Комментировать

3 Мар, 2016

Чăваш Ен опычĕ Раççейшĕн паха

Виçĕмкун Чăваш Енре Дмитрий Медведев ертсе пыракан Раççей Правительствин членĕсем пулчĕç. Пирĕн республикăра вĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас ыйтусемпе анлă канашлу ирттерчĕç. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер, РФ вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, тĕрлĕ регион ертÿçисем, бизнесменсемпе профсоюз организацийĕн лидерĕсем Шупашкарти чылай социаллă учрежденире пулчĕç.

Ольга Юрьевна Голодец малтанах 201-мĕш номерлĕ ача садне тата 5-мĕш гимназие çитсе курчĕ, вĕсен паха опычĕпе паллашрĕ. Дмитрий Медведев министрсен ушкăнĕпе тата Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле электромеханика колледжĕнче тата Шупашкар хулин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕнче пулчĕ. Вĕренÿ заведенийĕнче премьер-министра HAAS техника вĕрентĕвĕ центрĕн тата пысăк технологиллĕ "ЭЛАРА" электроника туса кăларма тата ăна тивĕçтерме рабочисемпе специалистсем хатĕрлекен ресурс центрĕн ĕçĕпе паллаштарчĕç. Акă HAAS центра çÿрекен Вадим Белов хальччен система администраторĕнче тăрăшнă. Çĕнĕ профессие – программа управлениллĕ станок операторĕ – алла илсен унăн ытларах укçа ĕçлесе илме май тупăнать.

"Элара" электроника тытăмĕ валли кадрсем хатĕрлеме ресурс центрне 2013 çулта уçнă. Çакна валли 6 млн тенкĕ тăкакланă. Кунти технологи мастерскойне кирлĕ оборудованипе пуянлатнине кура тĕрлĕ енпе çĕнĕ программăсем йĕркелеççĕ. Вĕсене ĕçлеттерме пултаракан кадрсен йышĕ çулсерен ÿсет.

Шупашкарти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта хăнасене микроавтобусра вырнаçтарнă васкавлă ĕç центрне кăтартрĕç. Унпа ытти ял-хулана çитсе çынсене патшалăх пулăшăвĕ пама пулать. "Кун пеккине Чăваш Енре пуçласа куратăп. Питĕ меллĕ. Мобильлĕ офиссем инçетри регионсене тивĕçтерме кирлĕ", – палăртрĕ Дмитрий Медведев.

Ĕçлĕ канашлура вăл социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне лайăхлатма кăçал Правительство йышăннă плана алă пусса çирĕплетнине асăнчĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерме хушма пулăшу парасшăн. Федераци бюджетĕнчен регионсене 3 млрд тенкĕлĕх субсидилесшĕн. Унсăр пуçне тата 7 млрд тенкĕ – резервра. Кирлĕ чухне унпа та усă курма май пулĕ. Дмитрий Медведев Шупашкарти электромеханика колледжĕпе Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пысăка хурса хакларĕ, усăллă ĕç тунине, паха опыта çĕршывĕпех сармаллине асăнчĕ.

РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин асăннă тăрăх – ĕçсĕрлĕх шайĕ çĕршывра МОТ методологийĕпе виççĕмĕш уйăх 5,8 процент шутланать, ку 4,4 млн çынпа танлашать. 2009 çулхи кризисра шăп çак вăхăтра ?нарăс уйăхĕнче% кăтарту 9,2 процент пулнă. Апла лару-тăру пит япăхах мар, анчах пурпĕр ăна лайăхлатма тăрăшмалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионри ĕç-хĕл кăтартăвĕпе паллаштарчĕ. Ятарлă программăсене тухăçлă пурнăçа кĕртнĕрен регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шутне юлашки çулсенче виçĕ хут чакарма пултарнă. "Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ертÿçĕсем сĕнекен ĕç ĕçсĕр çынсен ?официаллă регистрациленнисен% хисепĕнчен 2,2 хут ытларах. Пĕлтĕр патшалăх центрне пынă граждансен 82 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ. Урăхла каласан – 42 880 çынна", – асăнчĕ вăл.

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуçлăхĕпе уйрăммăн та тĕл пулса калаçнă. Михаил Игнатьев республикăра социаллă программăсем туллин пурнăçланса пынине палăртнă. Юхăннă çурт-йĕртен куçарма палăртнă 13,1 пин çемьерен 6,5 пин çынна ?5,1 пин çемье% хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Ку программăна 50 процент ытла пурнăçланă.

Вунă çулта республикăра 32 шкул тумалла тата тĕпрен юсамалла. Регион ертÿçи асăннă тăрăх – ялти шкулсенчен ытларахăшне юсаса çĕнетесшĕн, хуласенче çĕнĕ микрорайонсем аталаннине кура 11 шкул тăвасшăн.

Дмитрий Медведев ку программа валли кăçал 25 миллиард тенкĕ уйăрнине асăннă, çак шутра – пирĕн республика валли те.

Тĕлпулура ытти ыйтăва та сÿтсе явнă.

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.