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова "Эсĕ кирлĕ пире, тусăм” проектпа тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Сывлăх, экономика ыйтăвĕсене хускатрĕç пухăннисем. Чăваш арçыннисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Владимир Викторов воспитани ыйтăвне малти вырăна кăларчĕ. Союз çумĕнчи Попечительсен канашĕн ĕçне йĕркелесе пыракан Лариса Игнатьева чăваш хĕрарăмĕнчен тĕлĕнме пăрахманнине пытармарĕ - мĕн тери пултаруллă та ăслă вĕсем. "Аннĕрсене, аппăр-йăмăкăра, юлташăрсене упрăр”, - терĕ Лариса Юрьевна пухăннисене çывхарса килекен уявпа саламланă май.

Пухăннисен сĕнĕвĕсене, шухăшĕсене Ольга Зайцева пĕтĕмлетрĕ. "Пирĕн çĕршывра пурăнакан хĕрарăмсен телейлĕ пулмалла - çак тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлетпĕр эпир, - пĕр шÿтлерĕ, пĕр чăнласах калаçрĕ Ольга Юрьевна. - Пурнăçра йăлтах хĕрарăмран килет, пĕтĕм тĕнче хĕрарăм тавра çаврăнать. Çак пурнăçра мĕн пурри - хĕрарăм тата ачасем". Хĕрарăмсем арçынсене таçта пăрахса хăварасшăн тесе шухăшласа хăраса ан ÿкĕр. Кирек хăш арçын та - камăн та пулин ачи, çапла мар-и вара? Хĕрарăм вара - хĕрарăм...

Рита АРТИ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.